Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнтан пуҫласа мӗн хӑй вӗренсе тухичченех инспектора пӗрре сывлӑх сунмасӑр ирттернӗ Ваҫук.С тех пор Вазюк вовсе перестал здороваться с инспектором до окончания своей учебы.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ваҫук ҫавӑнтан кайса пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те хӗрача патне таврӑнчӗ.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хӑна хӗрне ӗнер каҫ стараста ывӑлӗпе Павӑлпа калаҫтарнӑ мӗн те, паян пурте ҫавӑнтан кулаҫҫӗ.
Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Илӗр ҫавӑнтан, шаршан ҫинчен пӗр-ик вут сыппи», — тет вӑл.— Вон с поленницы возьмите полешка два, — кивает она в сторону сарая.
Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вара ҫав ылтӑна пулах Иллен «карахтӗрӗ» те сасартӑк пӑсӑлса кайнӑ пулать: ачисене вӗлерсе пӗтересси те, Мӑнарнире пӗчек лавкка уҫасси те ҫавӑнтан пуҫланнӑ иккен…
Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Ҫавӑнтан.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ятман вӑл шухӑшласа тӑнӑ хушӑра куҫӗсене мӑч-мӑч хупнине аса илчӗ те хӑй тӗллӗнех кулса ячӗ «Ӗҫӗ ҫавӑн пек, вӑрахчен шухӑшласа ларма юрамасть, ҫийӗнчех решени йышӑнас пулать, ҫавӑнтан пулса кайнӑ ӗнтӗ ку йӑла», — терӗ вӑл.
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вараланса пӗтӗн те, каччӑсем пӑхми пулӗҫ, ҫавӑнтан хӑратӑп.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Хусана кайнӑ тетчӗҫ-ха, упӑшки ҫавӑнтан илсе килчӗ пуль.
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫавӑнтан ыйтса пӑхас терӗм-ха.
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Турӑ мӗнлине ярса парать вӗт, ҫавӑнтан килет.
10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Мӗнле йӗр тӑрӑх пыратӑн вӗт, йӑлтах ҫавӑнтан килет.
7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ҫавӑнтан.
6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫавӑнтан унӑн сас-чӳ тухмарӗ.
Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Вырӑссем хушшинче Марья ят час-часах тӗл пулать, ҫавӑнтан пулса кайнӑ пулмалла «майра» сӑмах.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Шӑпах ҫавӑнтан килет те ӗнтӗ хулара вар чирӗсем сарӑласси, уйрӑмах ҫуллахи уйӑхсенче.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Ҫавӑнтан.
22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Эс ҫавӑнтан хӑрамасни?
21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Эпӗ те ҫавӑнтан хӑратӑп, — ун ҫумӗнчен тӑрса хӑйӗн тӗррине алла илчӗ Чураппа.
21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ялти мӗн пур усал ӗҫ — ҫавӑнтан, мӗн пур чир-чӗр, юхан-суран — ҫавӑнтан, вӑл кашни кун хырҫӑ-марҫӑ пуҫтарни — ҫавӑнтан.
19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.