Шырав
Шырав ĕçĕ:
Логистикӑпа технологи процесӗсене лайӑхлатни почтӑпа яракан япаласен ӳссе пыракан калӑпӑшне туллин пурнӑҫлама тата кӳрекен пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне лайӑхлатма май параҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/07/09/news-3614667
Тӳрех ҫакна каламалла: ҫав вӑхӑтра почта кантурӗ урлӑ тухакан кашни вунӑ телеграммӑран пӗри Керенский патне яракан саламлӑ телеграмма пулнӑ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫак виҫӗ чиркӳ чанӗсем пуҫласа яракан янравлӑ сассене хирӗҫ ытти чиркӳсен чанӗсен сассисем те ярса илетчӗҫ, вӗсен урлӑ-пирлӗ йӑслакан хорпа пӗрле вара хула хӗрринчи тӗрме чиркӳн чанӗн сасси те хутшӑнса чинкӗлтететчӗ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Сунар — киленӳ-йӑпану вырӑнӗсенче хаклӑ тирсене ӗҫсе яракан ҫапкаланчӑксен ӗҫӗ; вӗсем кӗтме хӑнӑхман, ҫавӑнпах сезон иртсен туянма пултарассин чӗрӗкӗпех ҫырлахаҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Гоан асне ӑнран яракан намӑс пусарсах лартрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Ҫав кунсенчен пӗри тӗлӗнтерсе яракан синкерпе вӗҫленчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.
Пытарнӑ мул пирки калаҫнӑ чухне кӑсӑклантарса, хӗртсе яракан пин-пин сӗнӳ кӑларса тӑратать, укҫа тупсан мӗн-мӗн туянассине, мӗнле-мӗнле киленессине сӑнарласа кӑтартать.
Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.
Икӗ ҫул иртрӗ; ҫак хушӑра Консейль нумай ҫӗрте пулчӗ, пурнӑҫ тӗрлӗлӗхне сӑнанӑ май, яланхи пекех, ҫак пурнӑҫӑн пуҫа ҫавӑрса яракан вӗҫевне йӗкӗлтевлӗн кӗре-кӗре чӑрмантарчӗ; юлашкинчен ӑна ку та йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Шыв порцине панӑ хыҫҫӑнах, кӑнтӑрлах, ӗҫсе яракан матроссем нӳрӗке ҫийӗнчех, питӗ хӑвӑрт ҫухатаҫҫӗ, мӗншӗн тесен шӑрӑхра тата вӑйсӑрланнӑран вӗсен чӗрисем тарлаҫҫӗ, Риттерпа Клаусон ҫапах та ҫӗрле ҫывӑраҫҫӗ, ыттисем вара ыйхӑ килменнипе аптӑраҫҫӗ е йывӑр тӗлӗрӳре юхан шыв-кӳлӗ курса тертленеҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Ҫав самантрах ӑна мӑшӑр тимӗр алӑ ярса тытрӗ, ҫывӑхрах-юнашарах, хӑлхи тӗлӗнчех ӑшӑ сывлав хумӗ ӳтне пӗҫертет, ҫурма ачалла, темӗн ӳкӗтлекен, такама юнав яракан, йӑлкӑшакан куҫсенче иксӗлми теветкеллӗх ҫунать, — Стелла куҫӗ умӗнче пӳлӗм хум пек куҫать тата унӑн ӳтне авӑккӑн хӑратакан самант пур; анчах кӑштахран пӗтӗмпех хӑйӗн вырӑнне ҫирӗппӗн йышӑнчӗ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Хӗлимун ӑна тӗсесе пӑхрӗ, анчах сӑмаха каланинчен вуншар, ҫӗршер хут ытларах тӗпчесе ыйтакан, ӑшӑ шевле яракан куҫ ҫутине тӳсеймерӗ, пуҫне пӑрчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тарт малтанхи тапӑнӑва сирсе яракан салтак ҫӑмӑллӑхӗпе, савӑнӑҫӗпе тенӗ пек ҫаврӑнчӗ.Тарт обернулся почти с облегчением, с радостью воина, отражающего первый удар.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Вӑл ҫӗрле ҫывӑраймарӗ: пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗксене шухӑша яракан йывӑр канӑҫсӑрлӑх нумайлатрӗ, табак вакланӑ май аллисем ҫӗҫӗ айӗнче сиккелекен татӑксене тӗлсӗррӗн хускатса саланчӑклӑн пуҫтараҫҫӗ.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Хӗвел пайӑркисемпе пӗлӗт пӗрлешсе пулакан тӗссен кӑткӑс эрешӗ ҫапла пӗр-пӗр пӳрте кӗрсе каять те — унӑн шайлашуллӑ ӑш-чикӗнчи йӑлӑхтармӑш пахалӑхсене пӗтерсе хурать; куҫ курать, анчах пӳлӗме палласа илеймест, ҫуттӑн пытанчӑк сӗмӗсем мӗскӗнлӗх хушшинче тӗлӗнтерсе яракан килӗшӳлӗх туса хураҫҫӗ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Карап путассине хыпарлакан тигр евӗрлӗ кушака та, мӗн хушнине итлемесен тӗрӗс ҫулран пӑрса яракан пулла та — вӗҫекенскере, калаҫаканскере, хӑйӗн чарусӑр экипажӗпе ҫӳрекен Вӗҫевҫӗ Голланда та, куҫа курӑнакан мӗлкесемпе тӗшмӗшле паллӑсене, вутӑшсемпе тинӗс хурахӗсене — кӗскен каласан, кӑмӑлланӑ пӗр-пӗр хупахра е ҫилсӗр ҫанталӑкра моряка пушӑ вӑхӑта ирттерме пулӑшакан пӗтӗм халап-юмаха аса илет.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вӑл портра яккӑр яракан мӗн пур карап ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлет: ӑҫта туса кӑларнӑ, ӑҫта тӑвӑла лекнӗ, капитан ячӗ-шывӗ, матроссем…
Грин ҫӗр-шывне хапӑл тусамӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 5–7 с.
Кукам, Агафия Ефремова — Ҫӗрпӳ районӗнчи Тутарла Кӑнаш таврашӗнче пурӑнакан, ҫав яла пуҫласа яракан тутар патӗнче кӗтӳҫре ӗҫлеме пуҫласа, каярах самаях мул пухнӑ Ҫтаппан Ехремӗн хӗрӗ.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Малтан Синопа тӗмӗсем ҫине е вӗсем ҫине ҫакнӑ тирсем ҫине пенӗ, тепӗр икӗ уйӑхран вӑл аслашшӗ ҫӳлелле ывӑтса яракан курӑк ҫыххи ҫине пеме пуҫланӑ.
Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Пирӗн ратра та эрех ӗҫекен, ҫапла ята яракан пулман!У нас в роду тоже не было пьяниц, никто так свою честь не марал!
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Шултра тумламсем ӳкнинчен пуҫласа витререн тӑкса яракан вӑйлӑ ҫумӑр пек, вӑйлӑн алӑ ҫупса, кӑмӑлласа йышӑнчӗ ку сӑмахсене халӑх…
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.