Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

суд the word is in our database.
суд (тĕпĕ: суд) more information about the word form can be found here.
Унпа вӗренӳ, культура, суд ӗҫӗсенче усӑ курнӑ, документсене чӑвашла ҫырма хытарса ыйтнӑ.

Help to translate

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Ыйтӑва суд урлӑ татса пама тивни те йывӑрлатать.

Help to translate

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Пӗрлехи информаци информаци кунне ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсемпе архив ӗҫӗн министрӗн заместителӗ Т.Казакова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ «АККОНД» акционерсен обществин генеральнӑй директорӗ В.Иванов, ЧР Патшалӑх статистикин Федераллӑ службин Территорири органӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Л.Егорова, Чӑваш Ен — ЧР «Правосудие» ГАС Суд департаменчӗн ФГБУ информаципе аналитика центрӗн филиалӗн директорӗ В.Петров, «Чӑваш Енри ачасемпе ҫамрӑксен библиотеки» ЧР бюджетлӑ учрежденийӗн директорӗ Т.Григорьева, Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов, унӑн заместителӗсем А.Михайлов, Н.Павлов тата ытти яваплӑ ҫынсем хутшӑннӑ.

Help to translate

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

3. Варух ҫак кӗнекери сӑмахсене Иехонияна — Иоаким ывӑлне, Иудея патшине — тата кӗнеке вуланине итлеме пынӑ мӗнпур халӑха, 4. улпутсемпе патша ывӑлӗсене, аслӑ ҫынсене, Вавилонра Суд шывӗ тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗтӗм халӑха, ватти-вӗтти таранах, пӗтӗмпе сасӑпа вуласа панӑ.

3. И прочитал Варух слова сей книги вслух Иехонии, сына Иоакимова, царя Иудейского, и вслух всего народа, пришедшего к слушанию книги, 4. и вслух вельмож и сыновей царских, и вслух старейшин, и вслух всего народа, от малого до большого, всех живших в Вавилоне при реке Суд.

Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансем: Исав ывӑлӗсем, Асиф ывӑлӗсем, Таваоф ывӑлӗсем, Кирас ывӑлӗсем, Суд ывӑлӗсем, Фалей ывӑлӗсем, Лаван ывӑлӗсем, Аграв ывӑлӗсем, 30. Акуд ывӑлӗсем, Ут ывӑлӗсем, Китав ывӑлӗсем, Аккав ывӑлӗсем, Сивай ывӑлӗсем, Анан ывӑлӗсем, Кафуа ывӑлӗсем, Геддур ывӑлӗсем, 31. Иаир ывӑлӗсем, Десан ывӑлӗсем, Ной ывӑлӗсем, Хасев ывӑлӗсем, Казир ывӑлӗсем, Озия ывӑлӗсем, Финое ывӑлӗсем, Асар ывӑлӗсем, Васфай ывӑлӗсем, Ассан ывӑлӗсем, Маня ывӑлӗсем, Нафиси ывӑлӗсем, Акуф ывӑлӗсем, Ахив ывӑлӗсем, Асув ывӑлӗсем, Фаракем ывӑлӗсем, Васалем ывӑлӗсем, 32. Меедд ывӑлӗсем, Куф ывӑлӗсем, Хареа ывӑлӗсем, Вархуе ывӑлӗсем, Серар ывӑлӗсем, Фомой ывӑлӗсем, Наси ывӑлӗсем, Атеф ывӑлӗсем, 33. Соломон чурисен ывӑлӗсем, Ассапфиоф ывӑлӗсем, Фарир ывӑлӗсем, Иеиль ывӑлӗсем, Лозон ывӑлӗсем, Исдаил ывӑлӗсем, Сафия ывӑлӗсем, 34. Агий ывӑлӗсем, Фахареф ывӑлӗсем, Савия ывӑлӗсем, Сарофи ывӑлӗсем, Мисей ывӑлӗсем, Гас ывӑлӗсем, Аддус ывӑлӗсем, Сув ывӑлӗсем, Афер ывӑлӗсем, Вародис ывӑлӗсем, Сафаг ывӑлӗсем, Аллон ывӑлӗсем: 35. Турӑ Ҫуртӗнчи ӗҫе туса тӑракансемпе Соломон чурисенӗн ывӑлӗсем пурӗ пӗрле — виҫҫӗр ҫитмӗл иккӗн.

29. Служителей при храме, сынов Исава, сынов Асифа, сынов Таваофа, сынов Кираса, сынов Суда, сынов Фалея, сынов Лавана, сынов Аграва, 30. сынов Акуда, сынов Ута, сынов Китава, сынов Аккава, сынов Сивая, сынов Анана, сынов Кафуа, сынов Геддура, 31. сынов Иаира, сынов Десана, сынов Ноева, сынов Хасева, сынов Казира, сынов Озии, сынов Финое, сынов Асара, сынов Васфая, сынов Ассана, сынов Мани, сынов Нафиси, сынов Акуфа, сынов Ахива, сынов Асува, сынов Фаракема, сынов Васалема, 32. сынов Меедда, сынов Куфа, сынов Хареа, сынов Вархуе, сынов Серара, сынов Фомоя, сынов Наси, сынов Атефа, 33. сынов рабов Соломоновых, сынов Ассапфиофа, сынов Фарира, сынов Иеили, сынов Лозона, сынов Исдаила, сынов Сафии, 34. сынов Агия, сынов Фахарефа, сынов Савии, сынов Сарофи, сынов Мисея, сынов Гаса, сынов Аддуса, сынов Сува, сынов Аферра, сынов Вародиса, сынов Сафага, сынов Аллома, 35. всех служителей при храме и сынов рабов Соломоновых триста семьдесят два.

2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӗрарӑм упӑшки патне таврӑнмалли ҫул хупӑннине ӑнкарсан суд приставӗ патне хӑех килнӗ, 138 пин тенкӗ парӑма татнӑ.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, икӗ пӗчӗк арҫын ачана ҫитӗнтерес яваплӑх ашшӗ ҫине тиеннӗ.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Суд приставӗсем унпа темиҫе хут тӗл пулнӑ.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Суд тенкелӗ ҫине ларнисен пысӑк пайне ашшӗ-амӑшӗн прависӗр хӑварнӑ.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Шупашкарта уйӑхне вӑтамран 150 ҫын алимент шыраса илес тӗллевпе суд приставӗсем патне пырать.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр управленире суд йышӑнӑвне пурнӑҫламалли 13 пин ытла производствӑна шута илнӗ.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Парӑмҫӑсем пирки Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн Шупашкарти алимент тӳлевӗсене шыраса илекен пайӗн пуҫлӑхӗпе Мария Кудряшовӑпа тӗл пулса калаҫрӑмӑр.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кун пирки Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Анатолий Иванов тытӑмӑн коллегийӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Республикӑри суд приставӗсем пӗлтӗр парӑма кӗнӗ ҫынсемпе предприятисенчен 4 млрд ытла тенкӗ шыраса илнӗ, ҫав шутран 2 млрд яхӑнӑшне бюджета хывнӑ.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Оля ҫурта суд урлӑ пайлама шухӑшланӑ. Икӗ хутлӑ пӳрте ҫурмалла пайлама йышӑнчӗҫ, эпӗ ӑна хамӑн ҫӗр ҫинче, уйӑхӗ-уйӑхӗпе Ҫурҫӗрте тар тӑкса пухнӑ укҫапа ҫӗклесе лартнине шута хумарӗҫ. Малтанах Оля 300 пин тенкӗ, пӳрт хакӗн ҫуррине, шыраса илесшӗнччӗ. Хапсӑннипе тем чухлӗ те ыйтма пулать-ха, анчах пирӗн пек аякри ялсенче ҫуртсем йӳнӗ. Экспертиза 140 пин тенкӗрен ытла илейменнине палӑртсан та Оля ҫырлахмарӗ, Шупашкартан урӑх специалистсене чӗнсе килчӗ. Вӗсем 92 пин тенкӗ ҫеҫ шутласа пачӗҫ. Ку укҫана тыттарӑттӑм та — илесшӗн мар. «Эпӗ хамӑн пая ывӑла ҫырса паратӑп», — тесе ҫӳрет-ха, анчах пуҫӗнче унӑн урӑх шухӑш.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн суд Катыревсен 16-ри ывӑлне ашшӗпе хӑварнӑ — амӑшӗ хӑй аллипех ҫапла ыйтса ҫырнӑ.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Владимирпа тата Иринӑпа Патӑрьелте шӑпах суд хыҫҫӑн тӗл пултӑмӑр.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Суд ҫавӑн пекех Ӗҫлев центрӗ сиенӗн юлнӑ пайне саплаштарма ыйтса ҫырнӑ тавӑҫа та тивӗҫтернӗ.

Help to translate

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Шӑпах ӑна тишкерсе Аслӑ суд малтанхи приговора улӑштарнӑ.

Help to translate

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Мӑшӑрӑм Луиза Константиновна суд тытӑмӗнче ӗҫлет.

Help to translate

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed