Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пекки the word is in our database.
пекки (тĕпĕ: пекки) more information about the word form can be found here.
Ик-виҫӗ ҫул хушши ӗҫлекелесе, вӑрмантан кӑмпа та ҫырла татса килсе, вӗсене пасарта суткаласа, укҫа пекки те пухкалама тытӑннӑччӗ, йӳҫлӗхрен виҫӗ лав мӑк кӑларса сутнӑччӗ, тӳлес куланайне те юр лариччен кӗттерме пулмӗ-ши тесе, Элюккапа хӑйпе калаҫнӑччӗ-ха, леш кӗтме пулӗ тесе шантарсах каламарӗ те, Пикмӑрса ҫапах та кӗттерме пулать тесе шухӑшланӑччӗ хӑй ӑшӗнче.

И деньжонок скопил малость — собирали всей семьей грибы, ягоды и продавали на базаре; а еще он как-то вывез из болота возка три мху, высушил и тоже продал на базаре; договорился он и со старостой Элюккой, чтобы тот обождал до зимы с куланаем, и Элюкка вроде бы согласился.

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Шала кӗрер мар-ха, Тухтар, ай, шала кӗрер мар, ӗнтӗ хуҫа пекки пулмасан, епле пулать вӑл, ху шухӑшла.

— Давай не будем глубоко копать, Тухтар, не будем… а с другой стороны, ежели совсем без хозяина, — что же это получается? Сам подумай.

XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫавӑнта кӑҫал эпӗ хам та ик уйӑх тӑрмашса пӑхрӑм, тӑвар туянмалӑх укҫа пекки пултӑр тесе мар-и.

Нынешним летом я тоже туда подрядился, мол, хотя бы на соль малость денег заработать.

XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ак ҫакӑн пекки кӗтмен ҫӗртенех ӗмӗте умма кӳрет-ҫке, коммунизма кӑтартать-ҫке шӑмми-шакки, ӳпки-пӗверӗ таран.

А такое — оживит внезапно «бредни» и покажет коммунизма естество и плоть.

Нетте юлташа — пӑрахута-этеме // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 50–53 с.

Чей патне сахӑр пекки кирлӗччӗ иккен…

Вот про сахар-то к чаю я не подумала, верно…

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Мӗнле тетӗр, ун пекки пирӗн иртнӗ уйӑхра та пулнӑччӗ-ҫке.

— Как, как… такое у нас и в прошлом месяце было.

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Май килсен, унтах ӗҫ пекки те шыраса пӑхӗ.

Авось и работенка там какая-нибудь подвернется.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Укҫашӑн ӗҫлекен чун тарҫӑ мӑшкӑлӗнчен тухаймасть, ун пекки вӑл ҫын ятне тивӗҫеймен вак-тӗвек кӑна.

Тот, кто работает ради денег, никогда не выберется из рабского положения.

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кирлӗ чухне ун пекки те кирлӗ-ҫке?

Авось пригодится в жизни?

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Е вӑл ҫитсе курас ҫын та ҫав хура мӑйӑхли пекки пулсан?

А ну как и этот окажется таким же злыднем, как чернобородый из трактира?

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ун пекки тем пекехчӗ-ха пирӗн ҫынна, — Шерккейӗн пушшех ҫиесси килсе кайрӗ.

— Такие щи нам в самый раз бы были, — Шерккей шумно сглотнул набежавшие слюни.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Лешӗ вара: «Ҫитӗпӗр-ҫке унталла та, ман, чӑнах, пӗр-пӗр хӑма пекки туянма ӗмӗт пур-ха», — терӗ.

Тот пообещал: возможно, доедет и туда, тем более досок ему прикупить надобно.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ун пекки нихӑҫан та пулман.

Но этого никогда не было.

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Пулать вӑл, ун пекки те пулать…

— Бывает, бывает и порежешься…

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Малашне тата нумӑйрах пуласса кӗтсе кӑна тӑр: ҫурт пулас вырӑнта чи малтан карта тытса ҫавӑрмалла, вӑхӑтлӑха пӳрт пекки лартмалла — пӗчӗкки ҫеҫ пултӑр.

А скоро будет еще больше: сейчас же пока надо огородить место для строительства будущего дома, поставить временную лачужку, пусть даже крошечную.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Апла пулсан, эсӗ сестра пекки пулатӑн?

— Значит, ты за медицинскую сестру?

4 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Кун пекки нумай чухне кӗтмен ҫӗртен килсе тухатчӗ.

Чаще всего это бывало неожиданно.

Xӗлле // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Мӗн усӑ панӑ пекки йӑлтах кутӑнла ҫаврӑнса тухрӗ.

Ведь все, что он дал, все пошло прахом.

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Шӑпах ҫавӑн пекки ҫинчен калаҫса пӑхасшӑн та эпӗ санпа.

— А я как раз об этом и хотел с тобой потолковать!

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пирӗн пекки ҫавна савать те.

Для нас это только в радость.

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed