Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫитменнине (тĕпĕ: ҫит) more information about the word form can be found here.
Ҫитменнине, Якур ҫенӗкрен сирпӗнсе тухрӗ те каллех хаяр сасӑпа кӑшкӑрма тытӑнчӗ:

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫитменнине, укҫа пӗр пус та паманччӗ.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫитменнине, кампала ҫыхланнӑ-ха вӑл?

Help to translate

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫитменнине, унӑн тус-йышӗсем ытла ырӑ ҫынсем, ӗҫтерсе ӳсӗртеҫҫӗ те ирсӗр ҫурта илсе кӗреҫҫӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫитменнине, куракансем ҫав-ҫавах вӗслетрӗҫ:

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Подразделени, хӗҫ-пӑшал ҫитменнине пула, тӑшман танкӗсене сирпӗтме йытӑсене янӑ.

Help to translate

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Ҫитменнине тата, таваршӑн мӗнле укҫапа тӳленине малтан сутуҫӑран ыйтса пӗлнӗ.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ҫитменнине тата Шарлотта, мӑшӑрӗн театрти ӗҫ укҫийӗ сахаллине асра тытса, урӑх ӗҫе куҫма хистерӗ.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ҫитменнине, шӑл тунипе гипс пӗр-пӗринчен тӗспе уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Шалу вӑхӑтра памарӗҫ, ҫитменнине тата малтан шантарнинчен сахалрах та пулчӗ.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ҫитменнине, пӗтӗм ӳт-пӗвӗн шӑнӑрӗ шарт кӑна хытса ларнӑ.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Матӗрне аппа унран хӑйне валли пӗр тимӗр укҫа илчӗ те: «Ку темиҫе пусне сана пулӑшнӑшӑн илетӗп, ҫитменнине тата санӑн тавару хамӑн тесе санран вырӑн укҫине те тӳлеттермерӗм. Халӗ эсӗ укҫуна марля татӑкӗпе чӗрке те кутамккуна хур. Ӳсӗрсем сахал мар минресе ҫӳреҫҫӗ кунта, туртса илме те пултараҫҫӗ», — терӗ.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ҫитменнине тата хӗвелӗ васкасах ҫӳлелле хӑпарать, йӑранӗсем хӗрсе пыраҫҫӗ, ҫара тяппасене вӗри ҫӗр ҫунтарать.

Help to translate

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ҫитменнине тата, юр чӗтреннине пула краҫҫын лампи урайне ӳкрӗ.

Help to translate

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Ҫитменнине тата милици машининчен мегафон темӗскер кӑшкӑра пуҫларӗ.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫитменнине тата пӑх-ха, каччи епле илемлӗ, ҫӳллӗ те ҫирӗп пӳ-силлӗ, сапӑр кӑмӑллӑ.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫитменнине тата васканипе кашӑк-чашӑк та илме маннӑ: апат ҫиме тӑрсан алӑсӑр пекех…

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Унсӑрӑн хӗрне, ҫакӑн чухлӗ ҫухалса ҫӳренӗшӗн, тата, ҫитменнине, Улюкпа, сӑмахӗ-патакӗ хытах лекетчӗ-ха.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Акӑ тинех манӑн асапланасси пӗтрӗ! — терӗ вӑл, анчах ҫак сӑмахсен пӗлтерӗшӗ ӑсӗ-тӑнӗ патне ҫитменнине туйса илчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина ҫутҫанталӑка сӑнакансем патне шӑнкӑравларӗ, ҫил вӑйӗ тӑватӑ бала та ҫитменнине пӗлчӗ, ҫӳлтисене малалла ӗҫлеме ирӗк пачӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed