Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халӗ вӑл пӗтӗм шӑмшак тӑрӑх ӑшӑ сарӑлнине, сыпӑсем ҫемҫелсе пынине туйрӗ.Он чувствовал теперь, как по всему телу разливается теплота и слабеют суставы.
22. Ҫӑлӑнӑҫ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Хӑрах алӑлли темиҫе минут хушши авкаланса, тапаланса выртрӗ; унтан, вӑйсӑрланса ҫитсе, пӗтӗмпех темле ҫемҫелсе кайрӗ, хушшӑн-хушшӑн ҫеҫ сиккелесе илчӗ.
21. Пилӗк сехет // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Килӗнче, хӑйӗн хаклӑ япалисене тупнӑ хыҫҫӑн, Воронов хӑйне хӑй мӑнкӑмӑллӑн мӑшкӑлламалла тытрӗ, анчах халӗ пӗтӗмпех ҫемҫелсе, хӑравҫӑланса кайрӗ.
16. Следователь пӳлӗмӗнче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Тёма каллех калаҫма пуҫларӗ, анчах темиҫе минутранах вӑл темле хӑвӑртах ҫемҫелсе кайрӗ те, хӑйне хӑй сӳрӗккӗн тытрӗ: — Анне, манӑн питӗ ҫывӑрас килет, — терӗ вӑл.
Экзаменсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вара, ҫак ачашлӑха пула ҫемҫелсе куҫҫульне чарайман Эвелина ун умне пырса тӑрсан, хӑйӗн пысӑк аллипе ӑна пурҫӑн пек ҫӳҫлӗ пуҫӗнчен ачашларӗ те каларӗ:
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ку вӑл — «ашшӗсемпе ывӑлӗсен» тахҫанхи хирӗҫӗвӗсене аса илтерет; анчах кунта ҫав хирӗҫӳ чылай ҫемҫелсе палӑрнӑ.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫутҫанталӑк ӑна кунта татса пама ҫук нимӗнле уҫӑмлӑ ыйтусемпе те кансӗрлемен; ҫав ҫил кунта тӳрех унӑн чунне варкӑшса кӗрсе вырнаҫнӑ, курӑк та, шӑппӑн пӑшӑлтатса, темӗнле шеллевлӗ сӑмахсем каланӑн туйӑннӑ ӑна, вара, ҫамрӑкӑн чунӗ таврари ҫутҫанталӑкӑн лӑпкӑ кӗввипе ӗнерӗнсен, унӑн ӑшӑ ачашлӑхӗпе ҫемҫелсе кайсан, хӑйӗн кӑкӑрне темӗн тулса пӗтӗм ӳт-пӳ тӑрӑх сарӑлнине туятчӗ вӑл.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Таврана чун киленичченех, ҫемҫелсе халтан кайичченех ӳсӗртсе яракан сывлӑш юхӑмӗ сарӑлнӑ.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӑй тин кӑна курса ирттернӗ ӗҫ пирки вӑл мӗн чухлӗ ытларах шухӑшларӗ, унӑн чӗри ҫавӑн чухлӗ ҫемҫелсе пычӗ.И чем больше он размышлял над всем виденным, тем сильнее становилось его смятение.
II. Говэнӑн иккӗленуллӗ шухӑшӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл пӑртак ҫемҫелсе хавасланнӑ пек курӑнчӗ, пирӗн алӑсене хӑйӗн пӳрнисемпе майпен чӑмӑртаса ӑшшӑн кулса илчӗ.Он как будто немного расчувствовался, слегка пожал нам руки и улыбнулся.
XLIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Профессорӑн чӗри ҫав тери ҫемҫелсе улшӑннӑ пулсан, вӑл апла мӗнле хуйхӑрса асапланман-ши мӗскӗн!Но какие же понадобились испытания, чтобы вызвать у профессора такое излияние чувств!
XXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Опанас Ивановичӑн хӑйӗн те кӑмӑлӗ ҫемҫелсе кайрӗ те хӗре тепӗр хут чуптурӗ.Опанас Иванович, сам очень растроганный, еще раз расцеловал девушку.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Калаҫнӑ май Корытовӑн кӑмӑлӗ ҫемҫелсе пычӗ, анчах вӑл мӗн калани пӗрре те савӑнӑҫлӑ пулмарӗ; ҫапах та унӑнни пек, Корытовӑнни пек, питӗ лайӑх перспективлӑ районсем мӗнпур Хура тинӗс таврашӗнче те урӑх ҫук-мӗн, ӑна, Корытова, ҫав перспективӑсем патне ҫывхарма вак-тӗвек пӑтӑрмахсем кӑна чӑрмантарса тӑраҫҫӗ-мӗн, — ҫапла ӑнлантарса пачӗ вӑл Воропаева.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӗсене ӑшӑ пулчӗ, кӑмӑлӗсем ҫемҫелсе кайрӗҫ.
II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Стрельцова темскер савӑнтарнӑ пек, сӑн-питри сивлерех йӗрсем ҫемҫелсе, куҫӗсем ӑшӑнса каймаллах савӑнтарнӑ пек туйӑнать.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Любавӑн ҫемҫелсе, шухӑшлӑрах пулса, ҫамрӑкланса кайнӑ пичӗ ҫине вӑл тӗлӗнсе пӑхрӗ.Она смотрела на смягчившееся, задумчивое и помолодевшее лицо Любавы с удивлением.
2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Василий, йӑл кулса тата ҫемҫелсе кайса, куҫне хупрӗ те хӑйӗн хыттӑн мар янӑракан хулӑн сассипе мӗкӗрсе ячӗ:Василий, улыбающийся и размякший, зажмурил глаза и глухим своим басом послушно прогудел:
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ку сӑн-пит ҫамрӑках мар, анчах унта ача чухнехи ҫемҫе те ачаш паллӑсем халӗ те сыхланса юлнӑ-ха; ҫав паллӑсем ирхи тӗтрелӗхрен тухнӑ пек, ҫавӑнпа вӗсен йӗрӗсем, ҫемҫелсе, сӑн-пите ирхи тасалӑх кӳнӗ пек туйӑнать.
11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Валентина тӗлӗнсех кайрӗ; хура куҫлӑ каччӑ тӳрех ҫемҫелсе кайрӗ:
6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Андрей Петрович, эсӗ ирӗк памастӑн-им? — терӗ Буянов ирӗксӗрех ҫемҫелсе, анчах хаярлӑхне тытма тӑрӑшса.
2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.