Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗп the word is in our database.
Тӗп (тĕпĕ: тӗп) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑн пекех районти тӗп больница ӗҫченӗсем те тӗрлӗ ӑмӑртура маттур.

Help to translate

Йӗлтӗрпе чупса савӑнчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Предприятисемпе организацисем хушшинче районти тӗп больница командине ҫитекенни пулмарӗ.

Help to translate

Йӗлтӗрпе чупса савӑнчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Тӗп конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх фестиваль жюрийӗ «Лучший игровой фильм», «Лучший проект для интернета», «Лучший документальный фильм», «Лучший телепроект», «Лучшая режиссура», «Лучшая операторская работа», «Лучшее музыкальное оформление» номинацисемпе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗ.

Help to translate

Фестивале хутшӑнма васкӑр // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫавна май иртнӗ кунсенче ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комисси опекӑпа попечительство органӗн представителӗсемпе, районти тӗп больницӑн врач-наркологӗпе Л.Ярышевӑпа пӗрле Урмаел ял поселенийӗнче пулнӑ.

Help to translate

Акци иртет // Р.ЖУКОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Пире паянхи кун яллӑ вырӑнсенче 30-50 ача вӗренекен тӗп шкулсен йышӗ ӳсни сисчӗвлентерет.

Help to translate

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Вӑл тӗп парнене - автана- тивӗҫрӗ.

Help to translate

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

1954 ҫулта, темле майпа упранса юлнӑ паха кӗнекесен пуххине, Чӑваш республикин тӗп библиотекине леҫнӗ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Кӗнекисене вара, ҫӗршыва революци ҫулӑмӗ ярса илсен, халӑх ҫуртӗнче хӑварма йышӑннӑ, анчах та Кӑрмӑш хутлӑхӗнчи пӑлхава чарса лартнӑ хыҫҫӑн управляющи пулнӑ ҫыннӑн ҫуртне /библиотека унта упраннӑ/ конфискациленӗ, кӗнеке фончӗн пӗр пайӗ Етӗрне уесӗн тӗп вулавӑшне, тепӗр пайӗ вулӑс библиотекисене саланнӑ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ку енӗпе пире районӑн тӗп библиотекин директорӗ Нина Долгова нумай пулӑшрӗ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленессипе тата ӑна уявлассипе ҫыхӑннӑ тӗп мероприятисен планӗн проектне пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитерме сӗннӗ.

Help to translate

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев пӗлтернӗ тӑрӑх - палӑртнӑ вӑхӑтра асӑннӑ юбилейсемпе ҫыхӑннӑ тӗп мероприятисен планне улшӑнусем кӗртес тӗлӗшпе Чӑваш Ен Культура министерстви сӗнӳсем тӑратнӑ.

Help to translate

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Унта тӗп мероприятисен планӗнчи улшӑнусене пӑхса тухнӑ.

Help to translate

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Тӗп ыйту - пирӗн ачасене вӗренмешкӗн хальхи йышши тивӗҫлӗ условисем туса парасси.

Help to translate

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

«Пире хальхи вӑхӑтра ял-салари 30-50-шар ҫын ҫеҫ вӗренекен тӗп шкулсен шучӗ ӳсни пӑшӑрхантарать.

Help to translate

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир ИВАНОВ ҫак лару-тӑру пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ май «кун пек тӗллев пулман, халӗ те ҫук. Тӗп тӗллев - ачасене, ҫав шутрах яллӑ вырӑнта пурӑнакансене те, вӗрентмешкӗн лайӑх условисем туса парасси» тесе палӑртнӑ.

Help to translate

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ҫамрӑксен «ЯГражданин» юхӑмӗн ертӳҫи Роман Васильев форумра паллаштарнӑ ӑс-тӑн тата право вӑййи хӗрсемпе каччӑсене Конституцин тӗп положенийӗсемпе суйлав правин нормисене вӗренме пулӑшать.

Help to translate

Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Уявӑн тӗп ҫимӗҫне - икерчӗ - юратакансем вара «ярмӑрккана» васкаҫҫӗ.

Help to translate

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Унӑн тӗп тӗллевӗ — чӑвашла-вырӑсла пӗрешкел текстсене пухасси, вӗсемпе усӑ курса чӑвашла-вырӑсла е вырӑсла-чӑвашла куҫаруҫӑ тума пулӑшасси.

Его главная цель — создание базы параллельных чувашско-русских текстов, помощь в создании с ее помощью чувашско-русского или русско-чувашского переводчика.

Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗ хута кайнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11776.html

«Усӑ курман ҫӗрсене ҫаврӑнӑша мӗнле кӗртесшӗн? Уйрӑм районсенче ҫавнашкал лаптӑксем 7 пин гектар таранах. Ку вара - муниципалитет бюджетне пуянлатмалли тӗп ресурс», - тенӗ вӑл.

Help to translate

Кун йĕркинче - çывхаракан çураки // Е.ЯКОВЛЕВ . «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ялта ӗҫ ҫук - халӑх ҫав-ҫавах хуласенеллех туртӑннин тӗп сӑлтавӗ тем тесен те ҫакӑ.

В деревне нет работы - главная причина тяги народа в города, что не говори, в этом.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed