Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫе (тĕпĕ: ӗҫ) more information about the word form can be found here.
Бюджетра укҫа ҫителӗксӗр пухӑннине кура ӗҫе палӑртнӑ вӑхӑтра вӗҫлеймеҫҫӗ.

Help to translate

Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

— Акан 1-мӗшӗ тӗлне лаптӑксенче инфратытӑм тума ҫеҫ 2 миллиард, вӑл шутра 2016-2018 ҫулсенче 704,6 миллион тенкӗ укҫа кирлине палӑртнӑ, — пӗлтерчӗ ЧР строительство министрӗн заместителӗ Сергей Безруков. — Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем ҫак ӗҫе кӗске хушӑра пурнӑҫлама хыснаран укҫа ҫителӗклӗ уйӑраймаҫҫӗ.

Help to translate

Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Республика Пуҫлӑхӗ пушар хуралӗн тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене ҫамрӑк ӑрӑва ырӑ тӗслӗх кӑтартнӑшӑн, патриот воспитанийӗ парас ӗҫе хутшӑннӑшӑн тав турӗ.

Help to translate

Пушар хуралӗнче — чи хӑюллисем, хастаррисем // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Михаил Игнатьев 2010 ҫулхи ҫулла вӑрманта тухнӑ пушарсен вӑхӑтӗнче асӑннӑ тытӑмра вӑй хуракансем ӗҫе пӗлсе йӗркеленӗрен пысӑк ҫухатусем пулманнине, пӗр ҫын та вилменнине палӑртрӗ.

Help to translate

Пушар хуралӗнче — чи хӑюллисем, хастаррисем // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ӑрусен ҫыхӑнӑвне сыхласа хӑварас тесен паянхи ҫамрӑксем пӗрлехи ӗҫе хӑйсем те хутшӑннине туйччӑр тесе тӑрӑшмалла», — тенӗ вӑл.

Help to translate

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Пирӗн районта пурӑнакансем яланах ӗҫе юратнипе уйрӑлса тӑнӑ.

Help to translate

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Аркадий Петров тӑван тӑрӑха таврӑнсан ОСОАВИАХИМа ӗҫе вырнаҫнӑ.

Вернувшись в родные края Аркадий Петров устроился на работу в ОСОАВИАХИМ.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Палӑртнӑ ӗҫе вӗҫлесен тӑван тӑрӑха таврӑнма тухнӑ Патӑрьел каччи, анчах пуйӑс пулманран Бакура пӗр эрне ытла ларма тивнӗ.

После выполнения работы батыревский паренек собрался в родные края, но из-за того, что не было поезда пришлось неделю с лишним просидеть.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Ҫак ӗҫе хутшӑннисенчен пӗри — Мария Михайловна Евграфова — ҫулсем иртсен тӑван шкулӗнчех математика вӗрентекенӗнче ӗҫленӗ.

Help to translate

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан пирӗн ентешсем окоп чавас ӗҫе хастар хутшӑннӑ.

Help to translate

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Хӳтӗлӗнмелли хатӗрсемпе тивӗҫтерменни те, начар оборудованипе ӗҫлеттерни те, хӗрӗнкӗ ҫынсенех ӗҫе явӑҫтарни те, инструктаж ирттерменни те инкекпе вӗҫленет.

Help to translate

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Производствӑра суранланнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсемпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксемшӗн пуҫиле ӗҫе ытларах чухне РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйипе (ӗҫ сыхлавӗн правилине пӑснине пула ҫынна йывӑр суранлатнӑшӑн е ҫынна вӗлернӗшӗн), 216-мӗш статйипе (хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснине пула ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнишӗн е пысӑк тӑкак кӑтартнишӗн, е ҫын вилнишӗн) тата 109-мӗш статьяпа (асӑрханманнине пула вилӗм кӳнишӗн) ӗҫ пуҫарнине пӗлтерет асӑннӑ управленин пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Олег Дмитриев.

Help to translate

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Ҫавӑнпа та эпир, «чӑваш ӗҫне» тӑсакансем, Иван Яковлевӑн паллӑ вӗренекенӗсен ячӗсене ӗмӗрлӗхе сыхласа хӑварас ӗҫе Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенче туса пыратпӑр…

Поэтому все мы, продолжатели «Чувашского дела» Ивана Яковлева занимаемся увековечением имен выдающихся учеников Ивана Яковлева в соседних регионах Поволжья и Урала...

Чӑваш чӗлхи кунне Чӗмпӗрте те палӑртнӑ // Николай Кондрашкин. http://chuvash.org/news/12214.html

Ҫутта кӑларас историне вӑл наци шкулӗсем валли учительсем хатӗрлекен Чӗмпӗр шкулӗн никӗслевҫи тата ертӳҫи пек, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларас ӗҫе вӑйлӑ йӗркелекен пек, икӗ чӗлхеллӗ шкулсенче вӗренӗве ҫӗнӗлӗх кӗртекен педагог, теоретик тата практик пек кӗрсе юлнӑ.

Он вошел в историю просвещения как основатель и руководитель учебного заведения в г. Симбирске по подготовке учительских кадров для национальных школ, крупный организатор народного образования в Поволжье, педагог-новатор, теоретик и практик обучения в двуязычной школе.

Чӑваш чӗлхи кунне Чӗмпӗрте те палӑртнӑ // Николай Кондрашкин. http://chuvash.org/news/12214.html

Шупашкарта специалистсем вӗче-ыйхӑ шӑммисен хутлӑхӗн тератомисемпе нушаланакан ачасен сиплевӗнче медицинӑн инноваци технологийӗсене ӗҫе кӗртессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

Help to translate

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Геннадий Максимов, Геннадий Уткин, Елена Егорова, Владимир Савинкин журналистсем йывӑр та кӑткӑс ӗҫе ӑнӑҫлӑ туса пыратчӗҫ.

Help to translate

Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Хуҫалӑх ертӳҫисенчен, ял тӑрӑхӗсенчен ҫирӗп ыйтни ҫак ӗҫе хӑвӑртлатнӑ.

Help to translate

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Вӗсенчен 77-шне кирлӗ ӗҫ тупма пулӑшнӑ, 20-не обществӑлла ӗҫе явӑҫтарнӑ, 8-шӗ вӑхӑтлӑх ӗҫе вырнаҫнӑ.

Help to translate

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Екатерина Жукова, Татьяна Кокарева та шаннӑ ӗҫе яланах вӑхӑтра пурнӑҫлаҫҫӗ.

Help to translate

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Пӗлтӗр 550 ҫамрӑка ӗҫе явӑҫтарнӑ, кӑҫал 450 ачана вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтермелле.

Help to translate

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed