Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йӗри-тавра юр хуралса выртать, пӗчӗк ҫырма-ҫатрасем хупӑ саслӑн шавласа, юр ирӗлнипе хуралса юлнӑ ҫула ҫие-ҫие кӗреҫҫӗ, тӳпемрех вырӑнсенче хӗвел хӗртнипе тухнӑ ҫӗр лаптӑкӗсем типпӗн те ӑшшӑн курӑнаҫҫӗ: халех урӑна салт та ҫаруран чупса ҫӳре ӗнтӗ!
1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хуйхине макӑрса ирттернӗ хыҫҫӑн, вӑл кайран ҫав ҫухату пирки шухӑшлама пуҫларӗ: пӗчӗк Андрюшӑсӑр пуҫне, урӑх ним те пӑшӑрхантармарӗ ӑна.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Авӑ мӗнле шурӑ ӳтлӗ вӑл, пиҫсе ҫитнӗ пек; ури-алли мӗнле пӗчӗк, ҫӳҫӗ пурҫӑн пек.Вон он какой беленький, точно наливной; какие маленькие ручки и ножки, а волоски как шелк.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑҫта-ха, юлашкинчен, ӑна упӑшки халалласа хӑварнӑ чӗрӗ парне, пӗчӗк Андрюша?Где, наконец, живой залог, оставленный ей мужем, маленький Андрюша?
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сывпул, кивелнӗ Обломовка! — терӗ вӑл, пӗчӗк пӳртӗн чӳречисем ҫине юлашки хут ҫаврӑнса пӑхса.— Прощай, старая Обломовка! — сказал он, оглянувшись в последний раз на окна маленького домика.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов хӑй вырӑнне диван ҫине пӗчченех ларчӗ, ун ҫумне, сылтӑм енчи пукан ҫине Агафья Матвеевна, сулахай енчи хуҫмалли пӗчӗк пукан ҫине темӗнле виҫӗ ҫулхи ача ларчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫулла хула тулашне ҫӳреҫҫӗ, Ильин кунӗ — Тар завочӗ патне; пурнӑҫ пек иртсе пырать, пурнӑҫ инкекӗсем мирлӗ пӗчӗк кӗтессене пачах тивмен пулсан, нимле хӑрушӑ улшӑну та ҫук теме пулӗччӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Саркайӑксем хаваслӑ юрлаҫҫӗ; герань чечекӗ тата хушӑран ачасем граф садӗнчен илсе килекен гициант пӗчӗк пӳлӗмре тутлӑ шӑршӑ сараҫҫӗ, ҫав шӑршӑ гаван сигарӗн шӑршипе тата кил хуҫи арӑмӗ ҫанӑ тавӑрсах хытӑ тӗвекен корица е ваниль шӑршипе килӗшӳллӗ хутшӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пыршӑ-пакарта яшки, пармезонпа пӗҫернӗ макарон, кулебяка ашӗ, кӑваспа пӗҫернӗ пулӑ, килти чӗп ашӗ — ҫаксене пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫирӗп йӗркепе улӑштарса пӗҫереҫҫӗ, ҫак апатсем пӗчӗк ҫуртри пӗр евӗр пурнӑҫа кӑмӑллӑ ҫӗнетсе пыраҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн пӗчӗк пӳлӗмӗ чӳречесӗр, ҫавӑнпа яланах тӗттӗм пулнӑран этем пӳлӗмӗ тӗттӗм шӑтӑк евӗрлӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пысӗк е пӗчӗк чейниксем темиҫе рет, фарфор чашӑксем, ылтӑнланӑ, ӳкерчӗклӗ, ахаль чашӑксем тата темиҫе рет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кам кирлӗ сире? — ыйтать дворник, Илья Ильичӑн е кил хуҫи арӑмӗн ятне илтсен, пӗр сӑмахсӑр крыльца еннелле кӑтартать те каллех вутӑ татма тытӑнать, килнӗ ҫын вара хӑйӑр сапнӑ таса сукмакпа крыльца патнелле утать; пусма картлашкисем ҫине чаплах мар таса пӗчӗк кавир сарнӑ; килнӗ ҫын шӑнкӑравӑн йӑлтӑркка пӑхӑр авринчен туртать те, вара Анисья, ачасем, хӑш чухне кил хуҫи арӑмӗ хӑй, е, пуринчен кайран, Захар тухса алӑк уҫать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсӗ пӗчӗк ача-им?
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах вӑл хӑйшӗн мар, хӑйӗн кофишӗн те мар ассӑн сывлать, хуҫалӑхра хытӑ тӑрӑшма, корица тӳме, соус ӑшне ваниль яма, ҫӑра хӑйма тума май ҫукшӑн мар, акӑ мӗншӗн кулянать: иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ Илья Ильич ҫав ҫимӗҫсене тутанмасть; ун валли кофе чи лайӑх магазинтан пӑтӑн-пӑтӑн илмеҫҫӗ, пӗчӗк лавккаран вунӑ пуслӑх туянаҫҫӗ; хӑйма ҫав лавккаранах илеҫҫӗ, ӗлӗкхилле чухонка килсе памасть; Агафья Матвеевна Обломова ирсерен сӗтеклӗ котлет лартса параймасть, лавккара йӑванса выртнӑ ветчинапа ӑшаланӑ ҫӑмарта лартса парать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц Ольгӑн кӑшт пӗчӗк хусканӑвне сӑнаса ҫитерет кӑна, унӑн чи вӑрттӑн туйӑмӗсене ӑнланма пуҫлать кӑна, пӗлмелли те кӑшт ҫеҫ юлать — ак ӗнтӗ, ак халех йӑлт пӗлсе ҫитет темелле…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц хӑй ҫине Ольга пӗчӗк ача пек ӗненсе пӑхнине туять; Ольга ун ҫине пӑхнӑ пек никам ҫине та пӑхман пулӗ, унӑн амӑшӗ пулас пулсан, вӑл амӑшӗ ҫине ҫеҫ ҫапла пӑхӗччӗ-и, тен?
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫакна татса парас тесе, вӑл вӑраххӑн та, енчен-енне пӑхкаласа та, асӑрханса та хӑтланчӗ, хайӗн тӗллевӗ патне хыпашласа та, хӑюллӑн та ҫывхарчӗ, ак-ак ҫитетӗп тесе те шутларӗ; ӑна пӗр-пӗр иккӗленӳсӗр палла, куҫпа пӑхни, пӗр-пӗр сӑмах, кичемлӗх те савӑнӑҫ ҫеҫ кирлӗ: Ольга хӑйне юратнине вӑл пӗчӗк паллӑранах, хӗрӗн куҫхаршийӗсем хускалнинченех, хӗр ассӑн сывланинченех йӑлт пӗлнӗ пулӗччӗ!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сӑнӗ ҫавӑннах, анчах вӑл шуранка, куҫӗсем шалалла путса кӗнӗ, тути пӗчӗк ачанни евӗр кулкаламасть, айванлӑхӗ те, хаваслӑхӗ те ҫук.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Иван Матвеевич малтанхи кунне ӗҫе каймарӗ, ним канӑҫа пӗлмесӗр хула тӑрӑх кускаласа ҫӳрерӗ; хуларан таврӑнмассерен киле е пӗчӗк михӗ, е карҫинкке йӑтса таврӑнчӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Халӗ ӗнтӗ пыршӑ-пакарта лайӑх мар, — терӗ Обломова кил хуҫи арӑмӗ: — ӗнер икӗ мӑшӑр пӗчӗк пыршӑ-пакартӑшӑнах ҫичӗ гривнӑ ыйтрӗҫ, ун вырӑнне чӗрӗ лосось пулӑ пур: кашни кунах пулӑ шӳрпи пӗҫерме пулать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956