Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӑхӑр-ха ун ҫиелти сийӗ ҫине — оптически линза вӗт ку…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Ҫӗрӗн ҫиелти зонисенче, температурӑпа пусӑм ытлах йывӑр маррине пула, уран ҫапла сыхланса юлнӑ та.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Пиншер ҫын пиншер кубометр тӑпрана пӑхмалла, хӑватлӑ экскаваторсем ҫӗршерӗн ҫӗрӗн ҫиелти сийне чавмалла.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Пирӗн вараланса пӗтнӗ ҫиелти балахонсенчен те шурӑрах лаша ҫинче ларса пыракан хӑрах ураллӑ Пуялко хӑй те шӳтлӗ курӑнать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Сӗтел ҫине вӗри калпасси пачӗҫ пулсан, ҫиелти хуппине пуринне те пӗр харӑс сӗвмелле мар.У поданной на стол горячей колбасы всю шкурку сразу не снимают.
Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Кӑлпассин е ветчинан ҫиелти хуппине сӗвмен пулсан турилкке ҫинчех ҫӗҫӗпе уйӑрмалла.Если у колбасы или ветчины кожица не очищена, ее обрезают ножом на своей тарелке.
Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ӑшаланса хӗрелнӗ ҫӗрулмине вилкӑпа илме кансӗр, ҫавӑнпа унӑн ҫиелти хытӑ сийне ҫӗҫӗпе касаҫҫӗ.Надрезают лишь поджаристую кожицу картофеля, так как она слишком тверда для вилки.
Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хӑналаканни, кӗленчери ҫиелти тип ҫӑва юхтарса кӑларнӑ хыҫҫӑн, малтан хӑйӗн, унтан хӑна черккипе тултарнӑ.Тот, кто угощал, после удаления слоя масла, наполнял сначала свою рюмку, затем — гостя.
Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫиелти виттинче пирчесе шатраланнӑ тимӗр хӑлӑп пур, ал вӗҫҫӗн ҫеклеме меллӗ.На крышке его имелась железная ручка, возьмись за нее и неси себе — удобно.
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Арҫын хӗрарӑма ҫиелти ҫи-пуҫа ҫакса хунӑ ҫӗртен илме, тӑхӑнма пулӑшать.Получив согласие, он должен позаботиться о верхней одежде и помочь даме одеться.
Ташӑ каҫӗнче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Выставкӑна, музее пыракан ҫын гардероба ҫиелти тумпа пӗрле зонт, портфель, сумка, пакет т. ыт. те парса хӑварать.
Выставкӑра, музейре, библиотекӑра // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫиелти ещӗкӗ ҫӗре ӳксе кӗмсӗртетнӗ.
Ӗҫ ҫапла пулнӑ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Шерпике, ҫиелти кӗпине хывса, ӑна хыҫлӑ тенкелрен ҫакрӗ, сайра ҫӳҫне тустарчӗ, ҫӑпатине салтса чӑлхине хыврӗ те тӳшек ҫине хӑпарса ларчӗ.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫак майпа вара «чуллӑ метеоритсенчи» чи паллӑрах вунпӗр пайӗнчен сакӑр пайӗ пулса тӑнине шутласа пӗлме пулать, ҫӗрӗн ҫиелти хуппинчи япаласем те ҫавсемех пулса тӑраҫҫӗ.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Ҫак майпа шутласа пӗлнӗ тӑрӑх, ҫӗр чӑмӑрӗннчи ҫиелти вӑтӑр километрлӑ сийӗнче тӗрлӗ чул таврашӗсем выртаҫҫӗ; тарӑнрах ансан, ҫӗр чӑмӑрӗн радиусӗн ҫуррине яхӑн пӗр евӗрлӗ япаласен сийӗ выртать (Ҫӗр чӑмӑрӗн радиусӗ 6379 километр.)
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Ку сӑмах геофизика текен ҫӗнӗ наукӑн тӗрлӗ отраҫлӗсенчи ҫӗнӗ ҫитӗнӳсене тивӗҫет, — ҫав наука тӗрлӗ меслетсемпе сӑнаса, ҫӗр чӑмӑрӗн ҫиелти сийӗсен физикӑлла енӗсене ҫеҫ мар, пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрне сӑнаса пӗлет.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Ҫак идея — ӑслӑлӑх енчен пӗртен-пӗр тӗрӗс идея, мӗншӗн тесен вӑл ҫӗрӗн ҫиелти сийне пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗнчен уйӑрса илсе, уйрӑммӑн тӗпчесе вӗреннине хирӗҫ пырать.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Ҫӗр чӑмӑрӗ хуппин ҫиелти пайӗсенчи малтанах пулнӑ шӑтӑксемпе хушӑксем витӗр тухас пулсан та, вӑл ҫав тери вӑйлӑн сирпӗнсе тухнипе пӗр пушӑ вырӑн та юлас ҫук.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Ку Лиденброк профессор теорине хирӗҫ пынӑ; ҫӗр айӗнче шалта ҫунса тӑракан вӑйлӑ вут ҫӗр хуппин ҫиелти сийӗсене те вӗрилентерсе, Хӗвел ҫуттине курмасӑрах ӳснӗ йывӑҫ-курӑксем чечеке те ларайман, ырӑ шӑршӑ та кӑларман, анчах вӗсен тымарӗсем Ҫӗр ӗмӗрӗн малтанхи кунӗсенчех вӗри тӑпра ӑшӗнчен вӑйлӑ ӳсӗм сӗткенӗсене сӑхса пурӑннӑ.
XX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пур улшӑнусем те шалти вут хӗмрен килнӗ ҫавӑнпа та утравӑн ҫиелти хытӑ ҫийӗн хуппи айӗнче яланах вӗресе шӑранса тӑракан япаласем ҫук тесе ӑсран кайнӑ ҫынсем ҫеҫ калама пултараҫҫӗ.
XV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.