Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗленче леш енче — хӗрлӗ, кӑвак, шупка хӗрлӗ, сенкер темӗнле япаласем; халиччен курма хӑнӑхман вӗсен кашнин ӗлкинче Коркин хӑйӗн ӳт-кӗлеткин япалисене паллать тейӗн.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.
Килӗнче Стомадор пуҫне ялан тенӗ пекех кӑвак ҫаврашкаллӑ хӗрлӗ тутӑр ҫыхса ҫӳрет; унӑн пӗр кӗтесӗ хӑлхи ҫине выртнӑ, ҫавна пула старикӗн пӑчӑран шуранкаланнӑ, сарлака питне шупка хӗрлӗ сӑн ҫапнӑ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫапла вӑл ҫывӑракан пӗчӗкҫӗ хӗрачан сарӑ ҫӳҫӗ пайӑркисене тата шупка та хӗрлӗ сӑн-сапатне виҫӗ минута яхӑн тинкерсе пӑхса тӑчӗ.Так простоял он минуты три, рассматривая белокурые локоны и розовое лицо спящей девчурки.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Саккӑр иртни тӑватӑ минут, — терӗ юлашкинчен пӗркеленчӗклӗ, шупка хӗрлӗ пит ҫӑмартиллӗ, калаҫма юратакан ҫын.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫав хушӑрах, тӗнчери мӗн пур ҫуртран чи чаплӑраххи пирки нимӗн те чухла-масӑр, иртен-ҫӳрен хаҫатсем туянать, вӑл, Тиррей, иртсе пыракан чӳречесен тӗлне пирус тӗпӗсене пӑрахаҫҫӗ, вӑл вара Урания Тальбергпа тӗл пуласран га хӑрать, мӗншӗн тесен ылтӑн кушаксемпе, шупка хӗрлӗ сӑнсемпе тулса ларнӑ хӗрлӗ-сарӑ хӑна пӳлӗмӗн чуна килӗшекен пайӑркисем гувернантка ҫинче те йӑлтӑртатаҫҫӗ.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Настурци тӗслӗ кавире сикекен ылтӑн кушаксен кӳлеписемпе капӑрлатнӑ, симӗс хрусталь люстра — кивӗ ылтӑн тӗслӗ, йӑваласа тунӑ розетка варрине ҫакса хунӑскер, пархӑт портьерӑсем, хӗрлӗ йывӑҫ сӗтел-пукан — шупка хӗрлӗ атласпа ҫапнӑскер, — ҫаксем Давенанта шутсӑр хытӑ килӗшеҫҫӗ, ҫавӑнпах унӑн шиклӗхӗ тамалчӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗ; ҫурҫӗрӗн чирлӗ пек шупка, ыйхи вӗҫнӗ каҫӗсем ҫак вӑхӑтра хӑвӑрт тӗттӗмленеҫҫӗ, ҫӗрпе вӑрмана вун иккӗрен пуҫласа иккӗччен сӗм-тӗттӗмлӗхе путараҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Ҫӑтмах пек илемлӗ сӑнлӑ, ун ҫийӗн ылтӑн та шупка кӗрен пӗлӗтсем ише-ише иртеҫҫӗ; каҫсерен вара Канабелльрен майӗпен-чеен ыйта-ыйта тӗпчетӗп: мӗнлерех пурӑнаҫҫӗ хулара, ытти тем те пӗр…
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Маччасем, стенасем, кавирсем, чӳрече хашакисем пӗтӗмпех пульницан хӗвеллӗ кунхи палатисене аса илтерекен шупка сӑрӑсен пӗр евӗрлӗхӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
Ытларах левкойпа шупка хӗрлӗ гвоздика; вӗсен эрешлӗ, ҫутӑ кавирӗсем пирӗн тавра тӑсӑлаҫҫӗ, лайӑх сӑрланӑ, ҫӳллӗ чул карта патӗнче нарциссен пӗчӗк уйӗсемпе вӗҫленеҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
— Ҫакна та шута илнӗ! — кӑшкӑрса ячӗ те Тенброк иккӗмӗш чӳрече патне ыткӑнчӗ, «Самантлӑх ҫул ҫӳрев» фирмӑн тӗксӗм шупка кӗленче саппасӗ ҫителӗклӗ иккенне тепӗр хут курса ӗненчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.
Чӳрече — тӗксӗм шупка кӗленчерен.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.
Мард малтан шывпа хутӑштарса чернилне шупка тӗсе ҫитерчӗ, унтан пергамент ҫине ҫырма пикенчӗ:Мард развел чернила водой, сделав их совсем бледными, и написал на пергаменте:
Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.
Сарӑ ҫӳҫлӗ, йӑрӑс пӳллӗ Лей ӑна хирӗҫ ларнӑ та — хӗрлӗ эрех сыпа-сыпа шупка хӗрлӗ мӑйне сӑтӑркалать.Белокурый, стройный Лей сидел против него и, растирая розовую шею, прихлебывал красное вино.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.
Вара вилӗм пек шупка бельги юнашар пырса тӑчӗ.Тогда подошел и встал рядом с ним бледный, как смерть, бельгиец.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
Аса илӳ манра чура хӗрсен тӗттӗм аллисене, ылтӑн йӑлтӑртатӑвне тата урайӗнче хулӑн сийпе сапаланнӑ шупка кӗрен кӗл чечек ҫулҫисен ҫавра ҫилӗсене сыхласа хӑварнӑ; унта ҫамрӑк хӗрсен кӗтӗвӗ тимпанӗсене сире-сире ҫӗклесе кӑнттам ӳсӗрлӗхе ташӑсен чӗтревӗпе тата мӗлтлетӗвӗпе ҫутатать.
Гладиаторсем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 93–97 с.
Вӑйӗ хушӑнчӗ те — Роберт тӗттӗмленнине, шӑплӑха тата никам ҫуклӑха асӑрхарӗ, анчах пӗчченлӗхшӗн пачах та пӑшӑрханманнӑн анӑҫалла питӗ тимлӗн тинкерчӗ; унта самантсерен путса шупка кӗрен-пӑхӑр тӗслӗ ҫаврашка сӳнет.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
Картишсенчен пӗринче тӳрӗ-кӳпчек сӑнлӑ тӗреклӗ арҫын тӑнӑ та — каткари апата лачӑлтаттарса ҫиекен шупка хӗрлӗ хӑлхаллӑ сыснине сӑнать.
IV. Сысна. Икӗ «арӑслан» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.
Тӗсӗ — хӗрлӗрех хӑмӑр, шупка кӗренрех.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Ҫӗрле тӑрсан Рене яланах пӗр ӳкерчӗк курать; шалти шупка ҫутӑпа ялкӑшакан чӳрече; решетке мӗлкипе пӗрле картишелле ҫине-ҫинех тепӗр мӗлке ӳкет, — унта хӑйӗнни пирки уйланса Шамполион утса ҫӳрет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.