Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитичченех (тĕпĕ: ҫит) more information about the word form can be found here.
Анчах Ваня юлташ каллех хӑй вырӑнне ларчӗ, пӗрре чертежсем ҫине сӑнаса пӑхрӗ, Анишора сӑмахӗсене вӗҫне ҫитичченех лӑпкӑн итлерӗ.

Однако товарищ Ваня опустился па свое место и, поглядывай то на чертежи, то на предмет, зажатый им в руке, спокойно выслушал Анишору до конца.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Рабочисем ҫынсене ҫавӑн пек майпа пӗлессине ытларах хисепе хураҫҫӗ, анчах вӗсемпе мӗн вӗҫне ҫитичченех пӗрле пулни кирлӗ…

Рабочие предпочитают именно так узнавать людей, только надо идти с ними до конца…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Надзиратель Пенишорӑна сак патне ҫитичченех куҫӗпе ӑсатрӗ, унтан пӗрремӗш парта патне йӑпшӑнарах утса пычӗ те ун ҫумне чавсаланчӗ.

Прово'див Пепншору взглядом до самой его скамьи, надзиратель крадущейся походкой подошел к первом нарте и оперся на пес ладонями.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫемьесене ачана ҫуралнӑ самантран тытӑнса ҫула ҫитичченех асӑрхаса тӑмалли пулӑшу паракан пачах ҫӗнӗ тытӑм йӗркеленет.

Формируется кардинально новая система поддержки семей в целях сопровождения ребенка с момента рождения до достижения совершеннолетия.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Вӗсем хӑнана калиткене ҫитичченех ӑсатрӗҫ, хӑйсем Каюровсене питӗ юратни ҫинчен те, ачасене ытарайманни ҫинчен те, Надя чирленӗшӗн питӗ хурланни ҫинчен те, унӑн сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханни ҫинчен те, ун патне пырса курма вӑхӑт тупайманни ҫинчен те хытӑ пӑлханса, ах-ахлатса калаҫрӗҫ.

Help to translate

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ача-пӑча пан улми кӑшт чӑмӑртансанах, пулса ҫитичченех ҫиме тытӑнать.

Help to translate

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫапах та вӗҫне ҫитичченех ӗненес килмерӗ унӑн.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Элекҫее вӑл нихҫан та качча тухма килӗшес ҫуккине Плаки вӗҫне ҫитичченех ӑнланчӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ним сӑмах хушмарӗҫ пулсан та, вӗҫне ҫитичченех пӗр чӗлхеллӗ пулассине тепӗр хут шантарчӗҫ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм вӗҫне ҫитичченех пӗрле пуласшӑн пек калаҫни Ҫтаппан кӑмӑлне ыррӑн хускатрӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗн пулсан та, вӗҫне ҫитичченех шыраса пӑхас.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗҫне ҫитичченех ӗненсе, хуйха-суйха парӑнас килмерӗ унӑн.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуп вӗҫне ҫитичченех тарӑхтарма шут тытрӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сергейпе Иван Тилӗ ҫӗлӗкӗпе пӗрле ял вӗҫне ҫитичченех ларса кайрӗҫ.

Help to translate

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл хапха патӗнчен пуҫласа пахчаналла тухакан алӑк патне ҫитичченех ирӗклӗ чупса ҫӳрет.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Май пулсан, вӑл ҫак ытарайми чечек пек хӗре самантрах урапи ҫине лартӗччӗ те ӑна, хӑй ҫумне ӑшшӑн-ӑшшӑн ҫупӑрласа, таҫта тӗнче хӗррине ҫитичченех вӗҫтерсе кайӗччӗ.

Help to translate

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла Явӑш ҫӗрулмийӗ Мурманск хулине ҫитичченех ҫул тытать.

Help to translate

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

Адашев Хусана ҫитичченех тарчӗ пулмалла.

Help to translate

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапли ҫапла та-ха вӑл, анчах Сарье пӗрре сӳтме пуҫланӑ ҫӑмхана вӗҫне ҫитичченех сӳтес терӗ пулас.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай ҫеҫ Эрнепие хул хушшинчен ярса тытрӗ те сылтӑм ҫырана ҫитичченех ҫапла аллине пӗр вӗҫертмесӗр ларса пычӗ.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed