Шырав
Шырав ĕçĕ:
25. Ун хыҫҫӑн Давид унта Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.25. И соорудил там Давид жертвенник Господу и принес всесожжения и мирные жертвы.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Усал ҫынсем вара тӑпӑлтарса пӑрахнӑ йӗплӗ курӑк пек пулӗҫ — ӑна алӑпа та тытмаҫҫӗ; 7. ӑна тӗкӗнес теекенӗ тимӗр е сӑнӑ аври тытать, ӑна ҫав вырӑнтах вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярать.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иоав вара Авессалом патне ҫитнӗ те каланӑ: мӗншӗн санӑн тарҫусем манӑн ана лаптӑкне вут тӗртсе ҫунтарса ячӗҫ? тенӗ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Иоав тарҫисем вара, ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурса, Иоав патне пынӑ та: Авессалом тарҫисем сан ануна вут тӗртсе ҫунтарса ячӗҫ, тенӗ.]
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авессалом тарҫисем ҫак лаптӑка вут тӗртсе ҫунтарса янӑ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳрсе пӗтерсессӗн, Давид халӑха Саваоф Ҫӳлхуҫа ячӗпе пилленӗ; 19. ун хыҫҫӑн вӑл пӗтӗм халӑха, израильсен пысӑк йышне, [Данпа Вирсавия хушшинче пурӑнакансене] — арҫыннисене те, хӗрарӑмӗсене те — кашнинех пӗрер ҫӑкӑр, пӗрер татӑк ӑшаланӑ аш тата пӗрер иҫӗм кукӑлӗ валеҫсе панӑ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине кӗлӗ чатӑрӗн варрине хӑйӗн вырӑнне лартнӑ, ку чатӑра Давид ун валли тутарнӑ пулнӑ; вара Давид Ҫӳлхуҫа умӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. [Филистимсем] унта хӑйсен йӗрӗхӗсене пӑраха-пӑраха хӑварнӑ та, Давид ҫыннисем вӗсене пуҫтарнӑ, патша ҫавсене [вутра ҫунтарса яма хушнӑ.]
2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Филистимсем Саул тӗлӗшӗнчен мӗн туни ҫинчен Галаадри Иавис ҫыннисем илтнӗ те, 12. мӗнпур вӑйпитти ҫын кар хускалнӑ, вӗсем ҫӗрӗпе утнӑ, Саулпа унӑн ывӑлӗсен ӳчӗсене Беф-Сан хӳми ҫинчен антарса Иависа илсе ҫитернӗ, вӗсене ҫавӑнта ҫунтарса янӑ; 13. унтан, вӗсен шӑммисене пухса, Иависри юман айне пытарнӑ, ун хыҫҫӑн ҫичӗ кун типӗ тытнӑ.
1 Пат 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Давидпа унӑн ҫыннисем хулана пырса ҫитнӗ те — акӑ хулана ҫунтарса янӑ, вӗсен арӑмӗсене, ывӑлӗсемпе хӗрӗсене тыткӑна илсе кайнӑ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давидпа унӑн ҫыннисем Секелаг еннелле кайма тухнӑ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш кунне Амалик ҫыннисем кӑнтӑр енчен Секелаг хулине тапӑннӑ, Секелага туртса илнӗ те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, 2. хулари пӗтӗм хӗрарӑма [тата ыттисене те] — ваттине те, вӗттине те — пӗрне те вӗлермен, тыткӑна илнӗ те хӑйсен ҫулӗпе тухса кайнӑ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Самуил ҫапла хуравланӑ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнепе ытти парнесем Ҫӳлхуҫашӑн Хӑйӗн сӑмахне итленӗ пекех кӑмӑллӑ-ши вара?
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Саул хуравланӑ: эпӗ хам патӑмран халӑх тарма пуҫланине куртӑм, эсӗ вара палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫитеймерӗн, филистимсем ав Михмаса пухӑнчӗҫ; 12. эпӗ ӗнтӗ ҫапла шухӑшларӑм: «филистимсем халь-халь ман патӑма Галгала ҫитӗҫ, эпӗ вара Ҫӳлхуҫана ҫырлахтарман та-ха» терӗм, ҫавӑнпа пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме шут тытрӑм, тенӗ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳнӗ ҫеҫ — акӑ Самуил пырса ҫитет; Саул ӑна саламлама хирӗҫ тухнӑ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳнӗ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Саул ӗнтӗ ҫапла каланӑ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли тата канӑҫлӑх парни валли палӑртса хунисене ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.9. И сказал Саул: приведите ко мне, что назначено для жертвы всесожжения и для жертв мирных.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ Галгала манран маларах кай, эпӗ те унта сан патна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнепе канӑҫлӑх парни кӳме пырӑп; мана хӑвӑн патна пырса ҫитиччен ҫичӗ кун кӗт, ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ сана мӗн тумаллине кӑтартса парӑп, тенӗ.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Самуил пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳнӗ чухне филистимсем Израильпе ҫапӑҫма ҫитнӗ.10. И когда Самуил возносил всесожжение, Филистимляне пришли воевать с Израилем.
1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Самуил чӗчӗ ӗмекен пӗр путеке суйласа илнӗ те ӑна [пӗтӗм халӑхпа пӗрле] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ, Самуил ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана Израильшӗн тархасланӑ, ӑна Ҫӳлхуҫа илтнӗ.
1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Левитсем, Ҫӳлхуҫа арчине тата унпа юнашар ларакан ылтӑн япаласем тултарнӑ ещӗке йӑтса антарса, ҫав пысӑк чул ҫине лартнӑ; Вефсамисра пурӑнакансем вара ҫав кунхине выльӑх пусса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳнӗ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.