Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Хамӑн та, Костьӑшӑн хуйхӑрса, хӗрлӗ чӗрем шуралчӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Юрлӑр-ха ҫӗнӗ юрӑсем, Наталья Лаврентьевна, сирӗн сассӑра илтменни нумай пулать, — терӗ Пазухин хӗрлӗ эрех ӗҫсе хӗрелнӗ хӗрарӑма.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ху пӗлетӗн, сан унта «Ку чухнехи йывӑр самана шуратать хӗрлӗ сӑнӑма» йышши юрӑсем пайтах.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑл шурӑ ҫӑм атӑпа, хӗрлӗ саттин кӗпепе, хура пустав халатне (ӑна кунтисем «йӗлен» теҫҫӗ) йӳле янӑ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑл васкаса сӑхсӑхрӗ те эрехе шалт хучӗ, вара, киленӗҫлӗн ахлатса, вӑрӑм мӑйӑхне шӑлса илчӗ, кӑштах ҫӑкӑр татӑкӗ шӑршланҫи пулчӗ, унтан турилккери пулӑпа ҫӑмартана йӑлтах кӗсйисене персе чикрӗ те тухса кайма тӑчӗ; алӑк патне ҫитнӗскерех, Сантӑркка сӗтелӗ умӗнче чарӑнса тӑчӗ, ун ҫине хӗрлӗ куҫӗпе пӑхса, тепӗр черкке тултарма хушрӗ.
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Такам ялава хӑпарса илсен, пӑлхавҫӑсем каллех тепре чӳречерен хӗрлӗ ялав кӑларса ҫакрӗҫ.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫав кун ачасем патша портретне персе антарчӗҫ, Дерюгин вырӑспа Михайлов чӑваш шкул ҫурчӗ ҫине хӗрлӗ ялав кӑларса ҫакрӗҫ.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
А эсӗ пӗлетӗн-и, иптешӗм, Лисук тӗррисене Питӗрти, Берлинти, Лондонри музейсенче кӑтартаҫҫӗ! — сассине хӑпартса каларӗ учитель, вара сасартӑк чыхӑнчӗ те кӑкӑрне тытса ӳсӗрме тытӑнчӗ; шуранка питне хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ, куҫӗсем шывланчӗҫ.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Хуҫи нумай туртать пулин те, хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑ урайӗнче ниҫта пирус тӗпӗ е кӗлӗ курӑнмасть.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Лавр Кузьмич ҫӗнӗ кӑвак пижамӑпа, Поля — хӗрлӗ ӑшӑ халатпа.
XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Тутӑрне хуллен салтрӗ, вунӑ тенкӗлӗх хӗрлӗ укҫасене вуннӑ илчӗ те Макара алӑран кӑшӑрт тыттарчӗ:
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ӗҫкӗ тесен, виҫӗ сехет пуҫ хӗрлӗ ҫакӑнса тӑма хатӗр вӑл…
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Санпа асаплансах ҫамрӑк ӗмӗрӗме пӗтертӗм, хӗрлӗ сӑнӑма шуратрӑм, у-у-у-!..
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Икӗ аллинче икӗ пысӑк хӗрлӗ улма.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Батальонти хӗрлӗ кӗтессене кам илемлететчӗ тетӗн?
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Колхозсем тӑвиччен вӑл ял-ял тӑрӑх йытӑ-кушак вилли, ҫӗтӗк-ҫурӑк пухса ҫӳренӗ, хӗрлӗ таварпа ваккӑн сутӑ тукаланӑ.
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Типсе кушӑрхама ӗлкӗрнӗ пысӑк ҫӗр лаптӑкне пӗчӗк хӗрлӗ ялавсем лартса паллӑ тунӑ.
ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вӑл ҫурӑлса каяс пек тулли питлӗ, хӗрлӗ сӑмсаллӑ, ҫӳлти пӗр шӑлӗ ҫук.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ҫӑка папакӗсене хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Аля питне те, тутине те хӗретмен, — вӗсем ахалех хӗрлӗ, пиҫсе ҫитнӗ ҫырла пек; куҫ харшисене те хуратман, — вӗсем те ахалех чӗкеҫ ҫунатти пек хура.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.