Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вырас салтакӗ малалла талпӑннӑ, гранатне ҫӗкленӗ, шӑпах ҫав самантра ун чӗрине хаяр пуля шӑтарнӑ.Русский солдат рванулся вперёд, занёс гранату, и в это мгновение ударила его в сердце роковая пуля.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тата кӳренсе терӗм, мӗншӗн тесен ман аттене ытла чӑрсӑр улталанӑ иккен, унӑн тӳре чӗрине пула, шанса тӑнине кура калама ҫук сӑтӑр кӑтартнӑ иккен ӑна.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Калӑн, эпӗ темиҫе ҫултан хамӑн чунӑм ҫине лӑпкӑн кӑна пӑхса, пурне те — хамӑн ҫӗр ҫинчи чи хаклӑ япалана — этем чӗрине пырса тивекен ӗҫри кирлӗ мар вӗрилӗхӗме, хама хам шанманнине, хама, тен, чӗлхесӗр ача чухнех, тӗнче маншӑн ӑнланма пӗлмелле мар йывӑр япала пек туйӑннӑ чухне те хыҫран йӗрлесе пынӑскерне, хакланӑ пек тесе.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫырура унӑн ывӑлне хӑтарма тивӗҫли ҫинчен, Миронов капитан хӗрӗн ӑсӗпе чӗрине мухтама тивӗҫли ҫинчен ҫырнӑ.Письмо содержит оправдание его сына и похвалы уму и сердцу дочери капитана Миронова.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫак палламан хӗрарӑм ирӗксӗрех унӑн чӗрине хӑй енне туртнӑ, шанма тивӗҫҫине палӑртнӑ.Все в неизвестной даме невольно привлекало сердце и внушало доверенность.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Марья Ивановна ятне ирсӗр тӑшман асӑнмарӗ: те лешӗ ӑна йышӑнманнипе кӑмӑлӗ хытнӑ, те мана та калаттарма чарнӑ шухӑш-сисӗмӗн хӗлхемӗ унӑн чӗрине те тивнӗ, — кирек-мӗнле пулсан та, комисси умӗнче Белогорскри комендант хӗрӗн ятне асӑнасси-тӑвасси пулмарӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӑл пирӗн халӑх ӗҫӗшӗн, пирӗн ҫӗршывшӑн, юратнӑ искусствӑшӑн пӗтӗмӗшпех парӑнчӗ, аслӑ та таса чӗрине пачӗ…
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл ӑна — лайӑх, ӗнентермелле те чӗре патне пымалла ҫырнӑ, тесе пахаларӗ; ҫыру хӑй ӗҫне тӑвасси енӗпе иккӗленмелли ҫуккине шанса, вӑл хӑйӗн чечен чӗрине пӗтӗм ҫамрӑклӑхпа, юрату шанчӑкӗсемпе тапма ирӗк пачӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӗлтӗркке ҫакӑ начар хӳтлӗх ҫав, ҫавӑнпа электричество хӗмӗ манӑн алӑран ун аллине куҫрӗ; юрату пурте ҫапла пуҫланать темелле, ҫавӑнпа эпир час-часах ултава та кӗретпӗр — хӗрарӑмсем пире хамӑр сывлӑхшӑн та тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн юратаҫҫӗ тесе; паллах ӗнтӗ, ҫав енсем пире таса вут-хӗм йышӑнмашкӑн унӑн чӗрине ҫавӑраҫҫӗ, хатӗрлентереҫҫӗ, тейӗпӗр, ҫапах та, ӗҫӗ пӗрремӗш хут сӗртӗнни кӑна татса парать.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хута кӗрес тенӗ пек туйӑм пур хӗрарӑмсене те ҫав тери ҫӑмӑллӑн парӑнтараканин унӑн пиҫӗхсе ҫитмен чӗрине кӗрсе кайрӗ.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ытла ҫине тӑмасӑрах вӗсен кӑмӑлӗпе чӗрине хам еннелле ҫавӑрнӑ.Напротив я всегда приобретал над их волей и сердцем непобедимую власть, вовсе об этом не стараясь.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӗрине хаваслӑ вӑй тулнине туйса, Алексей хӑй выртакан сак ҫинчен сиксе тӑчӗ, «сталинградкӑна» ҫутса ячӗ, тетрадьрен пӗр листа ҫурса илчӗ, унтан карандаша атӑ тӗпне сӑтӑркаласа шӗвӗртрӗ те ҫырма тытӑнчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӗрине ачалла хастарлӑх тулнине туйса, Алексей хӑйӗн туйипе ҫумкурӑкӗсене ҫапа-ҫапа ӳкерме тытӑнчӗ, вӗсем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе хуҫӑлса ӳкнӗшӗн савӑнчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн чӗрине вӑл ытла та ҫирӗп кӗрсе вырнаҫнӑ пулнӑ ҫав.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ну, ку юрӗ ӗнтӗ, ан юраттӑр, ҫын чӗрине вӑйпа кӗрсе лараймастӑн.Ну, это ладно, пусть не любит, сердце человеческое силой не возьмешь.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑйӗн хӗр чӗрипе вӑл ҫак ҫынна мӗн тери йывӑр пулнине туйса илчӗ, кунпа пӗрлех, ӑна ҫак самантра питӗ йывӑр пулсан та, ӑна хӗрхенсе калаҫни ун чӗрине, тата ытларах ыраттарассине ӑнланчӗ, ҫавӑнпа та нимӗн те шарламарӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьев чӗрине ку тата ытларах ыраттарнӑ, мӗншӗн тесен Оля ҫав хула ҫывӑхӗнчи ҫеҫен хирте пулнӑ, — кам пӗлет, мӗнле йывӑрлӑхсем тӳсме тивет ӑна унта!
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ну, кала: манран мӗнпе лайӑхрах вӑл, мӗн пирки вӑл унӑн чӗрине ҫав тери ҫирӗп кӗрсе ларнӑ?Ну скажи: ну чем он лучше меня, чем он ей в сердце вцепился?
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эсир ҫав Федя тухса каяс умӗн хӑйӗн чӗрине парса хӑварнӑ Зиночка эппин?
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн ывӑлӗ хӑйӗн шутлӑ курӑнакан ашшӗ кӑмӑлсӑр пулнине те, хӑйӗнпе хӑй кӑмӑллӑ пулса пурӑнакан англоман савӑнӑҫлӑ калаҫнине те асӑрхаман; вӑл, халиччен хуҫа хӗрӗ ҫинчен темӗн чухлех илтнӗскер, ӑна курассине тем пекех кӗтнӗ; чӑн, унӑн чӗрине, эпӗр пӗлетпӗр, урӑххи ҫавӑрса илнӗ пулнӑ, анчах та ҫамрӑк хитре хӗр ҫинчен вӑл кирек хӑҫан та шухӑшлама пултарнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936