Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япаласен (тĕпĕ: япала) more information about the word form can be found here.
Ку япала ҫуллӑ яшка, чей тата ытти шӗвӗ япаласен кӳллине путнӑ вилӗ чунсенче те пур иккен…

В мертвецкие душ, утопленных в жирных щах, в озерах чая и прочих жидкостях…

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Сунь асатте килчӗ те тӗрлӗрен кулӑшла япаласен каласа кӑтартать.

— Да вот старина Сунь пришел, разные истории рассказывает.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Юнашарах урана тӑхӑнмалли япаласен купи тӑрать.

Рядом возвышалась целая куча обуви.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах вӗсем пытармалли мӗнпур япаласен ҫуррине те турттарма ӗлкӗреймерӗҫ.

Но они не успели перевезти и половины того, что надо было укрыть.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ачасем тӑрӑшсах унта чӑлха тата атӑ пушмак, автомобиль те сигарет, консерв та торт, колбаси, мотоцикл, кофе, кокакола, пичетлекен машинкӑсем тата ҫӳҫ ӳстермелли япаласен ӳкерчӗкӗсене пӗр йӗр сиктерсе хӑвармасӑр ӳкереҫҫӗ.

С тщательностью самой точной дети воспроизводят рекламу чулок, сапог, автомобилей, сигарет, консервов, тортов, колбас, мотоциклов, кофе, кока-кола, пишущих машинок и средств для ращения волос.

Шкулта мӗнле вӗрентеҫҫӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Эпикур хыҫҫӑн пынӑ поэт Лукреций унӑн философине хӑйӗн «Япаласен природи ҫинчен» ятлӑ сочиненийӗнче ҫырса панӑ.

Help to translate

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Вӑл «япаласен природи ҫинчен» ятлӑ пысӑк поэма ҫырнӑ, ҫав поэмӑра Эпикур философӑн вӗрентӗвне ҫырса панӑ, хӑй вӑл Эпикур вӗрентӗвӗ хыҫҫӑн пынӑ.

Help to translate

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

— Материн ӗмӗрхи юхӑмӗ тата курӑнми молекулӑллӑ япаласен майлашӑвӗ.

— Вечное движение материи и соединение невидимых молекулярных тел.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӑл Тит Лукреций Кар, кайран хӑйӗн ятне «Япаласен ҫутҫанталӑкӗ ҫинчен» ятлӑ поэма ҫырнипе вилӗмсӗре хӑвараканни.

Этот был Тит Лукреций Кар, он впоследствии обессмертил свое имя поэмой «О природе вещей».

I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Унта ҫитсен вара, вӑл чул купи айне ӳпӗнтерсе хунӑ кимӗ айӗнче хӑйсем хурса хӑварнӑ япаласен складне тупать.

От водораздела начинается другой ручей, текущий на запад; он спустится по нему до реки Диз и там найдет свой тайник под перевернутым челноком, заваленным камнями.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Япаласен ҫакнашкал лару-тӑрӑвне эпӗ сиенлӗ те усал тесе пӗтӗмлететӗп.

Таковое положение вещей я считаю болезненным и зловещим.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аам ывӑлӗсенчен ӑслӑран та ӑслӑраххисем Земзен авалхи-авалхи ҫырӑвӗсене вулаҫҫӗ те хӑйсенче япаласен тӗшши-пӗлтерӗшне курас пултарулӑха аталантарма пуҫлаҫҫӗ.

Мудрейшие из сынов Аама прочли древние надписи Земзе и стали развивать в себе способность видеть сущность вещей.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Япаласен ҫут ҫанталӑкне туймалли вӑрттӑн пултарулӑх ӑруран ӑрӑва куҫса пырать.

Таинственная способность чувствовать природу вещей — передалась поколениям.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Питех те тӗлӗнмелле пахалӑхпа палӑрса тӑнӑ: вӗсем япаласен пуррилӗхне, хапи-капашне, тӗшши-пӗлтерӗшне инҫетренех пӗлейнӗ-туяйнӑ; ку — пӗр магнит тепӗр магнит ӑҫтине туйнӑ евӗрлех; куҫӗсем вара вӗсен суккӑр пекех пулнӑ.

Они отличались одним необыкновенным свойством: на расстоянии они могли чувствовать присутствие, форму и сущность вещей, подобно тому, как магнит ощущает присутствие другого магнита, — хотя их глаза были почти слепыми.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл пысӑках мар арчана ӳҫрӗ, кукленсех ларса япаласен хушшинче темӗн шырать.

Она раскрыла небольшой ларчик и низко нагнулась к нему, перебирая вещицы.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах Лося вӑл ытарайми ҫак ҫут ҫанталӑка халӗ тин курнӑн туйӑнать, — куҫӗсемпе хӑлхисем уҫӑлчӗҫ, вӑл япаласен ячӗсене пӗлет.

Но Лосю казалось, что только сейчас он увидел эту чудесную природу, — раскрылись глаза и уши, он узнал имена вещей.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗлӗнмелле ҫак азбукӑри япаласен сӑнарлавӗсем хуллен-хуллен шӑва-шава тухаҫҫӗ.

Не спеша плыли изображения предметов этой странной азбуки.

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось марсианран япаласен ячӗсене ыйта-ыйта пӗлет те ҫырса хурать.

Лось спрашивал у марсианина название предметов и записывал их.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӗкленсе тӑратӑн та, чара ҫумӗнчен иртетӗн те — стена тӑрӑх, ухмаха ертекен, сивлек чечексем тӑрӑх япаласен ӗмӗлкисем чупаҫҫӗ, силленеҫҫӗ…

Когда встаёшь и проходишь мимо таза — по стене, по тоскливым, сумасшедшим цветочкам — бегут, колышатся тени предметов.

Ыйхӑсӑр ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Стена обойӗ ҫинче, — япаласен ӗмӗлкисем.

На стене, на обоях — тени от предметов.

Ыйхӑсӑр ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed