Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗртенех (тĕпĕ: ҫӗр) more information about the word form can be found here.
Лешӗ ӗҫесси килнӗ ҫӗртенех ӗҫмесӗр юлма, тӑсса панӑ черккене тытмасӑр тӑма вӑй ҫитернӗччӗ.

но тот не принял из его рук рюмку, хотя выпить ему хотелось изрядно.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ывӑле Атӑл ҫинче бурлакра, арӑмӗ хӑнара чух чипер ҫӗртенех пӳкле вилӗмпе вилнӗренпе никампа та хутшӑнмасть вӑл.

Сын его ходил по Волге бурлаком, жена ни с того ни с сего наложила на себя руки — повесилась прямо в гостях.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Каяс мар тенӗ ҫӗртенех каять.

Ему страх как не хочется туда идти.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑй курас мар тенӗ ҫӗртенех, пӗрре пӑхса илнипех ача темиҫе кун хушши аса илсе шухӑшламалли курчӗ: мунча алӑкӗнчен палкаса тухакан ҫӑра тӗтӗм улӑм ҫи витти ӑшне ҫӑтӑнса кӗрсе тӑнине, хӑраса ӳкнӗ Енчӗпек арҫын арки ҫинчен сак ҫине сиксе ларнине, Янтул-Ильмук тарӑхса хӗрелсе кайнине, вӑл ҫак ачана юратманнине…

Сам того не желая, ребенок сквозь густой дым, валивший из бани, увидел такое, о чем потом не мог забыть несколько дней: перепуганная насмерть Ендебек вскочила с расстеленного на полу сохмана и присела на лавку, а взбешенный от досады Яндул был готов съесть ненавистного мальчишку глазами…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр чух, чипер ҫӗртенех, Элентей старикӗн темле ҫыхӑну татӑлса каять те — тӑп-тӑр ухмахах вӑл.

А иногда в нем будто что-то обрывается, и он на ровном месте становится точь-в-точь дурачком.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чип-чипер ҫӗртенех вӗсен пӳрчӗ айӗнче темӗн шартлатса ҫурӑлать е тӗп сакайӗнче кӑвакал нартлатса ҫаврӑнма тытӑнать.

Хотя бояться есть чего: то ни с того ни с сего средь бела дня у них под полом вдруг что-то взрывается, а то закрякает утка.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Валтан эрехне ӗҫсе ярар-ха, — тесе Янтул кӗтмен ҫӗртенех чӑвашла калаҫма тытӑнче, кӗсйинчен пулӑштух кӗленчине туртса кӑларчӗ.

— Для начала выпьем, — вдруг заговорил Яндул по-чувашски, вынимая из кармана непочатый полштоф.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑйпе хӑй тулашса ҫӳренипе тепӗр чухне чипер ҫӗртенех вӑрҫӑ та сиксе тухать.

Иногда из-за своей раздражительности, возникают и конфликты.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл ӳсӗрес килмен ҫӗртенех кӗххӗм туса ӳсӗрчӗ те, Ивук хӑраса тапах чарӑнчӗ.

Человек кашлянул, остановился. Остановились и парни. Ивук испуганно оглянулся на Педера.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Темӗнле ӗшенчӗк те тулли кӑмӑллӑ, кулас мар ҫӗртенех йӑл та йӑл ҫиҫсе тӑракан Майрепи упӑшкине пӗр сӑмах та чӗнмест, ун ҫине пӑхмасть, кӗрӗкне пӗркенет те тутар ҫумне ҫурӑмӗпе тӗршенет.

Майреби, казалось, всю переполняло счастье, она улыбалась не к месту и, даже не взглянув на мужа, завернулась в шубейку и прижалась спиной к спине татарина.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ирхине вӑрманта Ухтивана пӗрре курсах вал канӑҫлӑхне ҫухатрӗ, пымалла мар ҫӗртенех утара ыран ирпе тепре пыма пулчӗ.

Накануне, увидев единственный раз Ухтивана, она сразу потеряла покой, сама напросилась прийти снова к отцу на пасеку, хотя и не было в том нужды.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗнер пӗрне мырьӑ сутса тӑнӑ ҫӗртенех пасарта становой тытса карӗ.

Вчера вон на базаре один продавал трубы печные, так к нему подошел становой и увел.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Те вутти чӗрӗ вӗсен, пӳрт алӑкне ҫурри таран уҫнӑ пулсан та, тӗтӗм ҫӗртенех явӑнать, Григорьевпа Мултиер пӳрт умӗнче пӑхса тӑраҫҫӗ.

То ли у них дрова сырые, то ли тяга плохая, дым так и стелется по полу, хотя дверь наполовину открыта, Григорьев с Мульдиером притулились у стены и внимательно разглядывают что-то.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫынсем ҫуллӑ какай татӑкне ҫӑварӗсене хыпнӑ чухне вӑл кашнинчех тӑма хӑтланнӑ пек туса хӳрине хускатать, куҫне ҫынсем ҫинчен илмесӗр, темле хӑяккӑн шуса урӑх вырӑна куҫса ларать, анаслас килмен ҫӗртенех анаслать.

Всякий раз, когда мужчины отправляют в рот вкусный пахучий кусок мяса, она невольно приподнимается, машет хвостом и, не сводя глаз с мяса, неуклюже переползает на другое место, истово зевает, хотя ей вовсе того и не хочется.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кайӑк пекех ҫинҫе мӑйлӑ, пӗчӗкҫеҫҫӗ лапчӑк пуҫлӑ та ансӑр питлӗ этем кулас килмен ҫӗртенех ихӗлтетсе кулнӑ пек турӗ те лӑп чарӑнчӗ, ларма тӑчӗ, каялла сулӑнчӗ, вара лашт кайса ларчӗ те пупа кӑшт ҫеҫ ҫул ҫине кӑларса ӳкермерӗ.

Тонкошеий, чем-то смахивающий на птичку, с маленькой сплюснутой головой, узколицый человечек хихикнул не к месту, поднялся с согнутых колен и, покачнувшись, со всего маху плюхнулся рядом с попом, чуть не свалив его в дорожную пыль.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑнах та ара: мӑйӗнчи сӳсменне шалтан шала, ҫирӗпрен ҫирӗп тӑхӑннӑ пек, ҫын хӑйне хушнӑ ӗҫе ирӗксӗр тукаласа пырать-пырать те кӗтмен ҫӗртенех… ирӗке сиксе тухать.

Да так оно и есть: тянет человек лямку что есть сил, тянет — и вдруг обретает свободу.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эсӗ апла хӗр иккен, Эсӗ апла Сетнерпе Тарнӑ-мӗн-ха вӑрмана Туйна тунӑ ҫӗртенех

Help to translate

Ҫимӗк иртсен // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Вӗсен ҫумӗпе, каччӑсене хӑйсен маттурлӑхне кӑтартасшӑн пулнӑ пек, хӗрсем каялла-маялла чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, хӑйсем темле пахас мар тенӗ ҫӗртенех арҫынсем ҫинелле куҫ хывса илеҫҫӗ, Галимджанпа Арифулла вара вӗсене асӑрхамаҫҫӗ те темелле.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрарӑмсем ӑна ӳкнӗ ҫӗртенех тытса е ҫӗртен илсе пуҫтарса тӑчӗҫ.

Help to translate

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анушка ҫак вӑхӑтра аса илес мар тенӗ ҫӗртенех, хӑйӗн Карачӑмне аса илет.

Help to translate

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed