Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнса (тĕпĕ: ӑн) more information about the word form can be found here.
Вӑл сӗннӗ пек пурӑннипех ӗнтӗ хурахсен ӗҫ ӑнса пырать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин ӑна хурахсен ушкӑнне вырнаҫмашкӑн Телегина яни, ӗҫ чиперех ӑнса пырсан, унпа ӑҫта, мӗнле, хӑҫан ҫыхӑнмалли ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кутран ларса тухнӑ кӗлте тӗмӗсемпе ҫӗмелсем кусен тырри ӑнса пулнине пӗлтереҫҫӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ку тӗлӗшпе халиччен ӑнса пычӗ те-ха, ялан апла пулас ҫук.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, совхозсемпе колхозсем тӗл-тӗл пур ӗнтӗ, вӗсен ӗҫ-пуҫ ӑнса пыни ҫинчен хаҫатсем ҫырсах тӑраҫҫӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сире уяв ячӗпе саламласа ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх сунатӑп, ӗҫӗрсем ӑнса пыччӑр, ӗмӗтӗрсем пурнӑҫланччӑр!

Искренне желаю вам доброго здоровья, благополучия, достатка и процветания!

Михаил Игнатьев Суту-илӳ ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/07/28/news-3904080

Ӗҫӗ ӑнса пыманни те тарӑхтӑрчӗ ӑна.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Ун пурнӑҫӗ яланах ӑнса пычӗ.

— Ей всегда везло.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Мӗншӗн тесен, советпа исполкомра — вӑрҫӑ ӗҫӗ ӑнса пыманни ҫинчен, отряд командирӗсем приказсене ӑнланманни ҫинчен, Царицынра тӑракан тӑватӑ штаб хушшинче: вырӑнти формированисен военрук штабӗ, Царицын фронтӗнчи губвоенком штабӗ, Российӑн кӑнтӑр чиккине оборонӑлакан штаб тата Ҫурҫӗр Кавказри ҫар округӗн штабӗ хушшинче — вӑрттӑн харкашу пыни ҫинчен тӗрлӗ сас-хура сарӑлнӑ пулнӑ.

В совете, в исполкоме ползли неопределенные слухи о военных неудачах, о непонимании командирами отрядов приказов, о непрекращающейся склоке между четырьмя царицынскими штабами: штабом военрука местных формирований, штабом губвоенкома царицынского фронта, штабом обороны юга России и штабом Северокавказского военного округа.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Хӑюллӑ тинӗс ҫӳревҫин ӗҫӗ ӑнса пынӑ ҫӗртех тепӗр инкек сиксе тухнӑ: «Сан-Антонио» карап капитанӗн помошникӗ экипажа пӑлхатнӑ та карапа Испание каялла вӑрттӑн ертсе кайнӑ.

На пороге к успеху отважного мореплавателя постигла новая беда: измена чуть не погубила все его дело. Помощник капитана корабля «Сан-Антонио» взбунтовал экипаж и тайно увел «Сан-Антонио» в Испанию.

Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

— Лена пурнӑҫӗ ҫапла ӑнса пынӑ-тӑк, вӑл ҫак лайӑх аслашшӗпе пиччӗшне тупма пултарнӑ-тӑк, вӗсене ҫухатма юрамасть, — тенӗ Рогачев.

— Раз уж повезло Лене, — сказал Рогачев, — и она нашла такого деда и такого брата, так нельзя их терять.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Ҫавӑн пек пулмалла та: пӗрре ӑнмасан, ытти те ӑнса пымасть вӑл!

Так и быть должно: ежели не везет, то не везет во всем!

XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ҫак кун вӗсен ӗҫӗсем мӗн иртен пуҫласах питӗ ӑнса пычӗҫ.

В этот день удачи с самого утрл сопутствовали ребятам.

XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Фон Буш генерал блиндажра пӗр-пӗччен ларать, хӑйӗн ӗҫӗ ӑнса пыманнишӗн шухӑша кайнӑ.

Генерал фон Буш уединился в своем блиндаже и размышлял о постигших его неудачах.

XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Ҫук, ахалех: пурнӑҫ ӑнса пымарӗ.

— Нет, а так: задачи в жизни не вышло.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

Ҫиеле чавса кӑларнӑ хӗрлӗрех тӑм катӑкӗсем ҫӳлӗ купасем ҫинчен айккинелле юхса ӑнса ешӗл курӑка пусара-пусара хураҫҫӗ.

Комья выкинутой наверх красноватой глины осыпались с высоких куч и приминали траву.

VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Ну, сэр, — терӗ капитан, ӗнсине хыҫса, — ун пек пулсан, пирӗн ӗҫ ӑнса пырсан та пире йывӑр килет.

— Ну, сэр, — сказал капитан, почесывая затылок, — в таком случае нам, даже если очень повезет, придется туговато.

XVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Лӑпкӑ пурнӑҫ — ҫыншӑн чи кирли: ҫемьере те лайӑх, ӗҫӗ те ӑнса пырать.

Спокойная жизнь для человека — самое главное: и в семье хорошо, и работа спорится.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Халь тепӗр тӗрлӗ ӗҫ те ӑнса кайма пултарать.

Теперь и другое может наладиться.

XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Помещик айӑплӑн пуҫне усрӗ, ҫӗлӗке сӑмси ҫине ӑнса ларчӗ.

Помещик виновато опустил голову, и шляпа скатилась ему на нос.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed