Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакнӑ (тĕпĕ: ҫак) more information about the word form can be found here.
…Ялта, кирек хӑш енчен пӑхсан та, хуларинчен урӑхларах пурнӑҫ ҫав: Таранов ҫурмалла ҫурӑлса каясла хыпкаланчӗ пулин те хулпуҫҫи урлӑ хулӑн сумка ҫакнӑ хӗрарӑм почтальон урамра кӑнтӑр ҫитеспе тин курӑнчӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Стена ҫумне ҫакнӑ динамик умӗнче пуҫне каҫӑртса тӑракан Сулагаев мӗкӗльт каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те сехет ҫӑмаххи пек сулкаланса илсе тӑрӑхла сак ҫине нӑч ларчӗ:

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл председатель пичетне аллине илнӗ кӑна — правлени ҫурчӗн алӑкӗ ҫине ҫакӑн пек хут ҫакнӑ:

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мӗншӗн хӑратать мана тӗттӗм пӳрт, хам та ӑнланаймастӑп, — пальтопа хулӑн тутӑрне пӑтана ҫакнӑ май пӑлханарах калаҫрӗ Инесса.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗрсем шап-шурӑ саппунсем ҫакнӑ, акӑшсем пек карталанса, вӑрмана вӑйпа тухаҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе кӗрнеклӗ йӗкӗтсем утаҫҫӗ.

Help to translate

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Пӗлнӗ вӑл: вӗренӳ — хӗвел ҫути, вӗренменни — тӗп ҫакнӑ шӑтӑкӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ йӑмӑкӗсене те ҫав тери вӗрентесшӗн ҫуннӑ.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Вӑл, вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ хыҫҫӑн тӳрленсех-сывалсах ҫитейменскер, хӑрах аллине мӑйран ҫакнӑ

Help to translate

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Курпунне кӑларнӑ усӑк хулпуҫҫиллӗ мучи кӑкӑрӗ умне тилӗ хӳрине тытса ҫакнӑ тейӗн: сарлака хӗрлӗ сухаллӑ вӑл.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Уява каяс пек тумланнӑ, галстук та ҫакнӑ.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хулпуҫҫийӗ ҫине кӗвенте ҫакнӑ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Симӗс тутӑр хӗррипе тытӑннӑ шап-шурӑ пас унӑн илемне мухтаса ҫакнӑ лавр кӑшӑлӗ пек туйӑнать.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӑкӑрӗ умне автомат ҫакнӑ салтак палӑкӗ тӑракан тӑваткал пӗчӗк пахча алӑкӗ патне икӗ мӗлке ҫывхарчӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӑкӑрӗ умне автомат ҫакнӑ салтак тӗксӗмрех уйӑх ҫутинче чӗрӗ ҫын пек туйӑнать.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хулпуҫҫи урлӑ картлам ҫакнӑ Верӑна тӳсме ҫук сивӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Халь Тарас умӗнченех сумка ҫакнӑ Мишша чупса иртсе кайрӗ: шкула васкать.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ҫанӑсӑр кӗске аркӑллӑ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑскер мӑйне вир пӗрчи пысӑкӑш кӑвак шӑрҫа ҫакнӑ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Теприсем тата вӗсене пуҫ хӗрлӗ ҫакнӑ, пуянӗсене касса вакласа йытӑсене ҫитернӗ, терӗҫ.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ытти ҫынсенни пек вӗрлӗксем ҫинче чӳлмек таврашӗ те, ҫунӑ хыҫҫӑн типме ҫакнӑ ҫӗтӗк-ҫатӑкӗ те ҫук.

Help to translate

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗтмен хыпара чӑвашсем паян, Ахпӑлатпа пупа ҫакнӑ хыҫҫӑн пӗлчӗҫ.

Help to translate

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карчӑк картишӗнчи кантӑра ҫине ҫакнӑ курӑк тымарӗсене пуҫтарчӗ те килне кӗрсе ҫухалчӗ.

Help to translate

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed