Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтрӗ (тĕпĕ: ыйт) more information about the word form can be found here.
— Епле-ха вӗлермен пултӑр? — тӑвӑнчӑклӑн йынӑшса тухакан сассине пушшех хӑпартса ыйтрӗ Дарья.

— Как же не казнил? — еще выше поднялся Дарьин стенящий голос.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун чух аса илмерӗн турра? — сӑмахӗсене юрланӑ пекрех тӑсса ыйтрӗ икӗ хут ӑна питӗ вирлӗ янклаттарса янӑ каҫӑр сӑмсаллӑ старик, хӑлхине алка ҫакнӑскер.

Тогда про бога не вспоминал? — с придыханием спросил у него ударивший его два раза курносый старик с серьгой в ухе.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Суд тӑваҫҫӗ пулӗ, мӗнле шутлатӑн? — шӑппӑн ыйтрӗ Иван Алексеевичпа юнашар утса пыракан Елански коммунисчӗсенчен пӗри.

— Судить нас будут, как думаешь? — шепнул шагавший рядом с Иваном Алексеевичем один из еланских коммунистов.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хура пустав кӗпин тӳрӗ тӑракан ҫухинчи тӳмисене пӳрнисемпе хыпӑнчӑклӑн хыпашласа, каракуль пек кӑтрашка хура тӗпеклӗ ҫӳҫ пайӑркисене тӑрмаласа, пат татса ыйтрӗ:

Взволнованно бегая пальцами по пуговицам стоячего воротника своей черной суконной рубахи, ероша каракулевые завитки курчавейшего черного чуба, он резко спросил:

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казак, офицерӗ пуҫлӑх сассипе калаҫнӑшӑн ҫилленсе кайнӑ Вороновский тытӑнчӑклӑн тепре ыйтрӗ:

Вороновский, покоробленный начальственным тоном казачьего офицера, запинаясь, переспросил:

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Кӗҫ каятпӑр-и? — чӑтӑмсӑррӑн ыйтрӗ лавҫӑ хӗрарӑм, питне хӗвел тивесрен кӗптесе ҫыхнӑ тутӑрне тути ҫинчен сирсе.

— Ну, скоро будем ехать? — нетерпеливо спросила подводчица, сдвигая с губ кутавший от загара лицо головной платок.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Шамиль мӗнле вилнӗ тата? — ыйтрӗ вӑл.

Спросил: — А Шамиль как погиб?

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксемпе танлашичченех ыйтрӗ:

Еще не поравнявшись с казаками, спросил:

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑҫтан ҫапла пит кая юлса таврӑнтӑн? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ Наталья, ӑна алӑкарах чӗнсе илсе.

Откель это так поздно возвернулся? — шепотом спросила Наталья, отозвав его в сторону.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Кам? — хашт ыйтрӗ Григорий.

— Кто? — дыхом спросил Григорий.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ылтӑн-и? — ним кулмасӑр ыйтрӗ те Дарья, чӳрече патне пырса, уйӑхӑн тӗксӗм ҫутинче пӳрнинчи ҫӗрре ҫавӑркаласа пӑхрӗ.

— Золотое? — деловито осведомилась Дарья, подходя к окну, при тусклом свете месяца рассматривая на своем пальце колечко.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӗлӗ парас мар-и лашуна? — ыйтрӗ вӑл.

Зерна-то дать коню? — спросил он.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ма нимӗн те чӗнместен? — кӑштах кӳренсе, пӑшӑрханнӑ сасӑпа ыйтрӗ Григорий.

Что же ты молчишь? — с легкой досадой и огорчением в голосе спросил Григорий.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ку мӗне пӗлтерет? — ыйтрӗ Штокман.

— Это зачем? — спросил Штокман.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Халӗ те утаймастӑн-и эсӗ? — ыйтрӗ вӑл Иван Алексеевичран.

— Ходить ты еще не можешь? — спросил он у Ивана Алексеевича.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗншӗн? — ҫилӗллӗн ыйтрӗ Штокман.

— Почему? — резко спросил Штокман.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пурсӑр та шуррисен сывлӑшӗпе сывлатӑр-и? — тӑвӑнчӑклӑн ыйтрӗ те Штокман хӑй ҫинелле тилӗрсе килекен хӗрлӗармееца вӑйлӑн кӑна аяккалла тӗртсе ячӗ.

Все белым духом дышите? — задыхаясь, спросил Штокман и с силой оттолкнул наступавшего на него красноармейца.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ху мӗншӗн ҫапӑҫни паллӑ мар, эппин, сана? — хиврен ыйтрӗ Штокман.

— Тебе неизвестно, за что ты воюешь? — резко спросил Штокман.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Вара мӗн? — ыйтрӗ Богатырев.

— Так что же? — спросил Богатырев.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эсир Сердобск полкӗн командирӗ-и? — ыйтрӗ вӑл алӑк умӗнче каҫӑрӑлса тӑракан хӗрлӗ командиртан.

Спросил у стоявшего навытяжку возле двери красного командира: — Вы командир Сердобского полка?

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed