Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темиҫе the word is in our database.
темиҫе (тĕпĕ: темиҫе) more information about the word form can be found here.
Темиҫе ҫул каялла тавралӑха илем кӳрекен чечексем пӑрпа витӗнни, йывӑҫсем авӑнса хуҫӑлни асрах.

У всех на памяти тот год, когда цветы, украшавшие природу, покрылись льдом, ломались деревья.

Ҫанталӑк ашкӑнать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Ял-йышпа темиҫе хут та тӗл пулнӑ, калаҫнӑ.

Help to translate

Шыв тӑварлӑ куҫҫуле ҫаврӑнса юхать // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Хӑшӗсене темиҫе хут та вулатчӗ.

Некоторые и по несколько раз прочитывал.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

— Ринур ҫӳллӗ хыр тӑрӑх вӗренпе хӑпарма темиҫе ҫул каяллах вӗреннӗ, — пӗлтерчӗ биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Г.Исаков. — Ҫавӑнпа йӑвасем патне ҫитме йывӑр пулмарӗ.

Help to translate

Хыр тӑррине хӑпарса шутланӑ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Анчах вӑл вӑрах хушӑ пӑсӑлмасть, складра темиҫе ҫул выртма пултарать.

Однако она может долго лежать, в складах может храниться годами.

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Килте те усӑ курма меллӗ темиҫе тӗслӗхпе паллаштарӑпӑр.

Познакомимся несколькими методами, которые будут удобны и дома.

Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Тӑрӑлнӑҫемӗн темиҫе сий курӑнать: аялти — хӑйӑрпа чул, ҫӳлерех — тӑм, чи ҫӳлте тислӗк, ҫӗрсе пӗтмен ӳсен-тӑран юлашки.

Help to translate

Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Ҫӗрте извеҫ витӗмӗ темиҫе ҫула пырать.

Help to translate

Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Темиҫе рецептпа паллаштаратпӑр.

Ознакомим с некоторыми рецептами.

Ҫирӗк йӗкелне типӗтеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

С.Безруков иртнӗ ҫул темиҫе эрне Вӑрнара парса тӑнӑ шыва технологипе килӗшӳллӗн тасатса ҫитерейменнине тунмарӗ.

Help to translate

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вӗсене эпӗ темиҫе хут та вуланӑ, — каласа кӑтартрӗ кашни кӗнекерех хӑйӗн валли кӑсӑкли тупакан библиотекарь.

Их я читала несколько раз, - рассказала библиотекарь, находящий в каждой книге интересное для себя.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Пысӑккисенчен темиҫе томлӑ Раҫҫей тата православи энциклопедийӗсем килсе тӑраҫҫӗ.

От взрослых поступают многотомные энциклопедии России и православии.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ӑна ҫавӑн пекех партин хула тата район комитечӗсен пайташне темиҫе те суйланӑ.

Ее также не единожды выбирали членом районной и городской комитетов партии.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вӑл уншӑн савӑнать, мухтанать, ӑна халалласа темиҫе сӑвӑ ҫырнӑ.

Он радуется за него, восхищается, посвятил ему несколько стихотворений.

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

К.В.Иванов произведенийӗсем урлӑ Раҫҫейри тӑванла халӑхсен темиҫе ӑрӑвӗ пурнӑҫ шкулӗ илнӗ.

Help to translate

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Шалта темиҫе салтакпа Михаил Данилович юлнине шута илсе пӗчӗк Сережа вӗсене хӑтарма чупнӑ.

Учитывая, что внутри остались несколько солдат с Михаилом Даниловичем, маленький Сережа поспешил к ним на помощь.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ҫапла темиҫе кун ҫӳренӗ вӑл вӑрманта аташса.

Так он заблудившись, несколько дней скитался по лесу.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Вӗсем Чӑваш Ен урлӑ иртнӗ май темиҫе ҫӗрте «йӗр хӑварма» ӗлкӗрнӗ.

Help to translate

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

1940 ҫулхи авӑн уйӑхӗчченех ҫав шкула ертсе пынӑ, Хисеп хутне илме темиҫе хутчен те тивӗҫлӗ пулнӑ.

Help to translate

Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӑл хушнипе ывӑлӗ Василий йӑмӑкӗн паспорчӗпе загса кайса килнӗ, темиҫе сехетрен мӑшӑрланнине кӑтартакан штампсӑр документ илсе килнӗ, — ҫирӗплетет КГБ ветеранӗ Игорь Атаманенко.

По его приказу сын Василий съездил с паспортом сестры в загс и через несколько часов привез документ уже без штампа о бракосочетании, — утверждает ветеран КГБ Игорь Атаманенко.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed