Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кашни ҫекундра тенӗ пек йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫӗм ҫиҫсе ярать те миля таран шап-шурӑ кӑтра хумсем курӑнаҫҫӗ, утравсем, — ҫумӑр чаршавӗ витӗр пӑхсан, — тусан купи тейӗн, йывӑҫсем ҫӗре ҫити авӑнаҫҫӗ; унтан аслати шартлатса авӑтса ярать те, аяккалла кӗмсӗртетсе кайса, майӗпен шӑпланать; самант та иртмест, каллех ҫиҫӗм ялкӑшать те, кӗмсӗр-кӗмсӗр! аҫа ҫапать.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗрин ҫинче хура ансӑр кӗпе тӑхӑннӑ хӗрарӑма ӳкернӗ, пиҫиххине вӑл хул айӗнченех хытӑ туртса ҫыхнӑ, кӗпе ҫаннисем купӑста евӗр темиҫе хутламлӑ, хура шлепки савук майлӑ, ун ҫинчен хура чӗнтӗр усӑнса тӑрать, кӗпе арки айӗнчен ӑйӑ пекех шӗвӗр сӑмсаллӑ ансӑр хура туфлисене хура хӑюсемпе хӗреслӗ ҫыхса тӑхӑннӑ урасем курӑнаҫҫӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Акӑ ӗнтӗ хӑрушӑ та пысӑкскер пире хупласа та хучӗ пулас; унӑн речӗпех ларакан кӑмакисем уҫӑ, хӗрсе кайнӑскерсем, хӗп-хӗрлӗ шӑлсем евӗр курӑнаҫҫӗ вӗсем; пӑрахутӑн вӑрӑм сӑмси пирӗн сулӑ ҫинех пырса кӗчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Халӗ вӗсем питӗ лайӑх курӑнаҫҫӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫур сехете яхӑн эпӗ ҫине-ҫинех кӑшкӑртӑм, юлашкинчен тин питӗ аякра хама хирӗҫ кӑшкӑрнине илтрӗм; вара саса еннелле ишме хӑтлантӑм, анчах ӗҫ тухмарӗ; эпӗ вак утравсем хушшине лекрӗм пулас, мӗншӗн тесен икӗ енче те хура сӑртламсем курӑнаҫҫӗ; тӗллӗн-тӗллӗн утравсем юханшыва хӗссех лартаҫҫӗ, ҫывӑхрах ӑшӑх вырӑнсем пурри сисӗнет, — мӗншӗн тесен шыв ҫырана ҫапӑнса шӗмпӗлт-шӗмпӗлт! тӑвать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӑч-тӗттӗмленсе ларчӗ, тулта пӗтӗмпех хура-кӑваккӑн, питӗ илемлӗн курӑнать; ҫумӑрӗ вара чашлаттарать кӑна, аякри йывӑҫсем кӑшт ҫеҫ курӑнаҫҫӗ, эрешмен картипе хупланнӑ тейӗн; сасартӑк ҫил ҫавӑрттарса килет те йывӑҫсене авсах антарать, ҫулҫӑсен ҫутӑ енӗсене тӳнтерле ҫавӑрать, кун хыҫҫӑн калама ҫук вӑйлӑ тӑвӑл тухать те, йывӑҫсем, ухмаха ернӗ пек, тураттисене сулкалама тапратаҫҫӗ: йӗп чиксен те куҫ курмалла мар ҫӑра хура тӗттӗм хупӑрласа илнӗ хыҫҫӑн сасартӑк ялтӑр! ҫуталса каять, вара кӑнтӑрлахи пекех таҫти аякри те курӑнать — йывӑҫ тӑррисем хумханаҫҫӗ; куҫ хупса иличчен каллех тӗпсӗр шӑтӑкри евӗр тӗттӗмленет, аслати хӑрушшӑн кӗмсӗртетет, унтан пӗлӗт тӑрӑх аялтан аяла анса пырать, пусма картлашкисем тӑрӑх пушӑ пичкесем кусаҫҫӗ тейӗн, пӗлетӗр-ҫке, пусми вӑрӑм чухне вӗсем сиксе, кӗмсӗртетсе анаҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Уйӑх ҫав тери янкӑр ҫутатать, ҫыранран аякра-аякра юхакан пӗренесене те шутласа кӑларма пулать, вӗсем хуп-хуран курӑнаҫҫӗ, пӗр вырӑнтах выртнӑ пек туйӑнаҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Атте тепӗр ҫырана каҫиччен эпӗ ирӗке тухма та ӗлкӗртӗм; юханшыв ҫинче, таҫта аякра-аякра, кимӗпе сулӑ пӑнчӑ евӗр ҫеҫ курӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тимӗр карта таврашнелле пытарнӑ вилтӑприсем вара мӑкӑль-шакӑлӗн кӑна курӑнаҫҫӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Гостиницӑна хирӗҫ тенӗ пекех, Георги ҫветтуйӑн шӗвӗр тӑрӑллӑ башни кӑнтса тӑрать: сылтӑм енче, ҫӳлте-ҫӳлте, Доганӑн ылтӑн чӑмӑрӗ ялтӑртатать тата чиркӳсенчен чи илемлӗ, ҫӗнӗ ҫын пекех капӑрлатнӑ Redentore, Паллади чиркӗвӗ ларать; сулахайра — карапсен мачтисемпе рейисем, пӑрахутсен трубисем хуран курӑнаҫҫӗ; хӑшпӗр тӗлте ҫуррине яхӑн чӗркенӗ парӑссем пысӑк ҫунатсем евӗр усӑнса тӑраҫҫӗ, вымпелсем аран-аран хускалкалаҫҫӗ.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Икӗ енче те мрамор керменсем лараҫҫӗ; вӗсем, хӑйсен пӗтӗм илемлӗхне аран-аран ӑнланса илме парса, хуллен хыҫалалла шуса юлнӑ пек курӑнаҫҫӗ.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Пысӑк запонкӑллӑ ҫухасӑр кӗпи тулли мӑйӗнчен пуҫласа хӗрарӑмсенни евӗрлӗ кӑкӑрӗ патне ҫитиех хутламӑн-хутламӑн тӑрать, ҫавӑнпа кипарисран тунӑ пысӑк хӗреспе латӑн курӑнаҫҫӗ.
XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Инсаров ют ҫӗршывра ҫурални (вӑл болгар) сӑн-питӗнчен тата уҫҫӑнрах палӑрать: вӑл ҫирӗм пилӗк ҫулсене хитнӗ, типшӗм те тӗреклӗ, путӑк кӑкӑрлӑ, шӑнӑрлӑ ҫирӗп алӑллӑ ҫамрӑк ҫын; вӑл яр уҫҫӑн палӑрса тӑракан сӑн-сӑпатлӑ, курпун сӑмсаллӑ, кӑвакрах хура ҫӳҫлӗ, сарлакарах мар ҫамкаллӑ, витӗр пӑхакан пӗчӗк куҫлӑ, ҫара куҫхаршиллӗ; кулнӑ чухне ҫӳхе тути айӗнчен илемлӗ шурӑ шӑлӗсем самантлӑха курӑнаҫҫӗ.
VII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Горничная евӗрлӗ хӗр, ҫурӑмӗпе алкум енне тӑрса, хуҫапа хаклашать; пуҫӗ ҫине хурса янӑ хӗрлӗ тутӑрне ҫара аллипе янахӗ айӗнчен тытса тӑнипе унӑн ҫаврака питҫӑмартипе ҫинҫе мӑйӗ те кӑшт ҫеҫ курӑнаҫҫӗ.
V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Йӗри-тавра ту-сӑртсем курӑнаҫҫӗ, машина фарисем ҫутатакан ҫулсем ялтӑраҫҫӗ, тӳпере — ҫӑлтӑрсем, унтах тата уйӑх, лӑпкӑ сивӗ уйӑх, пирӗнтен пуринчен те ҫӳлтерехре тӑраканскер, шӑвать.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫурчӗсем — ҫӳллӗ, ҫутӑ, сӑрӑрах, хушӑран — шӗвӗр тӑрӑллисем те курӑнаҫҫӗ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӗсемпе юнашарах пирӗн салтаксем васкавлӑн ҫыра-ҫыра хунисем курӑнаҫҫӗ: «Эпир — Берлинта!», «Тӗп пулчӗ!», «Леш тӗнчере сывӑ пул, фюрер!»
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Кунта стариксен кӗлеткисем те курӑнаҫҫӗ, хӗрарӑмсен те, ачасен те.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Анчах малта пушар ҫутисем курӑнаҫҫӗ, тупӑсем ухлатаҫҫӗ, чӳречесем чанкӑртатса ҫӗмрӗлни, ҫурт стенисем кӗмсӗртетсе йӑтӑна-йӑтӑна анни илтӗнет.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Икшер-виҫшер машина лартмалӑх тунӑ гаражсем, унтах пӗрер е икшер йытӑ вырнаҫмалӑх тунӑ йӑвасем те курӑнаҫҫӗ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.