Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратакан (тĕпĕ: юрат) more information about the word form can be found here.
— Ан пӑшӑрханӑр, юратакан пулать!

— Небось полюбит!

I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Вакуна ҫывӑхри станцӑсене каякансем кӗреҫҫӗ, анса юлаҫҫӗ, анчах виҫӗ ҫын, ман пекех, пуйӑс хускалса кайнӑранпах ларса пыраҫҫӗ-ха: пӗри ҫамрӑках мар илемсӗр майра, табак туртаканскер, ӗшенчӗк сӑн-питлӗскер — арҫынсенни майлӑ пальтопа шапка тӑхӑннӑ; унӑн юлташӗ, тӑпӑль-тӑпӑль ҫӗнӗ япаласем илсе пыраканскер, хӗрӗхелле ҫитнӗ калаҫма юратакан арҫын; виҫҫӗмӗшӗ — лутрарах та вӑр-вар господин, вӑл хӑйне хӑй ыттисенчен уйрӑм тытать, ватах мар, анчах кӑтра ҫӳҫӗ вӑхӑтсӑр шуралнӑ пулмалла.

В вагон входили и выходили едущие на короткие расстояния, но трое ехало, так же как и я, с самого места отхода поезда: некрасивая и немолодая дама, курящая, с измученным лицом, в полу мужском пальто и шапочке, ее знакомый, разговорчивый человек лет сорока, с аккуратными новыми вещами, и еще державшийся особняком небольшого роста господин с порывистыми движениями, еще не старый, но с очевидно преждевременно поседевшими курчавыми волосами.

I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Вӑл васкавлӑ ӗҫсене юратакан ҫын пулнӑ: ӗҫре, отрядри шавлӑ пурнӑҫра та вӑл часах хӑй вырӑнне тупнӑ.

Он был человеком, любившим срочные дела: и в работе, в суматошной жизни отряда быстро нашел свое место.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Картиш кӗтессинчи ҫамрӑк пилеш ҫинче Анфиса Марковна хӑй юратакан ҫурҫӗр хӑнисене паян пуҫласа курчӗ.

В углу двора, на молодой рябинке, Анфиса Марковна впервые увидела любимых северных гостей.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Сергей мӗн тӑхӑнӗ? — шутларӗ вӑл, вара унӑн алли Сергей питех те юратакан, уйрӑм вӑхӑтсенче кӑна тӑхӑнакан ҫар костюмӗ, шурӑ катан пиртен ҫӗленӗскер, патнелле туртӑнчӗ.

— Сергей что оденет? — думала она, и ее руки потянулись за военным костюмом, сшитый из белого сукна, который так нравился Сергею, что он одевал его только в особые времена.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Юратакан хӗрарӑмӑн куҫӗсем мӗнле пулнине эпӗ халӗ пӗлетӗп ӗнтӗ», — шутланӑ Григорий, май уйӑхӗнчех пулнӑ чи паллӑ тӗлпулусенчен пӗрне аса илсе.

«Теперь-то я уж знаю, каковы глаза у любящей женщины», — думал Григорий, вспоминая одну из самых лучших встреч в мае.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Анчах тем-тем тума юратакан Хворостянкиншӑн табличкӑсемпе вывескӑсем ҫеҫ ҫителӗксӗр пулнӑ: вӑл, калас пулать, колхоза ертсе пырас ӗҫе механизацилесси ҫинчен тахҫанах ӗмӗт тытнӑ, акӑ, юлашкинчен, унӑн ӗмӗчӗ тулнӑ.

Однако широкую натуру Хворостянкина мало устраивали таблички и вывески: он давно мечтал, так сказать, механизировать управление колхозом, и наконец мечта его сбылась.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Аялти кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ юлнӑ Федор Лукич, пукан хыҫне мӑнаҫлӑн таяннӑ та Нарыжнӑя итлесе кулкаласа ларать; те вӑл хӑйӗн палкама юратакан тусне ырлать, те сивлет — ӑнланма хӗн.

А Федор Лукич, и нательной рубашке, откинулся на спинку стула и, слушая Нарыжного, ухмылялся, и нельзя было понять: одобряет или порицает своего словоохотливого друга.

XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫакна палӑртас пулать: кӗнеке-хаҫатри сӑмаха питех те юратакан Кондратьева ҫак портретсем мар, ҫӳлӗк ҫинче хӗсӗк пулни те мар, ӑна кӗнекесем питех те тӗрлӗрен пулни интереслентерчӗ.

Нужно заметить, что Кондратьева заинтересовали не эти портреты и не теснота на полках, а тот слишком пестрый подбор книг,

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тачанкӑн уйрӑмлӑхӗ те вара ҫакӑнта анчах пулас: кайри ларкӑчӑн тул енне сӑрлама юратакан темле ҫын Кубанӗн тепле ӑнланма ҫук кукӑрӗнчи илемлӗ пӗчӗк улӑха ӳкерсе хунӑ, ҫыран хӗрринче икӗ йывӑҫ ларать, картинӑран ҫӳлерех «Красный кавалерист» тесе, шултӑра саспаллисемпе ҫырнӑ.

Только тем, пожалуй, и отличалась тачанка, что у нее на тыльной стороне заднего сиденья какой-то мастер кисти изобразил довольно-таки красивую лужайку с замысловатым изгибом Кубани и с двумя деревцами на берегу, а поверх картины размашисто написал: «Красный кавалерист».

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Темле вӑрӑм ҫӳҫлӗ пӗр каччӑ, ҫапӑҫма юратакан автан евӗрлӗскер, пӗр хӗрачана ытала-ытала илсе, ӑна итлеме кансӗрлет.

Какой-то чубатый парубок, похожий на драчливого петуха, обнимал девушку и мешал ей слушать.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӗсем хушшинче мӑнкӑмӑллӑ та хӑйне хӑй ҫеҫ юратакан Хворостянкин — «Красный кавалерист» колхозӑн председателӗ тата райсовет исполкомӗн председателӗ пулнӑ Хохлаков.

Help to translate

Семен Бабаевский // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 5–6 с.

Влаҫа юратакан, хӑйне ҫынсем хисепленине кура ачашланса кайнӑ Волошин майор влаҫа комиссарпа валеҫесшӗн пулман, ҫавӑнпа та вӗсем хӑйсене хӑйсем малтанхи кунсенчех пӗр-пӗрне юратман пек тыткалама пуҫланӑ.

Любящий власть, избалованный уважением людей майор Волошин не хотел делить власть с комиссаром, поэтому они с первых дней держали невзлюбили друг друга.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Андрейӑн тантӑшӗсем пурте харсӑр та чӑрсӑр, шавлама юратакан ачасем пулса ӳснӗ, — вӗсене пула ялта кансӗртерех те, савнӑҫлӑрах та пулнӑ.

Все сверстники Андрея росли отчаянными, дерзкими и шумными — от них беспокойно и радостно было в деревне.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Поликарп Михайлович хӗстерме юратакан усал хуҫа пулнӑ; тӳлессине вӑл ытти кулаксенчен сахалтарах тӳленӗ.

Поликарп Михайлович был недобрый, прижимистый хозяин: он платил меньше, чем другие кулаки.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Упӑшки — писатель, арӑмӗ те писательница, ҫук, литературӑна юратакан хӗрарӑм ҫеҫ пулсан аванрах.

Муж — писатель, жена тоже писательница или почитательница литературы.

Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.

— Пур вак-тӗвек япаласене те вӑрлама юратакан Чжан Гэн та унран лайӑх-тӑк, мӗнле киревсӗр ҫын пулмалла-ха лешӗн?

— Кто может быть хуже курокрада?

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Фан Сюань-чо юлашки вӑхӑтра «Уйрӑмлӑхӗ пысӑках мар» тесе калама юрататчӗ, — ҫак сӑмахсем уншӑн хӑй юратакан халап пуҫламӑшӗ пекех пулса тӑнӑ.

В последнее время Фан Сюань-чо полюбилось выражение «разница невелика», оно стало у него чем-то вроде присловья.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Пур ҫӗрте те йӗркелӗхе юратакан Корнилова, штольнӑра ытлашши ҫынсем кӗпӗрленсе тӑрса, пӗр-пӗрне ан кансӗрлеччӗр тесе, хытӑ асӑрхаса тӑма тиврӗ.

Корнилову, во всем любящему порядок, пришлось строго следить за тем, чтобы лишние люди не толпились в штольне и не мешали друг другу работать.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Чӑнах, чавса кӑлармалла та минӑпа тӗп труби патне шуса пымалла, унтан аякран кантраран туртмалла та (запас тума юратакан разведчикӑн кӗсьере ҫӑмха пулнӑ) минӑна трубопроводпа пӗрле сирпӗтмелле…

Да, выкопать, подползти с ней под самую главную трубу, а потом издали потянуть за бечевку (у запасливого разведчика был припрятан в кармане моток) и подорвать мину вместе с трубопроводом…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed