Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирӗн (тĕпĕ: эсир) more information about the word form can be found here.
Вӗренесси, чаплӑ ҫынна тухасси — сирӗн, манӑн вара — ҫавӑншӑн асапланса ҫӳресси…

Вам ученье да благородство, а мне одна мука с вами…

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Анчах та мӗншӗн-ха, тӑвансем, манӑн лавҫӑна вӗлермелле сирӗн?

Но за что же, говорит, братцы православные, моего извозчика убивать?

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Унӑн та ҫиес килет пуль, сирӗн ҫеҫ мар!

— Чай, небось, тоже есть хочет!

V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Ҫук, сирӗн сиятельствӑ! — хуравларӗ Мойсей Мойсеич.

— Нет, ваше сиятельство! — ответил Мойсей Мойсеич.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Ҫыннисем эпир ахальскеррисем ҫеҫ, сирӗн сиятельствӑ!

— Мы люди простые, ваше сиятельство!

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Сирӗн сиятельствӑ, каҫарӑр, таса мар пирӗн кунта! — халь ӗнтӗ Кузьмичова та, Христофор аттене те асӑрхамасӑр, асаплӑн та пылаккӑн кулкаласа ахлатать Мойсей Мойсеич, хӑй ҫаплах, ӳксе саланса каясшӑн мар пулса, унталла-кунталла сулланкалать.

— Ваше сиятельство, извините, у нас не чисто! — стонал Мойсей Мойсеич с мучительно-сладкой улыбкой, уже не замечая ни Кузьмичова, ни о. Христофора, а только балансируя всем телом, чтобы не рассыпаться.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Темле арҫури пекех усал вӑл сирӗн, Мойсей Мойсеич, тур хӑтартӑрах! — кулса илчӗ Христофор атте.

— Какой-то он у вас бесноватый, Мойсей Мойсеич, бог с ним! — сказал с улыбкой о. Христофор.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Апла пулсан, эпӗ сирӗн Варламовӑртан ӑслӑрах, хама ҫын евӗрлӗ туясси те ман уннинчен чылай хут ытларах!

Значит, я умней вашего Варламова и больше похож на человека!

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Эпӗ акӑ халь ҫӗтӗк-ҫурӑк чухӑн жид, пурте ман ҫине йытӑ ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах пулам ҫеҫ укҫаллӑ, Варламов та ман умра Моисей сирӗн умра мӗн хӑтланнине тунӑ пулӗччӗ ун чух.

Я теперь жид пархатый и нищий, все на меня смотрят, как на собаке, а если б у меня были деньги, то Варламов передо мной ломал бы такого дурака, как Мойсей перед вами.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Памаллаччӗ те сирӗн мана, эп каланӑ пек, хӑвӑрӑн ҫӑм миххисене — каялла каймаллаччӗ, эпӗ вара сире, хисепленӗрен юрӗ тесе, ҫуршар тенкӗ хаклӑрах пама та хирӗҫ пулман пулӑттӑм…

Отдали бы вы мне, как я говорил, вашу шерсть и ехали бы себе назад, а я б вам, так и быть уж, дал бы по полтиннику поверх своей цены, да и то только из уважения…

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Сирӗн Михайло Тимофеевич вӑл ӑна-кӑна япӑх ӑнланакан ҫын, — ҫурма сасӑпа калаҫать Кузьмичов, — ним пӗлмен ҫӗре пуҫне пырса чикет, эсир вара ӑна-кӑна чухлакан-пӗлекен ҫын, ҫавӑнпа хӑвӑрах шухӑшласа пӑхма пултаратӑр.

— Ваш Михайло Тимофеич человек непонимающий, — говорил вполголоса Кузьмичов, — не за свое дело берется, а вы понимаете и можете рассудить.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Вӑл мана тӳрех салтӑнтарчӗ те шаккаса итлесе пӑхрӗ, ытти япаласене унта… хырӑма пускаларӗ, юлашкинчен ҫапла пӗлтерчӗ: «Сирӗн, аттеҫӗм, хӗстернӗ сывлӑшпа сипленес пулать».

Он сейчас меня раздел, постукал, послушал, разные там штуки… живот помял, потом и говорит: «Вам, папаша, надо, говорит, лечиться сжатым воздухом».

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Мӗн, сирӗн шӗлепкӗрсене пытарса хумалла, алӑка питӗрсе илмелле тутарттарасшӑн-и эсир мана?

Вы меня заставите, чтоб я ваши шапке спрятал и запер на замок дверь!

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Ытти хуласем пирки хыпар ҫукчӗ-и сирӗн?

— А насчет других городов вы имели сведения?

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сирӗн шутӑрпа ӗнтӗ, Клисурӑ пӗтрӗ пулсан, пӗтӗм Болгари пӗтет пулать, ҫапла тетӗр-и?

По-вашему, если погибла Клисура, так, значит, и вся Болгария погибла?

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Вӑл сирӗн патӑрта-и? — каллех ыйтрӗ Огнянов.

— Она у вас? — проговорил Огнянов.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӑштах тӑхтасан эпӗ сирӗн пата хамӑн пурнӑҫа пӑлхар халӑхӗшӗн хума пыратӑп.

Немного погодя я к вам приду — отдать свою жизнь за Болгарию.

XXXII. Аврам // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сирӗн Нанко килте-и?

— Ваш Нанко дома?

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

 — Огнянов эпӗ… сирӗн Нанкона вӗрентекенӗ…

 — Огнянов… учитель вашего Нанко…

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сирӗн пурнӑҫӑр, сирӗн ҫемйӗрсемпе кил-ҫуртӑрсем, Болгарие ирӗке кӑларас ӗҫпе танлаштарсан, нимӗне те пӗлтермеҫҫӗ!

— Ваша жизнь, ваши семьи, ваши дома ничего не значат по сравнению с освобождением Болгарии!

XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed