Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ассӑн the word is in our database.
ассӑн (тĕпĕ: ассӑн) more information about the word form can be found here.
— Мэрфи ассӑн сывласа илчӗ.

Мэрфи вздохнул.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Яков табак туртса ячӗ, пӳрт тӑрӑх пӗрре утса тухрӗ, унтан ассӑн сывласа илчӗ те каллех ларчӗ.

Яков закурил, прошелся по избе, вздохнул и снова сел.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ассӑн сывласа илсе, Абрамов пуҫне кивелсе якалнӑ сӑсар ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ те тухса кайрӗ.

Тяжело вздохнув, Абрамов напялил на голову потертую бобровую шапку и вышел.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

«Вӑл та каять-и?..» ирӗксӗрех пуҫне сулласа илчӗ вӑл, унтан ассӑн сывласа ячӗ те, хӑйӗн шухӑшӗнчен хӑй вӑтанса, ҫавӑнтах йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ.

«И она пойдет?..» — Он невольно покачал головой, вздохнул и тут же стыдливо оглянулся, смутившись от своей мысли.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Валерий ассӑн сывласа илчӗ.

Валерий тяжело вздохнул.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Люба ассӑн сывласа илчӗ те, тутине чӑмӑртаса тытса, калаҫма чарӑнчӗ.

— Люба горько вздохнула и, поджав губы, замолчала.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл ассӑн сывласа илчӗ те, куҫҫульне кӑтартас мар тесе, питне аллисемпе хупларӗ, унтан куҫӗсене ывӑҫ тупанӗсемпе шӑлса типӗтрӗ.

Она вздохнула, закрыла лицо руками, чтобы не показать слез, потом вытерла глаза ладонями.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Крайнев ассӑн сывласа илчӗ.

Крайнев вздохнул.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл, сиксе тӑрса, врач ҫине сиксе ӳкесшӗн пулчӗ пулас та, анчах вӑйӗ ҫитеймерӗ, ассӑн кӑна сывласа илчӗ…

Он, видимо, хотел вскочить, кинуться на врача, но сил не было, и он только тяжело вздохнул.

8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Нимӗн те пӗлместӗп, — ассӑн сывласа илчӗ Чесноков.

— Ничего, — Чесноков вздохнул.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Ҫакӑн пек восстание хатӗрлес тесен, — терӗ Егоров малалла, ассӑн сывлӑш ҫавӑрса илсе, — шанчӑклӑ ҫынсене шыраса тупас пулать.

— Для того чтобы подготовить такое восстание, — тяжело переводя дыхание, продолжал Егоров, — надо подыскивать верных людей.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Матрос ассӑн сывласа илсе, юлташӗсене пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Матрос тяжело дышал и озирался на товарищей.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Манӑн пӗверӗме ҫинӗ пулӗччӗҫ те, анчах питех тутлӑ мар пулчӗ пулас… — вӑл йӑл кулса ассӑн сывласа илчӗ.

Печень бы мою поели, да не сладкая, видать… — Он усмехнулся и вздохнул.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Андрей ассӑн сывласа илчӗ:

Андрей вздохнул.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тепӗр минутран каллех ассӑн сывларӗ.

Через минуту раздался еще вздох.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Юнашар, хӑлха патӗнчех Василий ассӑн сывлать.

Рядом у самого уха раздался сдержанный вздох Василия.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл юриех ассӑн сывларӗ:

Она притворно вздохнула:

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Епле арӑм пултӑн эсӗ манӑн! — ассӑн сывларӗ Василий.

— И что ты у меня за жена получилась! — вздохнул Василий.

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл, виҫкӗтеслӗ татӑксенчен ҫӗленӗ чӑпар утиял айӗнчен аллине кӑларса, ывӑлне пукан ҫинелле тӗллесе, кӑтартрӗ те, ассӑн сывласа илсе, каларӗ:

Он, вытянув руку из-под пестрого одеяла, сшитого из треугольных кусков, указал сыну на стул и, вздохнув, сказал:

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Аҫа-ҫиҫӗмлӗ ҫил-тӑвӑл килсе ҫитрӗ — ҫапла ӑнланас пулать… — ассӑн сывласа илчӗ вӑл.

Так надо понять, что гроза пришла… — тяжело вздохнул он.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed