Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Акӑ мӗн калӑп эпӗ, господасем, хам енчен, — ҫук ҫӗртенех куҫлӑхне тӳрлеткелесе те ӳсӗркелесе, калаҫӑва хутшӑнчӗ халичченех ним чӗнмесӗр тӑнӑ, пӑлханнипе сасартӑк хӗрелсе кайнӑ Ромашов.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пирӗн калаҫӑва илтсен, пиратсем пӗтӗмпех пусӑрӑнчӗҫ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тепрехинче ҫамрӑкранпах пӗрне-пӗри пӗлекен юлташ, калаҫӑва чӗлхе проблемисем ҫинчен хускатсан, хӑйӗн сӑмахӗсене пӗртен-пӗр тӗрӗс чӑнлӑх вырӑнне хурса, татӑклӑн тата уҫҫӑн ҫапла каласа хучӗ:
Диагноз лартӑнчӗ, чӗрӗлмелле... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/blogs/comments/4954.html
Соколовӑн сӑнарӗ вара кӑмӑлӗ тулнине палӑртрӗ; вӑл кӑштах шухӑша кайса тӑчӗ, калаҫӑва хутшӑнмасӑр таҫта инҫетелле пӑхрӗ вӑл.
X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Халӗ вӑл Катерина Васильевнӑпа Соловцов ҫывӑхӗнчи ушкӑнта ларнӑ, Соловцов характерне уҫса пама пултаракан калаҫу пуҫласа янӑ, ӑна калаҫӑва хутшӑнтарнӑ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловна упӑшкипе пуҫланӑ калаҫӑва ҫапла пӗтерчӗ; шлепкине тӑхӑнчӗ те унпа пӗрле госпитале хӑйӗн нервисене сӑнаса пӑхма кайрӗ, — юн ҫине пӑхма пултараять-и вӑл, анатомипе аппаланма вӑй ҫитереет-и?
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах, Саша, халӗ эпӗ хамӑр манса кайнӑ питӗ кирлӗ калаҫӑва пуҫарса яма шутлатӑп.Но, Саша, я теперь беру инициативу продолжать серьезный разговор, о котором мы забыли.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла, ун чухне манӑн ҫакна итлемеллех пулнӑ, ҫака мана питӗ лӑплантарчӗ, вӑл калаҫӑва кам пуҫласа ярсан та, эпӗ сире уншӑн, тусӑм, тав тӑватӑп.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметова калаҫтарас тесе мар, сана Рахметовпа тата ытларах паллаштарас тесе сана ҫав калаҫӑва пӗлтернӗ, шӑп та шай ҫавӑншӑн пӗлтернӗ, урӑх нимӗншӗн те мар.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Шӑпах ҫав калаҫӑва мӗншӗн пӗлтермелле-ха сана?
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Витӗр курса вулакан, ун пекки нимӗн те пулмасть; Рахметов каҫпа Вера Павловнӑпа калаҫать ӗнтӗ, вӗсем калаҫнине эпӗ санран пӗр сӑмах та пытарса хӑвармастӑп, вара эсӗ часах, манӑн ҫав калаҫӑва сана пӗлтерес килмен пулсан, эпӗ ӑна ҫӑмӑллӑнах пӗлтермесӗр хӑварма та пултарнине курӑн, шарламасӑр хӑварнӑ пулсан та, эпӗ каласа кӑтартакан ӗҫсем мӗнле пулса пырасси пӗртте улшӑнман пулӗччӗ, эпӗ сана малтанах ҫакна калатӑп: Вера Павловнӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн Рахметов тухса каять те вара ҫак кӗнекерен пачах тухса ӳкет, ман романра вал тӗп герой та, ахаль герой та, нимӗнле герой та пулмасть.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр-пӗр ҫынна ытти темиҫе ҫын хисеплемен пулсан, вӑл ҫын вара нимӗнле майпа та унпа калаҫӑва хутшӑнма пултарайман.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эпӗ сана ку калаҫӑва пӗтерме ыйтатӑп.
XXV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑнпа та эпӗ ҫак теорилле калаҫӑва пӗтеретӗп.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ сана ҫак калаҫӑва пӗтерме ыйтатӑп.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫав ӗҫсене тунӑ хушӑра вӑл ачасемпе пакӑлтатса ларать; ҫавӑнтах темиҫе хӗр темӗн те пӗр ҫинчен пыракан калаҫӑва хутшӑнаҫҫӗ, — арабсен «Пин те пӗр каҫ» ятлӑ юмахӗсем лайӑххи ҫинчен те (вӗсенчен нумайӑшне Кирсанов каласа кӑтартнӑ ӗнтӗ), Индире питӗ юратакан шурӑ слонсем ҫинчен те калаҫаҫҫӗ вӗсем (пирӗн патӑрта нумайӑшӗ шурӑ кушаксене юратнӑ пек, слонсене Индире питӗ юратаҫҫӗ); хӗрсенчен ҫурри: ку вӑл япалана ӑнланманни, — тесе шутлать; шурӑ слонсем, кушаксем, лашасем — пурте вӗсем альбиноссем, чирлӗ йӑх, куҫӗсенчен пӑхсанах вӗсем тӗрлӗ тӗслӗ кушаксем чухлӗ сывӑ пулманни курӑнать; ыттисем шурӑ кушаксенех мухтаҫҫӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловна вӗсем патне пырать те: ҫитет ӗнтӗ сире хӑвӑрӑн анализсем, пӗрпеклӗхсем тата антропологизмсем ҫинчен калаҫма, господасем, тархасшӑн мӗн те пулин урӑххи ҫинчен калаҫӑр-ха, эпӗ те калаҫӑва хутшӑнма пултарам, е луччӑ, атьӑр, вылятпӑр, тет.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кирсанов калаҫӑва хутшӑнмарӗ, вӑл ытларах, ытларах ҫеҫ мар, йӑлтах теме те юрать, хӗрарӑмсемпе пӗрле пулчӗ, вӗсем виҫҫӗн мӗн ҫӗрле пуличченех вылярӗҫ, юрларӗҫ, ахӑлтата-ахӑлтата кулчӗҫ, вара, юлашкинчен, ывӑнса ҫитсен, ӑслӑ калаҫма юратакансене пӗр-пӗринчен уйӑрса ячӗҫ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Марья Алексевна шӑпах ҫав калаҫӑва пула ӗнтӗ Дмитрий Сергеичпа калаҫни Верочкӑшӑн хӑрушла пулас ҫук тесе шухӑшларӗ; Марья Алексевна ку калаҫӑва илтиччен те ҫаплах шухӑшланӑ, — халӗ вӑл калаҫусем Верочкӑна усӑ та парӗҫ, айван хӗр шухӑшӗсене пӑрахма тата Михаил Иванычпа венчете тӑрса ӗҫе хӑвӑртрах пӗтерме пулӑшӗҫ, тесе шухӑшларӗ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Верочка чылайрантан тин тухрӗ; учительпе Верочка, пӗр-пӗрин хушшинче нимӗн те пулман пек, пӗр-пӗрне пуҫ тайса илчӗҫ, Марья Алексевна малалла та ҫаплах Федя ҫинчен калаҫрӗ, Унтан вӑл сасартӑк калаҫӑва учитель ҫине куҫарчӗ, ун ҫинчен, унӑн ашшӗ-амӑшӗсемпе вӗсен пурлӑхӗ ҫинчен, вӑл мӗнле пурӑнни тата мӗнле пурӑнма шутлани ҫинчен ыйтса пӗлчӗ; учитель кӗскен, тӗлли-паллисӗр ответлерӗ, — атте-анне пур, провинцире пурӑнаҫҫӗ, пуян ҫынсем мар, хам эпӗ уроксемпе пурӑнатӑп, Петербургра медикра ӗҫлеме юлатӑп, терӗ: пӗр сӑмахпа каласан, ку калаҫуран нимӗн усси те пулмарӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.