Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах хӗрӳллӗ туйӑм ҫавӑн пек мар пулсан, ун чухне вӑл хӗрӳллӗ туйӑм кӑна, пачах та юрату мар.А если страсть не такая, то она страсть, но вовсе не любовь.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Вӑт ҫапла калакан ҫавӑн пек хӗрӳллӗ туйӑм вӑл — юрату.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла вара, вӑйсӑр туйӑм пулсан, вӑл хӗрӳллӗ туйӑм умӗнче питех те вӑйсӑр пулсан, юрату сире: «ӑна асаплантарнинчен вилни лайӑхрах», тесе калаттарать пулсан; ахаль туйӑм та ҫапла калать пулсан, пин хут вӑйлӑрах туйӑм мӗн калӗ-ши вара?
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӗрӳллӗ туйӑм ахаль туйӑмран мӗнпе уйрӑм?
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та ҫук юрату вӑл — ахаль туйӑм ҫеҫ, хӗрӳллӗ туйӑм мар.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑна пӗлме нимӗн те мар; пӗр хӗлхем те пулин ырӑ кӑмӑллӑ туйӑм пулнӑ пулсан, эсир пӗлме пултарнӑ пулӑттӑр.Это очень просто и натурально; если бы в вас была искра благородного чувства, вы отгадали бы.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та, юлашкинчен пурпӗрех шыраса тупрӑм тенӗ чух, кашни хутӗнчех, шалти туйӑм ӑна хӑй йӑнӑшни ҫинчен систернӗ.Но, увы, каждый раз, когда ему казалось, что он нашел разгадку, обнаруживалась ошибка.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Алӑк патӗнче каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ, унӑн чӗрине сасартӑк темле хӗрхенӳллӗ туйӑм хӗссе лартрӗ, вара ӑна хӑй ури айӗнчи кӑтрашка урай палуба пекех силленсе илнӗн туйӑнчӗ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах ҫак самантра ӑна тӗлӗнмелле туйӑм ҫупӑрлать: пӑлханмасть те вӑл, юнӗ вӗриленнине те, кӑмӑл туртӑмне те туймасть, ун чӗрине, инҫетри ҫӑмӑл тӗтре пек, кӑштах салхулӑх ҫеҫ карса илнӗ.
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тӗксӗм тӗкӗр ҫине ӳкнӗ Макар сӑнӗнче тӗрлӗ туйӑм: е инкеке пӗр хирӗҫмесӗр йышӑнни, е йывӑрах мар асап, е тискер хаярлӑх палӑрать; хӑш чух тата вӑл, шанӑҫа ҫухатнине пула бритвӑпа касӑлса вилме шутланӑ ҫынна аса илтерет.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Чӗрӗ ҫынна кирек хӑш масар та, кирек хӑҫан та хурлантарать, анчах тем териех хытӑ хурлантаракан туйӑм вӑл унта ҫуркунне пуҫламӑшӗнче те тарӑн кӗр кунӗсенче пулать.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кирек мӗнле пулсан та, эпир чӑннипе камсем пулнине пӗр-икӗ кунтан сире пӗлтермех тиветчӗ, акӑ мӗншӗн пӗлтерме тиветчӗ: Половцев таҫта сирӗн хуторта сулланса ҫӳренине профессилле туйӑм систерет мана…
XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов нумайранпа шкула кӗрсе курман, ҫавӑнпа та халӗ ӑна класс алӑкӗ умӗнче хӗвелпе шупкалнӑ кепкине чӑмӑртаса тӑраканскере, темле, хӑй те ӑнланман туйӑм ҫавӑрса илчӗ.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑйӗн ҫара кӑкӑрӗ ҫине Давыдовӑн тусанланнӑ тельняшки пырса выртсан ӑна темле, халиччен пулман пӑлханчӑк туйӑм ҫавӑрса илчӗ: вӑйлӑ арҫын ӳчӗн пӗтӗм вӗрилӗхӗ-ӑшши ун ӑшне кӗрсе, ӑна пӗтӗмпех тултарса лартнӑ пек пулчӗ…
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ун чухне тӗл пулсан, хӗр, именсе те ачашшӑн пӑхса, йӑл кулнӑ, вӑтаннипе унӑн пичӗ сасартӑк хӗрелнӗ, анчах халӗ унӑн куҫӗсенче темле урӑх, ҫитӗннӗ, пысӑк туйӑм ҫиҫсе тӑнӑ…
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗтӗм чӗрӗ пурнӑҫран уйрӑлса, пӗччен тӑрса юлнӑ туйӑм ӑна хытӑ килсе пусрӗ, тахҫан-тахҫан ҫӗрле карап ҫинче «мала пӑхакан» пулнӑ чухнехи евӗрлӗ.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдова вара сасартӑк пысӑк туйӑм ҫиҫӗм пек килсе хупланӑ, вӑл темиҫе хут та, чӑнласах ҫапла шутланӑ: Макарпа калаҫса татӑлать те Лушкӑна качча илет, ҫапла вара хӑйӗн хальхи суя пурнӑҫӗнчен тинех хӑтӑлать, хуторта ун ҫинчен нимле сӑмах-юмах та пулмасть.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӗрле начар ҫывӑракан пулчӗ вӑл, ирхине вӑрансан, ялан пуҫӗ ыратать, апатне те вӑхӑтра мар, мӗн килчӗ ӑна ҫеҫ ҫикелет, каҫченех вара темле халсӑр ҫӳрет — ку уншӑн хӑй те ӑнланман, халиччен пӗлмен туйӑм.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сасартӑк чӗре тӗпӗнче темле килӗшӳсӗр туйӑм хускалчӗ, анчах унашкал туйӑм мӗншӗн хускалнине шутласа тӑрас килмерӗ ун.Какое-то безотчетное чувство пустоты и неудовлетворенности овладело ею.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
«Половцевпа Лятьевский чикӗ урлах каҫса кайрӗҫ пулмалла», — шухӑшларӗ Яков Лукич, ҫакӑн хыҫҫӑн вара совет влаҫне сирсе ывӑтма май килменшӗн калама ҫук хытӑ тарӑхни ҫумне чуна лӑплантаракан савӑнӑҫ, канлӗ туйӑм килсе хутшӑнчӗ: ҫак вӑхӑтран пуҫласа Яков Лукичӑн пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр пурӑнас пурнӑҫне нимӗнле инкек те хӑратмасть.
38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959