Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаҫат the word is in our database.
хаҫат (тĕпĕ: хаҫат) more information about the word form can be found here.
Ун алли чӑнах та чӗтрет иккен, валак пек пӗтӗрнӗ хаҫат татки ҫинчен шултран вакланӑ килти табак ҫӗре тӑкӑнать, пичӗ хӑйӗн макӑрнӑ чухнехи пек пӗркеленнӗ.

И на самом деле руки его дрожали, со свернутого желобком клочка газетной бумаги сыпался крупно покрошенный табак-самосад, лицо слезливо морщилось.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Разметнов, кӑтрашкаллӑ хаҫат хучӗн хӗррине чӗлхи вӗҫӗпе васкамасӑр, тимлӗн ҫула-ҫула, пирусне ҫыпӑҫтарчӗ, хӑй вара кӗрешме хатӗр карчӑк ҫине куҫ айӗпе чеен пӑхкаласа, мӑшкӑлчахлӑн кулкаласа тӑчӗ.

Размётнов заклеивал папиросу, медленно и старательно водя кончиком языка по краю шероховатой газетной бумаги, а сам исподлобья лукаво посматривал на воинственную старуху, да к тому же еще и развязно улыбался.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Килмелли сӑлтав хальхинче те хаҫат пулчӗ.

Предлогом для посещения были газеты.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Интереслӗрех хаҫат парса ярӑр-ха мана.

Дайте мне газетку, какая поинтересней.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпир ку хаҫат ҫинчен ӗнер илтрӗмӗр, паян ирхине вара эпӗ ут ҫине утланса лартӑм та, хамӑн ватӑлӑха-мӗне пӑхмасӑрах, станицӑна тухса вӗҫтертӗм.

Мы вчера прослыхали про эту газету, а ноне утром сел я верхи и, на старость свою не глядя, мотнулся в станицу.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпир ӑна хамӑр хушӑра, эсир килес умӗн кӑштах маларах, сасӑпах вуласа тухрӑмӑр та… вара ҫапла пулса тухать: ку хаҫат пире сиртен уйӑрса ярать.

— Читали мы вслух ее промеж себя трошки загодя до вашего прибытия, и… выходит так, что разлучает эта газетка нас с вами!

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хаҫат тетӗп-ҫке, Мускавран килсе ҫитрӗ, ҫавӑнта вара пӗтӗм парти председателӗн ҫырӑвӗ пичетленсе тухнӑ…

— Газетка, говорю, из Москвы пришла, и в ней пропечатанное письмо председателя всей партии…

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунта питӗ интереслӗ хаҫат килсе ҫитрӗ…

Тут газетка дюже антиресная проявилась…

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Паян эпӗ хаҫат вуласа пӑхрӑм та, чӗре ыратсах кайрӗ…

Нынче прочитал я газету, и сердце заныло…

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хаҫат вуланӑ чухне манӑн пӗтӗм ӑшчик таврӑнса тухать!

У меня от газетов все в нутре переворачивается!

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов, хаҫат хутӗнчен лампа ҫине ҫакма абажур хайласа лараканскер, калас килмен ҫӗртенех: — Ӑна Титок ҫапла турӗ. Тиркӗчпе. Титокне эпӗ Захарченко патне ГПУ-на ӑсатрӑм, — терӗ.

Нагульнов, мастеривший из газетного листа абажур на лампу, неохотно сказал: — Это его Титок. Занозой. Отослал я Титка к Захарченке в ГПУ.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Площадьре хаҫат сутса ҫӳрекен ҫын хӑйне лапчӑтса пӑрахма хатӗр трамвай вагонӗсем, пур енчен те киле-киле тухакан вагонсем хушшинче чупкаласа ҫӳренине курсан, «Мов» хӑй кулать.

Но «Mob» сама смеется, когда она видит, как на площади торговец газетами мечется среди вагонов трамвая, с трех сторон набегающих на него, грозя раздавить.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Ача-пӑчасем хаҫат ячӗсене ҫивӗччӗн кӑшкӑрса калаҫҫӗ.

Мальчишки резко выкрикивают названия газет.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Пепе нимӗҫсене юратмасть, вӑл хӑйсен урамӗнчи, плошадьри тата тӗксӗм ларёксем умӗнчи пурнӑҫпа пурӑнать, унта Пепешӗн ҫывӑх ҫынсем сӑра ӗҫеҫҫӗ, картла выляҫҫӗ, хаҫат вулаҫҫӗ тата политика ҫинчен калаҫаҫҫӗ.

Пепе не любит немцев, он живет идеями и настроениями улицы, площади и темных лавочек, где свои люди пьют вино, играют в карты и, читая газеты, говорят о политике.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Пӗтӗмпе илес-тӗк — пирӗн кварталта нумай паллӑ ҫынсем ҫуралса ӳснӗ, пурӑннӑ, — авал вӗсем хальхинчен нумайрах ҫуралнӑ, паллӑрах та пулнӑ, халӗ, пурте пиджак тӑхӑнса ҫӳренӗ вӑхӑтра тата пурте политикӑпа аппаланнӑ чухне, ҫынна теприсенчен ҫӳлерех ҫӗкленме йывӑр пулса ҫитрӗ, чун та сарӑлсах каяймасть, мӗншӗн тесен ӑна хаҫат хучӗпе кипкелеҫҫӗ.

Вообще — в квартале нашем много родилось и жило замечательных людей, — в старину они рождались чаще, чем теперь, и были заметней, а ныне, когда все ходят в пиджаках и занимаются политикой, трудно стало человеку подняться выше других, да и душа туго растет, когда ее пеленают газетной бумагой.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Хаҫат листине хӑвӑрт пӑхса пынӑ май, эпӗ Коновалов хушамат тӗл пултӑм та, унпа интересленсе, акӑ мӗн вуласа тухрӑм:

Рассеянно пробегая глазами газетный лист, я встретил фамилию — Коновалов и, заинтересованный ею, прочитал следующее:

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Аллине хаҫат тытнӑ…

и с газетой в руке…

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

В.Алентей 100 ҫул тултарнине халалласа районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакцийӗ В.С.Алентей ячӗллӗ премин конкурсне 3 тӗрлӗ номинаципе — прозӑпа, публицистикӑпа, пэзипе — ирттерчӗ.

Help to translate

Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18

Хаҫат страници ҫинче Катерина Коншакова бригади ҫинчен те тӗпӗ-йӗрӗпех каласа панӑ.

На страницах газеты подробно было рассказано о бригаде Катерины Коншаковой.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хаҫат ҫак ӗҫе ытти колхозсенче тытӑнма сӗнет, тырпул тухӑҫне тата ытларах тума сӗнет.

Газета призывала другие колхозы подхватить почин стожаровцев, чтобы дать стране больше хлеба.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed