Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кашни the word is in our database.
кашни (тĕпĕ: кашни) more information about the word form can be found here.
Кашни тунтикун ВЛКСМ райкомӗ ирттерекен планеркӑра пӗр эрнелӗх задани илеттӗмӗр.

Help to translate

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Кашни ҫулах республикӑра «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» Ыркӑмӑллӑх марафонӗ старт илет.

Help to translate

«Ыркӑмӑллӑх» ят ырӑ сӑмахран пуҫланать // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

• Ҫак ҫерем кӑмпине вӑрманта пухмалла мар, ӑна кашни лавккара тенӗ пекех сутаҫҫӗ.

Help to translate

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

11. Кашни кун чӗрӗ кӑшман салачӗ ҫини атеросклерозран сыхланма тата унӑн аталанӑвне чарса лартма пулӑшать.

Help to translate

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

9. Чӗре неврозӗ, стенокарди, атеросклероз, гипертони, пуҫ ҫаврӑнни тертлентерсен кашни кун тасатнӑ 2-3 ыхра шӑлӗ ҫимелле.

Help to translate

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Кашни каҫ ҫывӑрма выртиччен 2 сехет маларах 1-ер панулми ҫини усӑллӑ.

Help to translate

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Унсӑр пуҫне кашни кун 1-2 шӑл ыхра ҫимелле.

Help to translate

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑксене ҫӗршывӑн тӗп хулинчи аслӑ шкула кашни республикӑранах йыхравласси ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ.

Help to translate

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Пичче каланӑ тӑрӑх, Крым республики Раҫҫей шутне кӗнӗ хыҫҫӑн вӗсен пурнӑҫӗ чылай ҫӑмӑлланнӑ, ҫакӑ кашни кун ытларах та ытларах сисӗнет-мӗн.

Help to translate

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

«Огнетушительсене ӑҫта туянма пулать, енчен те срокӗ тухсан мӗн тумалла?» – дознаватель кашни килтех огнетушитель пулмаллине каласан илтӗнчӗ сасӑ.

Help to translate

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Тепӗр хут палӑртрӗ – кашни ҫыннӑн ӗҫе законпа килӗшӳллӗн вырнаҫмалла.

Help to translate

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Виҫӗм кун республикӑра иртнӗ пӗрлехи информаци кунӗнче палӑртнӑ тӗп темӑсем – Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвне пӗтӗмлетесси, 2016 ҫулӑн тӗллевӗсене палӑртасси, ҫуркунне шыв илессинчен сыхланасси, пушар хӑрушсӑрлӑхӗ – Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫыннах интереслентереҫҫӗ.

Help to translate

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Василий Чаканартан ҫӳрет, хӑйӗн ҫӑмӑл машина пур пулин те кашни кун хулана кайса ӗҫлесшӗн мар.

Help to translate

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Кашни уйӑхрах шкул шайӗнче тӗрлӗ ӑмӑрту иртнӗ.

Help to translate

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Унӑн шухӑшӗпе, кашни хӗрарӑмӑнах алӑ ӗҫ тума пӗлмелле.

Help to translate

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Вӗсем – кашни командӑра 2 арҫын ачапа 2 хӗрача – 50 метрлӑ дистанцие хавхалансах парӑнтарма тӑрӑшрӗҫ.

Help to translate

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Кӳкеҫри йӗлтӗр трасси ҫинче кашни канмалли кун тенӗ пек ӑмӑрту иртет.

Help to translate

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Кашни утӑмра лавккасемпе кану центрӗсем уҫӑлаҫҫӗ.

Help to translate

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Кашни ҫул урӑххине каяттӑм.

Меняла их ежегодно.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Тӗрӗссипе, унти кашни кружока ҫитнӗ-тӗр.

По правде, попробовала, наверное, все кружки.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed