Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл яланах ырӑ кӑмӑллӑ, таса чунлӑ, мана чӗререн парӑннӑ — манӑн пӑлхавлӑ пурнӑҫӑн паха тусӗ пулнӑ.
1943 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл ҫав тери паха йышши совет машинипе вӗҫсе пынӑ, — ун чух истребительнӑй авиаци ҫакӑн пек машинӑсене тин ҫеҫ туянма пуҫланӑ-ха…
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Йыттӑн паха енӗсене ҫав тери витӗр пӗлсе, вӗсене тивӗҫлӗн хаклама пултаракан, сунарҫӑсен тӗрлӗ тавлашӑвӗсене пӗр йӑнӑшсӑр татса паракан Дубровскисӗр вӑл ӗмӗрне те сунара ҫӳремен.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах ҫӳлтен ӑна хулпуҫҫи урлӑ кӑвак плащ уртса янӑ, урисене шпорлӑ, ҫӳллӗ кунчаллӑ атӑ тӑхӑннӑ, кӑкӑрӗ ҫинче ахахран тунӑ ҫӑлтӑр ялкӑшса тӑракан, ҫав тери паха, типшӗм, ҫамки ҫинче кӑвак ҫӳҫ пайӑркиллӗ старик аллине тӑсса тӑнӑ.
28 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Кунсӑр пуҫне, разведчиксемпе танлаштарсан, вӗсен тата тепӗр паха ен пулнӑ.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫавӑнпа та ҫак паха кун вӗҫленнӗ тӗле нимӗҫсен «штаб вӑрманӗ» (ӑна картӑсем ҫинче тата донесенисенче ҫапла каланӑ) инҫетри тыл пулса юлнӑ, пирӗн ҫарсем пӗрре чарӑнса тӑмасӑр, нимӗҫсене вӑйлӑран вӑйлӑ ҫапа-ҫапа малалла шунӑ, ҫавӑнпа та Горбунов хӑйсен команди валли йышӑннӑ блиндаж кирлӗ те пулман.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫак пур калама ҫук паха, ҫирӗп ҫӗленӗ, ҫӗнӗ япаласем — тем пек пуянлӑх! — халӗ пӗтӗмпех унӑн хӑйӗн пулни пачах та ӗненмелле мар пек туйӑннӑ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Разведчиксен огневой взводсене валли лайӑх позицисем шыраса тупмалла, пулас наблюдательнӑй пунктсене валли ни паха, инҫене курма май паракан вырӑнсем палӑртмалла, тӑшманӑн оборона сооруженийӗсене сӑнаса пӗлмелле, пуринчен ытла — нимӗҫсен резервисем мӗн чухлӗ пулни тата вӗсем мӗнле вырӑнаҫни ҫинчен сведенисем пухмалла пулнӑ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ах, епле паха, епле ырӑ пурнӑҫ пуҫланнӑччӗ Ваньӑшӑн: вӑл ҫав тери паттӑр, ырӑ кӑмӑллӑ разведчиксемпе паллашнӑ, вӗсемпе пӗрле апат ҫимелле, сахӑрне кружка ӑшне ярса чей ӗҫмелле, вӗсемпе пӗрле разведкӑна ҫӳремелле, мунчара ҫапӑнмалла, автоматран пемелле, вӗсемпе пӗр палаткӑра ҫывӑрмалла пулатчӗ; кӗпе-тумтир илмелле — атӑ, погонлӑ гимнастерка (погонӗсем ҫинче — пӗчӗк тупӑ кӗпҫисем), шинель, тен компаспа револьвер-наган, патронсем те пулатчӗҫ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫар ӗҫӗнчен запаса тухса Шупашкара килсен, Антип Николаев майор Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗн яваплӑ секретарӗн ӗҫне хастарлӑн кӳлӗнчӗ, ҫав вӑхӑтрах литература вучахӗнче те сумлӑн тӑрӑшрӗ, Мускаври архивсенче ӗҫлесе, фронтовиксемпе тата вӗсен тӑванӗсемпе тӗл пулса паха материалсем чылай пухрӗ.
Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
Ондоль евӗр кӑмака тӳрех темиҫе енпе паха.
Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html
Пирӗн республика пысӑк шайри спорт ӑмӑртӑвӗсене йӗркелесе ирттерес тӗлӗшпе паха опыт пухнӑ.
Спортра ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19
Ҫынсене сывлӑха ҫирӗплетме пылак кӑна мар, паха пыл та кирлӗ.
Пыл хуртне мӗн пулчӗ-ши? // Надежда КУДРЯШОВА, Юрий МИХАЙЛОВ. Хресчен сасси, 2019.07.17, 26(2765)№
Так, туссем-юлташсем, тӳртен калатӑп, сире кайма вӑхӑт, ҫирӗмӗр-ӗҫрӗмӗр, килнӗ хӑнан кайни паха — намӑсне те пӗлес пулать, ҫамрӑксен пӗр-пӗринпе ҫывӑхрах паллашма вӑхӑт.
Пиллӗкмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче чӑваш чӗлхине мӗнле вӗрентмелли ҫинчен паха пӗтӗмлетӳсем тӑвас тесен вырӑсланнӑ чӑваш тата вырӑс ачисемпе сахалтан та вунӑ ҫул ӗҫлесе пӑхмалли ҫинчен асӑрхаттарса хӑварас килет.
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
— Тискер кайӑксем пек пурӑнатӑр эсир, хаҫатсем вуламастӑр, тӗнчене мӗн хыпар тухни сирӗншӗн нимӗн те мар, хаҫатсенче ав епле паха япаласем пулаҫҫӗ.
Савӑнӑҫ // Мирун Еник. https://chuvash.org/lib/haylav/7085.html
Хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем халӑха валли йӗркелемелле, – ҫирӗппӗн каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев.
Чӑваш Енре 2019 ҫулта пурӗ 200 ҫухрӑм ытла ҫул-йӗрсем юсӗҫ, сарӗҫ // М.И. Игнатьев пресс-служби. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=19 ... b4575c9e35
Аслисенчен паха опыта вӗренсе, хӑнӑхса пыни малашлӑх валли никӗс ҫеҫ пулӗ.
Староста удостоверенийӗ яваплӑха тата ӳстерӗ // Н. МИХАЙЛОВА. «Авангард», 2019.06.07
Ҫимӗҫ йывӑҫҫине чи паха сортлисене суйласа лартма кирли ҫинчен те каламӑп.
Кӗске доклад // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 174–175 с.
Илемпе сӑнарлӑх енчен паха хайлавсене уйрӑм ят/номинаци/ пама палӑртнӑ.
Атӑлтан пуҫласа Хура тинӗс таранах // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... s-taranakh