Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑнасем (тĕпĕ: хӑна) more information about the word form can be found here.
Эпир хамӑр пата хӑнасем кӗтетпӗр.

Мы ждали к себе гостей.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑнасем килӗсене кайса пӗтрӗҫ, эпӗ ҫаплах нимӗн тӑва пӗлмерӗм — мӗн тумалла?

Гости разошлись, а я все не мог решить — что делать?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Улттӑн иккен хӑнасем!

Шесть человек гостей!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Татариновсем кӑнтӑрла хӑнасем пырасса кӗтетчӗҫ.

и у Татариновых к обеду ждали гостей.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл Энскра юлнӑ хӑйӗн икӗ тусӗпе ҫыру ҫӳретет те хӑй ҫырӑвӗсене ӑҫта ҫитнӗ унта пӑрахса ҫӳрет, вӗсене вара кашниех вулатчӗ, хӑнасем пырсан, вӗсем те пулин вулатчӗҫ.

Она переписывалась с двумя подругами, оставшимися в Энске, и повсюду теряла свои письма, так что их читали все, кому не лень, даже гости.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑнасем тепрер стакан ӗҫрӗҫ те, сӗтел хушшинчен тухса, Пугачева алӑ пачӗҫ.

Гости выпили еще по стакану, встали из-за стола и простились с Пугачевым.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хӑнасем эрех ыйтнӑ, пупӗ майрине чӗнет.

Гости требовали вина, хозяин кликал сожительницу.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫав самантра ӳсӗр хӑнасем ҫухӑрашни тата отец Герасим сасси илтӗнчӗ.

В эту минуту раздались пьяные крики гостей и голос отца Герасима.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Каҫхине тӑван мар атте хӑнасем пуҫтарса сӑмах каларӗ:

Вечером он пригласил гостей и произнес речь.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Барина кала: хӑнасем кӗтеҫҫӗ, яшка та сивӗнсе каять, — те; вӗрентесси вӑл, мухтав турра, тарас ҫук, кӑшкӑрма урӑх чух та ӗлкӗрӗ», — терӗ.

«Скажи барину: гости-де, ждут, щи простынут; слава богу, ученье не уйдет; успеет накричаться».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Княгиня мана унпа паллаштарчӗ, пирӗн хурӑнташ, терӗ вӑл, чей ӗҫрӗмӗр; хӑнасем нумай пулчӗҫ, пурте пӗрле калаҫса ларчӗҫ.

Княгиня меня ей представила как своей родственнице, пили чай; гостей было много; разговор был общий.

Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӗлӗкренех эпӗ хам пата хӑнасем пуҫтарма юратмастӑмччӗ: халӗ манӑн кашни кун пӳрт тулли халӑх, кӑнтӑрла та каҫхине те вӗсем хӑна пулаҫҫӗ, картла выляҫҫӗ — манӑн шампански княжнан асамлӑ куҫ вӑйӗ илӗртнинчен те вӑйлӑрах иккен!

Я всегда ненавидел гостей у себя: теперь у меня каждый день полон дом, обедают, ужинают, играют, — и, увы, мое шампанское торжествует над силою магнетических ее глазок!

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Малтан вӗсене пӗр-пӗр мулла Коранран темӗскер вуласа парать; унтан вара ҫӗнӗ ҫынсемпе вӗсен мӗн пур тӑванӗсене парне параҫҫӗ, хӑнисем ҫиеҫҫӗ, эрех ӗҫеҫҫӗ; унтан джигитовкӑ пуҫланать; кирек хӑҫан та вара пӗр-пӗр ҫапкаланчӑк, таҫта вараланса пӗтнӗскер, лӑкӑшти уксах лашине утланать те хуҫкаланать, тӑрӑхлать, ырӑ ҫынсене култарать; кайран акӑ, каҫ пула пуҫласан, хӑнасем пухӑннӑ ҫӗрте, пирӗнни пек каласан, бал пуҫланать.

Сначала мулла прочитает им что-то из Корана; потом дарят молодых и всех их родственников, едят, пьют бузу; потом начинается джигитовка, и всегда один какой-нибудь оборвыш, засаленный, на скверной хромой лошаденке, ломается, паясничает, смешит честную компанию; потом, когда смеркнется, в кунацкой начинается, по-нашему сказать, бал.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Юлашкинчен пурте сӗтел хушшинчен тӑнӑ та, хӑнасем киле кайнӑ; вара Григорий Иванович нимӗн чарусӑр кулма, Лизӑна ыйтусем пама пуҫланӑ.

Наконец встали из-за стола; гости уехали, и Григорий Иванович дал волю смеху и вопросам.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вӗсем иккӗшӗ ыранхи хӑнасем ҫинчен нумайччен шухӑшласа ларнӑ.

Обе долго рассуждали о завтрашнем посещении.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Авдотья Самсоновна патӗнче хӑнасем пур», — тесе кӑшкӑрса юлнӑ ун хыҫӗнчен хӗрарӑм чура.

— закричала вслед ему служанка, — у Авдотьи Самсоновны гости».

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Пӗрре ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ май хӑнасем пухам та пӗр лайӑх кӑна ӗҫкӗ тӑвам; пулаймӗ сире мана текех мӑшкӑлласси!

Хотелось бы мне позвать их на новоселье, задать им пир горой: ин не бывать же тому!

Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Хӑнасем каҫа юлса саланнӑ, нумайӑшӗ вӗсенчен лайӑхах хӗрнӗ.

Гости разошлись поздно, и по большей части навеселе.

Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Никам та ӑна сисмен, хӑнасем паҫӑрхи пекех ӗҫнӗ, вӗсем сӗтел хушшинчен тухнӑ ҫӗре ӗнтӗ каҫхи кӗлле те чан ҫапа пуҫланӑ.

Никто того не заметил, гости продолжали пить, и уже благовестили к вечерне, когда встали из-за стола.

Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Хӑнасем пӗрне-пӗри пуҫ тая пуҫланӑ: ҫӗвӗҫӗ атӑҫа, атӑҫӑ ҫӗвӗҫе, булочник вӗсене иккӗшне те, булочнике пурте, т. ыт. те.

Гости начали друг другу кланяться, портной сапожнику, сапожник портному, булочник им обоим, все булочнику и так далее.

Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed