Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑтаймарӗ (тĕпĕ: чӑт) more information about the word form can be found here.
Ҫак сӑмахсене калаймасӑр чӑтаймарӗ Василий Викторович, анчах хӑй ларакан туратах касса ячӗ вӑл.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Хрестук, хӑвах каларӑн, пултаруллӑ, ӑслӑ хӗр, — ашшӗне пӳлмесӗр чӑтаймарӗ ывӑлӗ.

Help to translate

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иливан чӑтаймарӗ, пусма вӗҫӗнчен анса хапха патнелле утрӗ, урама тухрӗ.

Help to translate

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан ик эрнене яхӑн кӗл чӑххи пек килте ларнӑ хыҫҫӑн чӑтаймарӗ, амӑшӗн кив кӗрӗкне тӑхӑнсах картишне тухрӗ.

Help to translate

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та хӑй тепӗр ыйту памасӑр та чӑтаймарӗ.

Help to translate

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кусем тутарсенчен те ытларах сӑптӑрасшӑн курӑнать, — каллех чӑтаймарӗ Теней.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сӑр леш енче пулма тивӗҫ ӗнтӗ вӑл усал мӑнастир, — хӑйӗн шухӑшне каламасӑр чӑтаймарӗ Аттеней ашшӗ.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Черемисинов вара чӑтаймарӗ, калас мар тесе шутланӑ япалана каласа хучӗ:

Help to translate

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та мӑрса чӑтаймарӗ, хӑйӗн тӗкӗрҫисем умӗнче кӑшкӑрса ячӗ:

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вырӑссене хӑваласа ярсан эпир ясака пӗтеретпӗр-и вара, аслӑ Али хан? — хӑй тахҫанах шутланине ыйтмасӑр чӑтаймарӗ Мамич-Бердей.

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнтах ӑна асӑрхаттармасӑр та чӑтаймарӗ:

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫапах та эс эшкерне ертсе ан пыр, — калас сӑмаха каламасӑр чӑтаймарӗ Ятламас.

Help to translate

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сарье куҫран ҫухалсан каччӑ чӑтаймарӗ курӑнать, кӗҫӗн алӑкпа пахчана тухрӗ, тӗкме карта урлӑ каҫса майӗпен ял хыҫӗнчи сӑрт ҫине хӑпарма пуҫларӗ.

Help to translate

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тахӑшӗ чӑтаймарӗ, тем те пӗлекен, ыранхине, пулассине курса тӑракан мулларан (мулла-и вӑл, мӑрса-и, аллах янӑ ырӑ ҫын-и — пур пӗрех мар-и, чунсене ҫеҫ лӑплантартӑр ҫак синкерлӗ вӑхӑтра!) Салтыков тумтирӗпе мӗн тӑвасси ҫинчен ыйтрӗ.

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сарри, учӗ ҫинче шарламасӑр лараканскер, чӑтаймарӗ, хӑйӗн хуйхине каласа пачӗ.

Help to translate

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пайта пулнӑ-тӑр, ҫавӑнпа тӑрӑшнӑ пуль, — сӑмах тӗртсе илмесӗр чӑтаймарӗ ҫамрӑк мӑрса.

Help to translate

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кам вара вӑл, ҫынни хамӑр ялсемех-и? — ыйтмасӑр чӑтаймарӗ кинӗ.

Help to translate

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чунӗ чӑтаймарӗ пулӗ ҫав, Хабиба кун хыҫҫӑн ман ҫутӑ кун курма юрамасть тесе ҫакӑнса вилчӗ пулӗ.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс манпа йӗкӗлтешсе калаҫатни, Аттеней, е чунтанах калатӑн ҫакна? — чӑтаймарӗ Иливан.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ун вырӑнне ыттисем, патша хыҫҫӑн пыракан ҫамрӑк улпутсем, мӗнле чипер! — хӗрарӑмсен чӗлхи вӗҫерӗннине кура каламасӑр чӑтаймарӗ тепри.

Help to translate

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed