Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳрерӗ (тĕпĕ: ҫӳре) more information about the word form can be found here.
Никама та ҫын вырӑнне хумасть, — пӳлӗмри пукансене сӑлтавсӑр-мӗнсӗр вырӑнтан вырӑна куҫарса ҫӳрерӗ Елен.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хура куҫне хаваслӑн йӑлкӑштарса вӑл хӑйӗн хуҫалӑхне вашаватлӑн кӑтартса ҫӳрерӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫав вӑхӑтра фельдшер отпускраччӗ те чирленӗ карчӑка пенициллинпа укол тума вӗсем патне Альбина вунӑ кун хушши ҫӳрерӗ, пӗр ҫухрӑмри яла кунне тӑватӑ хутчен ҫитрӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Тарас шалт аптӑрарӗ, хуйха ӳкнӗскер, кино курма та пӑрахрӗ, ҫенӗке тухрӗ, пирус чӗртсе ячӗ, калла-малла уткаласа ҫӳрерӗ.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Вӑйпут пит тӗксӗм сӑнлӑ ҫӳрерӗ.

Help to translate

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

…Хӑйне хӑй хытарса, Савантер кунӗпех вӑрман тӑрӑх сулланса ҫӳрерӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уйрӑмах вӗсен хушшинче пӗр кӗвенте пек кукӑрӑлса ӳкнӗ карчӑк вӑштӑртатса ҫӳрерӗ:

Help to translate

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кӗрешӗсем чиперех, — калаҫа-калаҫа пӑхса ҫӳрерӗ Килтеш пупӗ чиркӳ валли турттарса тухнӑ вӑрмана.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чи малтан вӗсем, пуппа иккӗшӗ, ял варринче чиркӳ валли вырӑн суйласа илчӗҫ, ун хыҫҫӑн Савантер Хырла хӗррине кайса пӗренелӗх вӑрман пӑхса ҫӳрерӗ, юлашкинчен вара ҫулран аякра пӗр хырлӑх килӗштерчӗ те тепӗр кунах унта ҫынсене ертсе тухрӗ, йывӑҫ кастарма тытӑнчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр саманта сӑмахне пӗтерчӗ те карчӑк ним чӗнмесӗрех Карлай тавра тӗтӗрсе ҫӳрерӗ.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вӑл хӑйне валли виҫӗ ҫул ытла хӗр шыраса ҫӳрерӗ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер авалхи йӑла-йеркене йӑлтах манса кайрӗ, пуп хыҫҫӑн мӗлке пек ҫӳрерӗ.

Help to translate

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арманҫӑ ывӑлӗ ашшӗне шыракансем хыҫҫӑн йӗре-йӗре чупса ҫӳрерӗ, арҫынсене ашшӗ ӑҫта тӑни ҫинчен кала-кала кӑтартрӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку таврари тытса илнӗ ҫӗрсен пуҫлӑхӗ темле Вилли Драйц ҫӑмӑл машинӑпа килсе кайнӑ хыҫҫӑн Вирнайнен хӑйӗн икӗ полицайӗпе килӗрен выльӑх пухса ҫӳрерӗ.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Федя кунӗпех ларма-тӑма пӗлмесӗр кулянса ҫӳрерӗ.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫӑрттан кӳлӗ таврашӗнче те темиҫе тӑшман салтакӗ сӑнаса ҫӳрерӗ, тапхӑр-тапхӑр чарӑнса тӑрса, никам ҫук ҫӗртенех автоматпа кӗрлеттерсе печӗ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шыв ӑсса таврӑннӑ Кӗтерук килӗнче пӗр хушӑ самай мӑкӑртатса ҫӳрерӗ.

Help to translate

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Нумайччен ҫӳрерӗ ҫуртра Хӗрлӗ Тутӑр.

Help to translate

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

— Ҫывӑр, ҫывӑр, ывӑлӑм, Ҫывӑр, савнӑ ылтӑнӑм, Аҫу ҫӑкпа ҫӳрерӗ, Тӗнче ӗҫне ӗҫлерӗ, Ҫӑварӗнчи татӑкне, Ҫӳренккене ҫитерчӗ…

Help to translate

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эх, ҫӳрерӗ тет вара ҫав «герой», засыпушкӑра пурӑнакан хуҫине те паллами пулса, килӗ тӗлне те манса, хула урамӗсем тӑрӑх пуклак сӑмсине пӗлӗтелле ывӑткаласа, тайкаланкаласа, нӑрхлаткаласа.

Help to translate

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed