Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав кӑпӑш та чуна лӑпкакан тум патне пырса, ун ҫумне сӗртӗнес килет; унӑн хӑпартланса тӑракан пӗрмечисем ҫине выртса, пӗр сас-чӗвӗсӗр те хӑвӑрт вӗлтлетсе вӗҫекен шурӑ кайӑксем ҫине пӑхса, йӑлтӑр хӗвел панӑ шӑрӑхра тӗлӗрекен океанпа пӗлӗт ҫине пӑхса киленес килет.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
«Ирӗклӗх» тӑракан пӗчӗк ҫӗр татӑкӗ тавра, океан шывӗ тӑрӑх, сӗм авалхи мӑйракаллӑ шуйттансем пек, тем пысӑкӑш хурҫӑ карапсем тата, выҫӑпа касӑлса ҫитнӗ тискер кайӑксем пек, пӗчӗк катерсем ишсе-шуса ҫӳреҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Пурте илӗртет ӑна: акӑ, ырӑ ҫӗр ҫинче юханшывсем пек хумханакан чечексем, хӑмӑр-кӑвак чулсем хушшинчи калтасем, олив йывӑҫҫин эрешлӗ ҫулҫисем ӑшӗнчи ҫутӑ симӗс чӗнтӗр пек виноград садӗнчи кайӑксем, тӗксӗм тинӗс тӗпӗнчи пулӑсем тата хулан тӑвӑр та аташса каймалла урамӗсенчи тӗрлӗрен юлхавсем: шпагӑпа чӗрсе-тӑрмаласа пӗтернӗ питлӗ самӑр нимӗҫ, яланах мизантроп рольне выляма хӑнӑхнӑ актера аса илтерекен акӑлчан, кӑлӑхах ҫав тери акӑлчан пек пулма тӑрӑшакан американец тата шӑнкӑрма пек шавлӑ ҫӑмӑлттай француз, — ҫаксем пурте илӗртеҫҫӗ Пепене.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ҫил вӑйлӑланнӑҫем вӑйлӑланать, хумсем ҫӳлӗрен ҫӳле ҫӗкленеҫҫӗ, ҫивӗчленеҫҫӗ, шуралаҫҫӗ, тинӗс ҫинче вӗҫен кайӑксем курӑнчӗҫ, вӗсем таҫта васканӑҫем васкавлӑн сывлӑшра ишеҫҫӗ, виҫӗ хутламлӑ парӑс карнӑ икӗ карап ӗнтӗ ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрти кӑвак тавралӑха кӗрсе ҫухалчӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Чӗрем ӗшеннӗ пек пулчӗ, ҫапах кӑкӑрта темле чаплӑ кайӑксем хуллен юрлаҫҫӗ пек, ку кӗвӗ вара — шӑпланми тинӗс хумӗсен шавӗпе пӗрле — ҫав тери лайӑх, ҫулталӑкӗпех итлесе тӑрӑттӑм…
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Ҫырма леш енчи граб турачӗсем ҫаралса юлнӑ та сывлӑшра ҫӗтӗк тетел пек каркаланса тӑраҫҫӗ; тетеле ҫакланнӑ пекех, тусем ҫинче пурӑнакан улатакка ҫав туратсем хушшинче сиккелет, йывӑҫ тунине хура сӑмсипе таккаса, хурт-кӑпшанкӑсене хӑваласа кӑларать, — вӗсене ӳрӗк кӑсӑясемпе кӑвак кайӑксем — ҫурҫӗртен килнӗ хӑнасем — сӑха-сӑха ҫиеҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Сӑмахсем, пӗчӗк кӑвак кайӑксем пек, шӑппӑн, ним кулмасӑр калаҫнӑ.Слова кружились над толпой, как маленькие, серые птицы, говорили негромко, серьёзно.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Анчах та босякран, — паллах, ӑраскалсӑр хӑварнӑ, ҫара та выҫӑ, хаяр ҫурма-ҫынсем, ҫурма тискер кайӑксем, хуласен ҫӳп-ҫаплӑ, пылчӑклӑ тӑвӑр кӗтесӗсене тупнӑскерсем хушшинче вӑл та хӑйне кура интеллигент, — ҫав босякран ҫак сӑмахсене илтни мана тӗлӗнтерчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ку кайӑксем айван ытла та!
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Вӑл вӗсемшӗн мӗн чухлӗ терт курнӑ, халӗ вӗсемех тискер кайӑксем пек пулнӑ.
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ҫынсем кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе выльӑх усранӑ тата, паттӑр та хӑюллӑскерсем, тискер кайӑксем тытма сунара ҫӳренӗ; сунартан таврӑнсан ӗҫкӗ-ҫикӗ туса ирттернӗ, юррисене юрланӑ, хӗрсемпе вылянӑ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Икӗ ҫын пӗр-пӗрне хирӗҫ тискер кайӑксем пекех пӑхса тӑраҫҫӗ, хӑйсем иккӗшӗ те питӗ лайӑх, маттур ҫынсем.Стоят два человека и зверями смотрят друг на друга, а оба такие хорошие, удалые люди.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Калама ҫук хӑватлӑ пулнӑ Соломонӑн чун-чӗре хистевлӗхӗ, ҫавна кура тискер кайӑксем те ним турткалашмасӑрах пӑхӑннӑ ӑна: вӑл хӑйсем пурӑнакан ҫурта килсе кӗрсен, арӑслансемпе тигрсем йӑпшӑнса йӑваланнӑ ун ури патӗнче, йӑпӑлтатса тути-ҫӑварӗпе сӑтӑрӑннӑ ун чӗркуҫҫийӗсем ҫумне, хӑйсен катрашкаллӑ чӗлхисемпе ҫуланӑ унӑн аллисене.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ачасемшӗн халь те-ха мӗнпур инкек иртсе кайман пек, тырпулсемпе татах мӗн те пулин пулас пек туйӑнса тӑчӗ: тен, пӑр ҫапӗ е ҫӑткӑн вӗҫен кайӑксем тапӑнӗҫ, е шӑшисемпе тыркассем те чаплӑ та тулӑх тыррӑн шӑршине сиссе илӗҫ е участока йыт-качакасем кӗрсе кайӗҫ.
37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑрманта кайӑк-кӗшӗксемпе тискер кайӑксем вӑрҫӑчченхинчен ытларах пулни ҫинчен каласа пачӗҫ вӗсем.Дети рассказывали, что птиц и зверей в лесу стало больше, чем до войны.
23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Учитель пур ҫӗрте те чарӑна-чарӑна, пурне те пӑхса ҫаврӑнать, кайӑксем чӗвӗлтетнине вӑрахчен итлесе тӑрать.Учитель повсюду задерживался, внимательно все осматривал, подолгу прислушивался к щебетанию птиц.
23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫапла вӑл лӑпкӑ ҫулпа, кайӑксем юрланине итлӗччӗ, пӗлӗтсен мӗлки ҫӗр тӑрӑх куҫса пынине пӑхӗччӗ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ачасемшӗн вара ҫакӑ таврари пур вӗҫен кайӑксем те Захар пӳртне кӗрсе тулнӑ пекех туйӑнчӗ.И ребятам казалось, что все птицы с округи слетелись в старую Захарову избу.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Стенасем ҫумне ахаль пукансем лартса тухнӑ; тӗкӗр айӗнче картла вылямалли сӗтел; чӳрече янахӗсем ҫине чечек чӳлмекӗсем лартса тултарнӑ; ҫакӑнса тӑракан тӑватӑ читлӗхре — юрлакан кайӑксем.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кайӑксем халь мар чӑрӑлтатса чӗвӗлтетеҫҫӗ, яланах пӗр-пӗринпе темӗн калаҫаҫҫӗ иккен; йӗри-тавралӑх пӗтӗмпех калаҫать, унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ мӗнле пулнипе килӗшсе тӑрать; чечек сарӑлать, Ольгӑна вара вӑл сывланине илтнӗ пек туйӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956