Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрринче (тĕпĕ: хӗрӗ) more information about the word form can be found here.
Пулӑҫсем вӗсене ҫыран хӗрринче кӗтсе тӑраҫҫӗ ӗнтӗ.

Рыболовы уже поджидают их на берегу.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Старица ҫыранӗ хӗрринче пулӑҫсем — ним хускалми Тимахви, ларма-тӑма пӗлмен Миша тата Нюра.

На берегу Старицы сидят рыболовы: неподвижный Тимофей, суетящийся даже сидя Миша и Нюра.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Темӗн, авӑ, санӑн тусусем те ҫыран хӗрринче лӑпӑстатса ҫӳреҫҫӗ…

Что-то вон и дружки твои по берегу слоняются…

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫыран хӗрринче Мишӑпа Нюра хӗрсех кам маларах ҫитни ҫинчен тавлашаҫҫӗ; пӗрремӗш вырӑна, паллах, Нюра тухнӑ.

На берегу Миша и Нюра уже яростно спорят, кто первый добежал до воды, но первенство явно за Нюрой.

Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫыран хӗрринче, чӑнкӑ сӑрт айӗнче, пысӑк мар баржа тӑрать, ку — пристань.

На берегу, у подножия крутого косогора, приткнулась кургузая баржа — пристань.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Курнӑ ҫав, эпир ҫыран хӗрринче пурӑнаттӑмӑр.

— Ну да, мы ж на берегу жили.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӑрнарта химзавод, аш-какй комбиначӗ йышши предприятисем вырнаҫнӑ пулсан, Кӳкеҫре ытларах автоҫул хӗрринче тупӑш пама пултараканнисем: суту-илӳ, апатлану…

Help to translate

Вӑрнара кайса килни: курни-илтни // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5669-%D0%92% ... D0%B8.html

Кӳкеҫӗ М7 автоҫул хӗрринче, Вӑрнарӗ — Канаш–Арзамас чукун ҫул хӗрринче.

Help to translate

Вӑрнара кайса килни: курни-илтни // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5669-%D0%92% ... D0%B8.html

Иккӗшӗ те транспорт ҫулӗсем хӗрринче вырнаҫнӑ.

Help to translate

Вӑрнара кайса килни: курни-илтни // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5669-%D0%92% ... D0%B8.html

Ҫавӑн пек ӗнтӗ тахҫан авал Поляр тинӗсӗ хӗрринче пурӑннӑ Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах.

Такова история Киша, жившего давно у края Полярного моря.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Ҫакна эпир ҫыран хӗрринче пытанса тӑнӑ чухне куртӑмӑр.

Мы видели это, спрятавшись за скалы на берегу.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Киш Поляр тинӗсӗ хӗрринче ӗлӗк-авалах пурӑннӑ.

Давно-давно, в незапамятное время жил некто Киш у берегов Полярного моря.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Палубӑ ҫинче тӑнӑ хушӑра, ҫыран хӗрринче вӗсем темӗнле тӗлӗнмелле чӗрчуна асӑрхарӗҫ.

С палубы они заметили какое-то странное существо на берегу.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Ҫак самантра вӑл чул сӑртлӑ ҫыран хӗрринче, месерле выртатчӗ.

Это было утром, лежа на плоском камне.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Тавракурӑм хӗрринче анса ларма пуҫланӑ хӗвел чӑмӑрӗ тӗксӗмӗн ҫутатать, ӑна темӗнле йывӑр, кӳлепесӗр тӗтре хупласа илнӗ.

Над самым горизонтом тускло светило солнце, едва видное сквозь мглу и густой туман, который лежал плотной пеленой, без видимых границ и очертаний.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Ҫыран хӗрринче пурӑнакансем унӑн сарлака хӗрӗллӗ, тарӑн пусса лартнӑ шлепкине, пичӗн аял пайне хуплакан шарфне, пӗкӗрӗлчӗк хул пуҫҫисене хӑнӑхнӑ ӗнтӗ.

Жители набережной привыкли к его широкополой, глубоко надвинутой шляпе, к шарфу, закрывающему низ лица, к сутулым плечам.

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аппарат ӳкнӗ тӗлтен чылай инҫетре, Мичиган кӳлли хӗрринче, ҫынсем ӳлекен-кӗрлекен тӗлӗнмеллерех сасӑ илтрӗҫ; нумай-нумай ҫав ҫынна, — кимӗпе ярӑнакансене, ресторан е кофейня уҫӑ террасисенче ларакансене, теннисла, гольфла, футболла вылякансене, ӑшӑ тӳпене хут ҫӗлен яракансене, — кану кунӗнче симӗс ҫыранпа, ҫӗртме уйӑхӗнчи ешӗл ҫулҫӑлӑх чӑштӑртатӑвӗпе киленме тухнӑскерсене пилӗк минутлӑх ҫав шав самаях аптӑратрӗ.

На большом расстоянии от места падения, — на берегу озера Мичиган, — катающиеся на лодках, сидящие на открытых террасах ресторанов и кофеен, играющие в теннис, гольф, футбол, запускающие бумажные змеи в тёплое небо, всё это множество людей, выехавших в день воскресного отдыха, — насладиться прелестью зелёных берегов, шумом июньской листвы, — слышали в продолжение пяти минут странный, воющий звук.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӑйӑрлӑхӑн тикӗс хӗрринче аялтах ӗнтӗ хӗвел, каҫхи шурӑм пуҫӑн пӑхӑр тӗслӗ ӑмӑр ҫути сарӑлсах пырать, Гусев вара аялта хӑйӑр хумӗсене, сӑрт-тӗмескене, вилекен Тумӑн кӗлпе витӗнекен ишӗлчӗкӗсене кӑна курать.

Солнце клонилось ниже к ровному краю песков, разливалось медное, тоскливое сияние заката, а Гусев всё видел внизу волны песка, холмы, развалины засыпаемой прахом умирающей тумы.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Фабрикӑн тӑсӑлчӑк стени хӗрринче — марсиансен нумай пинлӗ ушкӑнӗ; пӑтратнӑ кӑткӑ тӗмӗ евӗр хумханать, хавха.

У длинной, фабричной стены волновалась, точно потревоженный муравейник, многотысячная толпа марсиан.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унӑн борчӗсен хӗрринче кӗмӗл кӳлепесем тӑраҫҫӗ.

Вдоль бортов его стояли серебристые фигурки.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed