Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунашкал юратакан ҫынсем хӑйсене те савассине нихҫан та ӗненмеҫҫӗ (мӗншӗн тесен мана ӑнланман ҫыншӑн хама хам шеллемесӗр пӗтересси пушшех чыслӑрах), яланах нишлӗ пулаҫҫӗ, асапсен пӗлтерӗшне ҫакӑ та ӳстерет; нумайӑшӗ яланлӑхах юратса пӑрахаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене юратнӑ ҫынна парнеленӗ асапсен ырӑ ятне ҫухатма йывӑр пулӗччӗ; хӑйсем чунтан парӑнса тӑнине ӑна ӗнентерессишӗн вилме яланах хатӗр, анчах юратнине куллен вак-тӗвексемпе кӑтартассинчен йӗрӗнеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вак-тӗвексемпе кӗрмешни кӑмӑла вӑйлӑн ҫӗклентерме пултараймасть.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Хам чунтан парӑнса тӑнине пӗтӗм тӗнчене тата ӑна кӑтартассишӗн эпӗ хама хам кирек мӗнле сиен те тума пултаратӑп».
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хам кам иккенне систерес шутпа эпӗ кӗленче ӑшӗнче выртакан темле кӗмӗл япала ҫине пӑхрӑм, ку porte-crayon пулнине, вӑл вунсакӑр тенкӗ тӑнине пӗлсен, ӑна хутпа чӗркесе пама ыйтрӑм, вара укҫа тӳлерӗм, лайӑх чӑпӑксем, табак юнашарти табак магазинӗнче тупма пулассине пӗлтӗм те, сут тӑвакансене иккӗшне те сума суса пуҫ тайнӑ хыҫҫӑн, хул айне картина хӗстерсе, урама тухрӑм.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Профессор ватах марччӗ, кӑмӑллӑ та ӑслӑ сӑнлӑччӗ, ҫамкин аялти пайӗ ытла та мӑкӑрӑлса тӑнине пула ҫапла курӑнатчӗ ун сӑнӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володя хӑй манран ҫӳлерех тӑнине палӑртмасӑр тӳсеймерӗ.Володя даже не мог удержаться, чтоб не выразить чувства своего превосходства.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кунсӑр пуҫне, перопа лексикон ҫумӗнчен туртнӑ хыҫҫӑн ӑна айккинелле илтӗм те хут ҫинче йӗр вырӑнне чернилтан тӑсмака кӳлленчӗк пулса тӑнине куртӑм, — лексикон хут тӑршшӗне ҫитмерӗ, ҫавӑнпа йӗр унӑн ҫемҫе кӗтесси тӗлӗнче кукӑрӑлса кайнӑ.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫуна ҫине ларнӑ чух эпӗ кукамай чӳречисем тӗлне урама улӑм сарнине тата кӑвак чуйкӑсем тӑхӑннӑ темле ҫынсем пирӗн хапха умӗнче тӑнине асӑрхатӑп пулин те, пире ҫак вӑхӑтра уҫӑлса ҫӳреме мӗншӗн янине ниепле те ӑнкараймастӑп.
ХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Калаҫнӑ май атте мана ҫапла каларӗ: «Эсир, ҫамрӑк ҫыннӑм, ахӑртнех, халь пирӗн ҫар ӑҫта тӑнине пӗлетӗр».
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володя хӑй малти вырӑнта тӑнине ӑнланнӑ пек, унпа мухтаннӑ пек туйӑнчӗ мана.Мне даже казалось, что Володя сам сознает свое первенство и гордится им.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кукамайпа пӗрремӗш хут курнӑҫнӑ чух, унӑн типшӗм, пирченӗ питне тата сӳннӗ куҫӗсене курсан, ун ҫине хисеплӗн, хӑрараххӑн йӑпӑлтатса пӑхас туйӑм хӗрхенӳ туйӑмӗпе улшӑнчӗ; кукамай, пичӗпе Люба пуҫӗ ҫумне лӑпчӑнса, куҫӗ умӗнче юратнӑ тӑван хӗрӗн вилӗ кӗлетки тӑнине курнӑ чухнехи пек ӗсӗклесе йӗрсе ярсан, манра хӗрхенӳ юрату туйӑмӗпе ылмашӑнчӗ.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вулаканӑм, пурнӑҫӑн пӗр-пӗр тапхӑрӗнче япаласем ҫине хӑвӑр сасартӑк урӑхла пӑхма пуҫланине, курнӑ япаласемех сирӗн паталла халиччен хӑвӑр пӗлмен енӗпе ҫаврӑнса тӑнине асӑрхаман-и эсир?
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак сас-чӗв мана вӑратрӗ, пуҫа тӳрех пӗр шухӑш пырса кӗчӗ: «эпӗ тенкел ҫинче пачах хуйхӑрмасӑр, йӗмесӗр тӑнине тиечук курӗ те, ҫак чунсӑр ача амӑшне шелленипе е курас килнипе ҫеҫ хӑпарса тӑнӑ пулӗ кунта,» тейӗ; вара эпӗ сӑхсӑхрӑм, пуҫ тайрӑм та йӗрсе ятӑм.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакнашкал туйӑмпа мӗнччен тӑнине астумастӑп, вӑл мӗнле туйӑм пулнине те пӗлместӗп; вӑхӑтлӑха хам ҫут тӗнчере пурӑнни ҫинчен манса кайнине тата мана ӑнланмалла мар ырӑ, паха та хурлӑхлӑ киленӳ йӑпатнине кӑна пӗлетӗп.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иванычпа Володя хӑйсен парнисене панӑ вӑхӑтра хӑюлӑхӑм та, ҫирӗплӗх те йӑлтах ҫухалчӗҫ, именӳ вара чи ҫӳлӗ пусӑма ҫитиех хӑпарса кайрӗ: эпӗ чӗререн юн пуҫа пӗр таттисӗр пырса тӑнине, сӑн вӗҫӗмсӗр улшӑнса пынине тата ҫамкапа сӑмса ҫине шултра тар пӗрчисем пӑчӑртанса тухнине туйса тӑтӑм.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пусма тӑрӑх аннӑ вӑхӑтра виҫсӗмӗртен ҫӳҫ-пуҫа сӗрнӗ ҫу шӑрши вӑйлӑн персе тӑнине туйсан питӗ кулӑшла пек туйӑнчӗ мана.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗлӗнмелле, эпӗ мӗнпур дворовӑйсен сӑн-пичӗсене хальхи пекех курса тӑратӑп, вӗсене ҫав тери тӗплӗн ӳкерсе кӑтартма та пултаратӑп; анчах анне питне тата вӑл епле тӑнине ниепле те тавҫӑрса илейместӗп; ку, ахӑртнех, эпӗ ҫав вӑхӑтра ун ҫине пӗрре те куҫ ҫӗклесе пӑхма вӑй ҫитерейменнинчен килет пулмалла.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн эпӗ, чи хаваслӑ кӑмӑлпа сиккелесе, зал еннелле пыраттӑм, сасартӑк алӑк хыҫӗнчен аллине сӗтел ҫитти тытнӑ Наталья Савишна сиксе тухрӗ, мана ярса тытрӗ те, эпӗ мӗнпур вӑйран хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑр: «Ан варала сӗтел ҫиттине, ан варала сӗтел ҫиттине!» — тесе, питрен йӗпе япалапа сӑтӑрма пикенчӗ.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун чухне Карл Иваныч чӗререн калаҫнине эпӗ ҫирӗплетсех калама пултаратӑп, мӗншӗн тесен вӑл ырӑ кӑмӑллине пӗлетӗп; анчах унӑн счёчӗ сӑмахӗсемпе епле килӗшсе тӑнине эпӗ ним пӗлмесӗрех юлтӑм.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир, Палан вӑрманӗ хӗррине ҫитсен, линейка унта тӑнине, кӗтмен ҫӗртен пӗр лаша кӳлнӗ тепӗр урапана, ун варринче буфетчик ларнине куртӑмӑр.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫакна кам ӑсӗпе тунине тата хам мӗншӗн кирлӗ мар пулса тӑнине лайӑх пӗлетӗп: эпӗ хӑшпӗр ҫынсем пек йӑпӑлтатма юратмастӑп, ҫын еккипе те ҫӳреместӗп.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.