Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫаран the word is in our database.
Ҫаран (тĕпĕ: ҫаран) more information about the word form can be found here.
Ҫаран урлӑ каҫсан сунарҫӑ вӑрманалла шалах тӑсӑлакан сукмаксен серепине курчӗ.

Перейдя лужайку, охотник с удивлением заметил сеть тропинок, ведущих в глубину леса.

ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫаран леш енчи вӑрман Гент таврашӗнчи вӑрманпа танлаштарсан ҫӳллӗрех те ҫӑрарах, унта ӗмӗрхи тӗттӗмлӗх хуҫаланать тейӗн.

Лес за лужайками был выше и гуще, чем лес, окружающий Гента; в нем, казалось, царила вечная тьма.

ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Уяв ҫине, ҫаран ҫине тейӗн, мӗлке ӳкрӗ.

На праздник, как на луг, легла тень.

XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Лашасем тата тарӑнрах путса пыма пуҫларӗҫ, мӑклӑ тӗмескесем шывпа витӗннӗ ҫаран ҫинче унта-кунта хуралса тухса тӑраҫҫӗ.

Глубже вязли лошади; мшистые кочки почерневшими островками кое-где высовывались из залитого водой луга.

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эпӗ, ҫилленсе ҫитнӗскер, ӳкӗнекенскер, хурлӑха ӳкнӗскер, нимӗн пӗлми тарӑхса ҫитнипе сиксе тӑтӑм та кӗсьерен бомбӑна туртса кӑларса, предохранительне кӑларса илсе, ӑна хыттӑн персе симӗс ҫаран ҫине, чечексем ҫине, ҫара клевер ҫине, сывлӑм шывлӑ кӑвак чечексем ҫинелле ывӑтса ятӑм…

Тогда, обозленный, раскаивающийся и оскорбленный, в бессмысленной ярости вскочил я, выхватил из кармана бомбу, сдернул предохранитель и сильным взмахом бросил ее на зеленый луг, на цветы, на густой клевер, на росистые колокольчики.

XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

«Ҫуркунне» ятлӑ ӳкерчӗкре пылчӑк ҫӑрӑлакан ҫулпа кӗрхи вӑрман сӑнланнӑ; «Ҫуллара» — юр кӗрчӗсен хушшинчи пӳрт; «Кӗркунне» ҫу уйӑхӗнчи ҫаран ҫинче ташлакан чечек пуҫ кӑшӑлӗллӗ ҫамрӑк хӗрарӑмсен кӳлеписемпе аптӑратать; тӑваттӑмӗшӗ — «Хӗлле» — вӗчӗрхенчӗк ҫынна чӑнлӑхпа ӑн хутшӑнӑвӗсем пирки шухӑшламашкӑн хистетех-тӗр, мӗншӗн тесен ҫак сӑнарлавра шӑрӑх кун тара ӳкнӗ мӑнтӑр ҫынна ӳкернӗ.

Картина, называвшаяся «Весна», изображала осенний лес с грязной дорогой; картина «Лето» — хижину среди снежных сугробов; «Осень» озадачивала фигурами молодых женщин в венках, танцующих на майском лугу; четвертая — «Зима» — могла заставить нервного человека задуматься над отношениями действительности к сознанию, так как на этой картине был нарисован толстяк, обливающийся потом в знойный день.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Акӑ вӑрман тайлӑмӗ вашмӑкланчӗ, ҫемҫерех тӑпраллӑ ҫаран пуҫланчӗ; ута чупма йывӑртарах, анчах ҫын ури тапни, этемӗн мӗн пур вӑй-халӗн хӗрӳллӗ карӑнӑвӗ ӑна асса-каҫӑхса кайнӑлӑхран паттӑрлӑха куҫма хушнӑ.

Когда кончился лесной склон, начались луга с более мягким грунтом, лошадь пошла тяжелее, но ударами ног и страстным напряжением всех человеческих сил ей приказано было от исступления перейти к подвигу.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Ҫуркунне, курӑк шӑтсан, выльӑхсем кӗтӗве пухӑнаҫҫӗ те ҫаран ҫине тухаҫҫӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тин ҫаран ҫине тухнӑ путексем пек сиккелетчӗҫ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку енче урӑх нимех те курӑнмасть, унталла та, кунталла та тӑршшӗпех ҫаран.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑмӑл-ӗмӗтсӗр, шухӑшсӑр тӑрать вӑл ҫаран хӗрринче; пушӑ та ҫынсӑр ҫак утрав ҫинчи пӗчӗк ҫӑтмах йышши — илемлӗскер те ӑнсӑртскер — пурнӑҫӗнче тата мӗскер пулнӑ-ши, пур-ши тесе аса илӳпе куҫҫульленчӗ; пурнӑҫ йывӑрлӑхӗпе унти ӗҫ-пуҫа, тем те пӗр ӗҫлесе-курса ҫӳренӗ чухнехи тӗттӗм тапхӑрсене ҫапла кӗтмен ҫӗртен ас тӑвӑмӗнче ҫухатнипе савӑнчӗ-киленчӗ; ҫавӑн чухне чун малтанхи хуппине сӳсе пӑрахать те — ҫунаттисемпе сулкалашса лӗпӗш хурчӗ евӗр ҫывӑрать.

Без желаний, без дум, растроганный воспоминаниями о том, что было в его жизни так же прекрасно и неожиданно, как маленький рай дикого острова, стоял он на краю луга, восхищенный внезапной потерей памяти о тяжести жизни и ее трудах, о темных периодах существования, когда душа изнашивает прежнюю оболочку и спит, подобно гусенице, прежде чем сверкнуть взмахом крыльев.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Тарт каллех ҫаран еннелле тинкерчӗ: вӑл мӗн таран ешӗл, бархат-симӗс, савӑнӑҫлӑ!

Снова Тарт перешел глазами на луг, так он был свеж, бархатно-зелен и радостен.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Ҫаран йӗри-тавра ӳсекен йывӑҫсем те ӑна тӗлӗнтерсех пӑрахрӗҫ.

Деревья, выросшие вокруг луга, также поразили его.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Ун умӗнче — тӑрӑхларах ҫаврака ҫаран, вӑл талккӑшпех ҫӑра, сӗтеклӗ курӑкпа витӗннӗ.

Перед ним был овальный лесной луг, сплошь покрытый густой, сочной зеленью.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Ҫапла хумханса, чӗтресе, ҫиҫсе-ҫуталса Ассоль ҫаран уҫлӑхӗнчен тухрӗ те сӑрт тайлӑмӗнчи чӑтлӑха кӗчӗ.

Так, волнуясь, трепеща и блестя, Ассоль подошла к склону холма, скрывшись в его зарослях от лугового пространства.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Лашасене эпир ҫаран ҫине яратпӑр.

Лошадей мы выпустим на пастбище.

Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Тарҫӑсем вара пӗрер сехет ҫеҫ ҫаран ҫинче ҫӳреме пултараҫҫӗ.

Слугам разрешается пастись по часу.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсем пекех, ҫуллахи вӑхӑтра вӗсем ирпе тата каҫпа икшер сехет хушши ҫаран ҫинче ҫӳреҫҫӗ.

Летом они пасутся два часа утром и два часа вечером, подобно своим родителям.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эмиль Юлана йӗвенлерӗ те ҫаран ҫинчен илсе тухрӗ.

Эмиль надел на Юлан уздечку и увёл её с луга.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Юлан ятлӑ ватӑ лаша вите хыҫӗнчи ҫаран ҫинче курӑк ҫисе ҫӳрет.

Эти слова были обращены к старой кобыле, которая паслась на лугу за конюшней.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed