Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юмӑҫ the word is in our database.
юмӑҫ (тĕпĕ: юмӑҫ) more information about the word form can be found here.
Ӑшӗ ыратнине пӑхмасӑрах Карлай юмӑҫ панӑ япаласене пуҫтарчӗ те Валтиел хирне тухса утрӗ.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юмӑҫ Карлая ҫула епле тухмаллине, ҫитес ҫӗре епле ҫитмеллине вӗренте пуҫларӗ.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юмӑҫ мӗн хӑтланнине Карлай куҫ хупса хӑраса пӑхса тӑчӗ.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сурса пӗтерчӗ те юмӑҫ кӑмпине шывлӑ курка ҫине ярса сӳнтерчӗ.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юмӑҫ карчӑкпа ҫапӑҫса кайни ырӑпа пӗтмессине туйнӑ пек, Савантер часрах картишӗнчен тухса утрӗ.

Help to translate

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эс, юмӑҫ карчӑк, хуп ҫӑварна! — кӑшкӑрса ячӗ те Карлай карчӑка аллипе тӗкрӗ.

Help to translate

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ҫав юмӑҫ карчӑк патӗнче пурнать.

Help to translate

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак юмӑҫ карчӑк патӗнче пытанса пурӑнать иккен!

Help to translate

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кам пӗлес пур, тем тытать-ха пӗтме маннӑ юмӑҫ карчӑк хӑй ӑсӗнче?

Help to translate

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй ӑшӗнче: «Иккӗмӗш Кӗлсулттан-тупӑнчӗ мар-и! — терӗ. — Акӑ, ватӑлать те юмӑҫ пулать, пӗтӗм усал-тӗселпе ҫыхланса каять. Кӗлсулттан пекех».

Help to translate

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав кунхине Укапи ҫак юмӑҫ карчӑкне хӑй аллипе ҫурса тӑкас патнех ҫитнӗччӗ.

Help to translate

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӳршӗ ачи чирлесе ӳксессӗн вӑл виҫӗ кун кӗлӗ вуларӗ, шывпала юмӑҫ пӑхрӗ.

Help to translate

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрне-пӗри юмах каласа паратчӗҫ, пӗрле юмӑҫ пӑхатчӗҫ, ӗмӗтленетчӗҫ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку вара шывпа юмӑҫ пӑхать.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах нимле юмӑҫ та Ҫук тӗппипе калакан: «Пӗрре сывӑ Урха та», «Тепре пӳлет утаман».

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Темӗнле кӗтсен те, тем тусан та (Лена ку хуйхӑпа пӗрре ҫеҫ мар тухтӑрсем патӗнче пулчӗ, Павӑл амӑшӗ ӳкӗтленипе юмӑҫ патне те ҫитсе пӑхрӗ), пулмарӗ Ленӑпа Павӑлӑн иккӗн выртса виҫҫӗн тӑрасси, тӑван пепкене утьӑкка сиктерсе, унпа выляса-кулса киленесси.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Йывӑҫ кӑмрӑк вучӗ — юмӑҫ вучӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫавӑнтах тӗрлӗрен фокусниксем, рак хуранӗпе, попугайпа е тата шӑшисемпе юмӑҫ пӑхакансем вӗтеленсе ҫӳреҫҫӗ, халӑха хӑйсем патне йыхӑраҫҫӗ.

Тут же шныряли фокусники, гадалки с раковиной, попугаем или мышами.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кунтан пӗр сакӑр ҫухрӑмра, Атмалкассинче, пӗр чаплӑ юмӑҫ — Маки Микули карчӑкӗ пурӑнать (ӑна Магницкий те хӑй кӗнекинче мухтаса асӑннӑ), вӗрӳ-суру чӗлхисене питӗ ӑста пӗлет, ҫавӑнтан ҫырса илкелерӗм…

Help to translate

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ӗлӗкрех пулсан, тен, ӑна чаплӑ юмӑҫ теме юрӗччӗ, анчах ку юмӑҫ-старик евӗрлӗ мар, питӗ вашават калаҫать…»

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed