Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑлкаласа (тĕпĕ: шӑлкала) more information about the word form can be found here.
Амӑшӗ куҫне шӑлкаласа ӗсӗклет, хӗрачине вырӑсла темӗн калать.

Help to translate

Ҫӗнӗ тус Катя // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӳрте Катя амӑшӗ йӗтӗн ҫеҫки пек илемлӗ куҫне тутӑр вӗҫӗпе шӑлкаласа кӗчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ тус Катя // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Наҫтиҫ питне-куҫне тутӑр вӗҫӗпе шӑлкаласа илчӗ те, карта урлӑ каҫса, хуллен килнелле утрӗ.

Help to translate

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫук ӗнтӗ Ҫтаппан пиччу, — тет вӑл тӗксӗмленнӗ куҫне шӑлкаласа, — кӗслине те паян пӗр пӑт ҫӑнӑхпа Чӑрӑшкасси ҫыннине парса ятӑм.

Help to translate

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аннепе аппа куҫӗсене шӑлкаласа тараҫҫӗ.

Help to translate

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне, куҫне кӗпе ҫаннипе шӑлкаласа, атте хыҫҫӑн кӗчӗ.

Help to translate

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫук, урӑх ҫӗре тарнӑ пулӗ, — терӗ юлашкинчен стражник, тарлӑ ҫамкине тутӑрпа шӑлкаласа.

Help to translate

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте тарлӑ питне шурӑ кӗпе аркипе шӑлкаласа илет.

Help to translate

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пичче хура мӑйӑхлӑ тутине, аллисене питшӑллипе шӑлкаласа сӗтел хушшинчен тухнӑ чух ҫапла каларӗ:

Help to translate

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мана курсан, пичче ман пата кулкаласа пычӗ, шурӑ кӗпе ҫаннипе ӑшӑрханӑ пит-куҫне шӑлкаласа илнӗ хыҫҫӑн тӑрӑхласа ыйтрӗ:

Help to translate

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мана пуҫран шӑлкаласа илетчӗ те ҫӑпатине тирме тытӑнатчӗ.

Help to translate

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Санӑн ҫынсен умӗнче ҫӗрулми ҫисе сухална шӑлкаласа лармалла ҫеҫ тет.

А ты перед ними будешь уплетать эту картошку, хвалить и бороду потирать.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сетруна армутирен ҫыхнӑ шӑпӑрпа ун-кун шӑлкаласа илнӗ те каллех аппӑшӗ патне пынӑ.

Сетруна с готовностью схватила полынный веник и, махнув им раза три по углам, снова прильнула к сестре.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ёнер Иван Петрович патӗнче хӑнара пултӑм, — тет тиек пӑртакран тутисене шӑлкаласа.

— Вчера я в гостях у Ивана Петровича был, — довольно утирая губы, говорит наконец дьяк.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эсӗ хӑвӑн тракторупа гектар хыҫҫӑн гектар сухалатӑн, ҫул хӗрринче аҫу савӑнса, сухалне шӑлкаласа тӑрать, пӗрремӗш хут трактор курнӑ пек чупса тухать, унтах тата хӗр тантӑшсем, енчен-енне куҫса, плуг хыҫҫӑн ҫур ҫухрӑм тӑршшӗ утса пыраҫҫӗ.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Апла Алексей таврӑнать иккен, — терӗ вӑл, саппун аркипе куҫҫулне шӑлкаласа.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗчӗк ача евӗр хӗпӗртесе ӳкнӗ Петӗр ӗнтӗ машини патӗнчен хӑпа пӗлмест, паян ҫеҫ машинӑпа ҫӳреме ирӗк илнӗ пек, ӑна тӑла татӑкӗпе шӑлкаласа кӑна тӑрать.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй, сухалне шӑлкаласа, ҫемҫен кулчӗ:

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне лашине чарсан, вӑл аран-аран лав ҫинчен анчӗ те, тумтирне тусантан шӑлкаласа, укӑлча патнелле уксахласа утрӗ.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тукай мӑрса манчӗ пире, хӑйӗн шанчӑклӑ ҫыннисене ниҫта та чӗнмест, — кулса мӑйӑхне шӑлкаласа калаҫрӗ ватӑ хусах.

Help to translate

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed