Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юрӗ-ҫке, юрӗ, — терӗ кӑмӑллӑн кулса Николай Петрович, аллипе пӗр-икӗ хутчен ывӑлӗн шинелӗ ҫухине тата хӑйӗн пальтине ҫапкаласа илсе.
II // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Сасартӑк ман куҫӑм умӗнчех ӗненме ҫук ӗҫ пулса иртрӗ: атте сюртук аркинчи тусана ҫапкаласа тӑракан саламатне ҫӗклерӗ те ҫав чавса таран ҫара алӑран шартлаттарса ҫапрӗ.
XXI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Йывӑҫран ҫапкаласа тунӑ ҫав П пекскерӗн урлӑ кашти ҫине чан ҫакнӑ тата пистолет ҫыхса лартнӑ.На перекладине этого деревянного, грубо сколоченного П висел колокол и был привязан пистолет.
IV. Тӗлӗнтермӗш // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Ун ещӗкӗ ҫинче кӗрӗк пиншак тӑхӑннӑ икӗ арҫын кабинӑ тӑрринчен тытнӑ та алсишӗсемпе ҫапкаласа, сиккелесе, сулкаланса пыраҫҫӗ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫак йывӑр тиенӗ лавсемпе пӗрле, юрласа та ташласа, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, ҫынсем пынӑ, — хӑшӗ аллисене ҫапкаласа, сиккелесе лав хыҫҫӑн чупнӑ, хӑшӗ ӗне хӑваланӑ, хӑшӗ лав ҫинче ларнӑ.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тимофей Ильич, саламатпа атӑ кунчине ҫапкаласа, ӑйӑр патне васкаса утрӗ.Тимофей Ильич, ударяя плеткой о голенище, торопливо зашагал к жеребцу.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вакун хушӑкӗсем витӗр ҫил шӑхӑрса вӗрет; ҫурӑмӗсем ҫине ашак витнӗ лашасем ӗппӗн-теппӗн ҫапкаласа тунӑ хӑма сырӑшсем патӗнче тӑраҫҫӗ; вакун варринчи шӑнса хытнӑ тӑпра чӑмакки ҫинче чӗрӗ вутӑ йӑсӑрланса выртать, — куҫа ҫиекен йӳҫӗ тӗтӗмӗ алӑк ани патнелле мӑкӑрланса туртӑнать.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Атӑ кунчине ерипен саламачӗпе ҫапкаласа, Атаманов Иван сӗтел патнех пырса тӑчӗ, тӗттӗмре выртакан, ларакан ҫынсем ҫине пӑхса илчӗ…
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл унта минтерӗсене ҫапкаласа хӑпартнине, таса шурӑ ҫиттисем сарнине, кровать вӗҫӗнчен вӗттӗн ҫӗленӗ хулӑн утиял ҫӗре ӳкнине курчӗ Сергей.
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шукӑль саламачӗпе лакированнӑй атӑ кунчи тӑрӑх шартлаттарса ҫапкаласа, лупасайне сулкаланса утса кайрӗ вӑл.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Чӗпӗтет-и? — терӗ Шошин алсишӗсемпе ҫапкаласа.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Шошин пӑши амине пӑхса ҫаврӑнчӗ те ӑна пӗҫҫинчен ҫапкаласа илчӗ.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Шӳте юратакан юлташсем мӗнпур вӑйран кулса ячӗҫ; юнашар ларакан йӑмра ҫинчи чавкасем каллех хускалчӗҫ, анчах тӗттӗмленсе ҫитнӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та вӗсем шавлакаласа, ҫуначӗсемпе ҫапкаласа каллех лӑпланчӗҫ.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫакӑн чухне вӑл пуринчен ытла электрооборудовани нарячӗсене епле майпа илнипе интересленчӗ; кун хыҫҫӑн ҫул ҫинчен илнӗ картузӗпе чӗркуҫҫине ҫапкаласа, сӑмах майӗн тенӗ пек, грузсем мӗнле хӑвӑртлӑхпа килесси, вӗсене васкатма «опытлӑ тӗкекен» кирлипе кирлӗ марри ҫинчен ыйтрӗ.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ача-пӑчасем минутсерен хӗрарӑмсен ҫулӗ урлӑ каҫса пӗр-пӗрне сӑран алсишсемпе ҫапкаласа илеҫҫӗ.Подростки носились, поминутно пересекая дорогу женщинам, и хлопали друг друга меховыми рукавицами.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ерофей Кузьмич ҫак вӑхӑтра Чернявкин патӗнче тӑчӗ, ҫакӑн пек чухне хӑйне мӗнле тыткаламаллине тин ҫеҫ астуса илнӗ пек, йывӑр алтупанӗсемпе пӗҫҫине ҫапкаласа илчӗ:
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тен вӑл ҫакӑнпа пулса иртрӗ: тимӗр пичке, хӑмаран ҫапкаласа тунӑ ҫурт тата кивӗрех витре вырӑнне халӗ ҫул хӗррине урапаллӑ виҫӗ ҫурт туса лартнӑ, вӗсене кашнине йывӑҫ пусма тӑрӑх кӗмелле.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тӑварах тимӗр пичке, мӑкӑлтанса пӗтнӗ лейка выртать, сар ҫу тӗслӗ тавот тултарнӑ кивӗрех витре, хӑмасенчен ҫапкаласа тунӑ хӳтлӗх ларать, улӑм, кӗске кӗрӗк выртать, кунтах ҫӗре шалча тӑрӑнтарса лартнӑ, ун ҫине фанер татки ҫапса хунӑ та, мазутпа «1-мӗш №-лӗ трактор бригади», тесе ҫырса хунӑ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсем ҫинче васкаса, ҫапкаласа тунӑ ҫӗнӗ хӗрессем.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл вӗҫкӗнленсе хӑяккӑн ларнинче, аллине выляткаласа, лашине хырӑм айӗнчен пушӑпа кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле ҫапкаласа пынинче, раснах тата унӑн йӗри-тавралла мӑнкӑмӑллӑн, кӑшт хӗсерех пӑхакан йӑлтӑркка хура куҫӗсенче — хӑй вӑйлине лайӑх туйни тата ҫамрӑклӑхӑн хӑйне хӑй шанса тӑрас йӑли палӑрать.
XXXVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.