Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытла the word is in our database.
ытла (тĕпĕ: ытла) more information about the word form can be found here.
Уйӑх ытла иртнӗ хыҫҫӑн аптекӑна кӗтӗм те хама тивӗҫлӗ эмелсем пуррипе кӑсӑклантӑм.

Help to translate

Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пулӑ тытма юраман хатӗрсене пинӗ-пинӗпе, ҫав шутран 66526 тӑваткал метр тетел, саккуна пӑсса тытнӑ 4 тонна ытла пулла туртса илнӗ.

Help to translate

Укҫа чул кастарать // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ырӑ ята тивӗҫнинчен ытла ӑна тытса пыма ҫӑмӑл маррине пытармарӗ Николай Семенович.

Help to translate

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Хӗвел ҫинче 1 сехет ытла выртма юрамасть!

Нельзя лежать на солнце больше 1 часа!

Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Малтанхи кун пляжра 10-15 минутран ытла пулма юрамасть.

В первый день нельзя на пляже находиться более 10-15 минут.

Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ара, вӑл вӑхӑтра хуҫасӑрскерсем ытла ӗрчесе кайнӑ-ҫке.

Help to translate

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Халӗ ҫеҫ ҫывӑх вӑхӑтра 700 ытла ӗҫ вырӑнӗ тӑвассине пӗлтӗмӗр.

Help to translate

Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Вӗсене пурнӑҫлама тата 700 ытла специалиста ӗҫе илӗпӗр.

Help to translate

Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫурта тӗпрен юсама, оборудованисем туянма НПК 500 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ, кредит илмен.

Help to translate

Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

— Ҫур ӗмӗр ытла тӑсӑлакан пултарулӑх ӗҫӗнче эсир кама кӑна ӳкермен пулӗ.

- Более чем за полувековую творческую работу кого только не сфотографировали наверно вы.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

«Вечерний Челябинск» хаҫат уҫӑлсан унта 45 ҫул ытла ӗҫлерӗм.

После создания газеты "Вечерний Челябинск" там работал более 45 лет.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Мӗншӗн шӑпах унта, урӑх хулара мар, ҫур ӗмӗр ытла ӗҫлесе пурӑнатӑр?

Почему именно там, не в другом городе, более полувека жили и работали?

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Унпа 200 ытла ҫӗршывра ҫӗр-ҫӗр ҫын кӑсӑкланать.

Help to translate

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Анчах ытла та хаваслӑ, ялан йӑл кулакан ҫын чунӗнче тунсӑхпа пӗчченлӗх хуҫаланать теҫҫӗ…

Однако, говорят, что у очень веселых, всегда улыбающихся людей в душе господствует тоска и одиночество.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Вӗсенчен 200 ытла киле Зинаида Николаевна кӗрсе тухать.

Из них Зинаида Николаевна посещает больше 200 дворов.

Почта та, лавкка та // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Пӗр миллион тенкӗ ытла таякан лава сӗтӗрсе пынӑ ҫынсен ячӗсене те асӑнмарӗ, Шупашкарти чӑвашсем ҫакна пуҫаракансем пулни пирки те каламарӗ.

Help to translate

Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ҫакӑнта 20-30 ҫын ытла ӗҫленӗ.

Здесь работало более 20-30 человек.

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Элеваторӑн тӗп инженерӗ, Тутарстан Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ И.М.Маскеев 52 ҫул ытла ӗҫленӗ, Николай Озеров, Михаил Ашкеров, Раиса Садовникова, Александр Глухов, Ольга Кириллова, Нина Малышева, Зоя Елисеева, Ольга Мужикова, Александра Афанасьева, Лидия Бабаева, Наталья Трофимова, Роза Макарова, Александр Ранцев тата ыттисем те.

Help to translate

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ҫак вӑхӑтра вӗсем 50 ытла ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.

Help to translate

Петербургри форум пӗтӗмлетӗвӗсем // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Чӗлхе айӗнчи ӳт ытла кӗске пулни апатланма чӑрмантарма пултарать.

Слишком короткая уздечка под языком может помешать приёму пищи.

Ҫырусем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed