Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑмӑртаса (тĕпĕ: чӑмӑрта) more information about the word form can be found here.
Упӑтенни пек кӗске кӗлеткине пӗр ҫӗре чӑмӑртаса, вӑрӑм аллисемпе урайне тӗренсе Микки ҫӗре хутланса ларать.

Подобрав по-обезьяньи свое короткое тело в один комок, Микки, опираясь руками о пол, садится.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ятман старике ҫӳлелле ҫӗклеме хатӗрленнӗ пек чавсасенчен чӑмӑртаса тытрӗ те ним калама пӗлмесӗр «Ай, Михала пичче! Ай, Михала пичче!» тесе тӑчӗ.

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аннепе атте, Валентина Ивановнӑпа Николай Дмитриевич Герасимовсем, сакӑр ача ҫуратса ӳстернӗ, тивӗҫлӗ воспитани панӑ, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑларнӑӗ Ҫемьере пӗр чӑмӑра чӑмӑртаса тӑраканӗ, пурне те ҫепӗҫ кулӑпа ӑшӑ туйӑм парнелекенӗ — анне, ырӑ кӑмӑллӑ чӑваш хӗрарӑмӗ.

Help to translate

Эсир пурри – хисепре ялан // А.Калюкова. http://kasalen.ru/2022/10/18/%d1%8d%d1%8 ... %b0%d0%bd/

Хуҫалӑха ҫирӗп алӑра тытса, коллектива пӗр ҫӗре чӑмӑртаса аталану ҫулӗпе ертсе пыма тата килти хуҫалӑха тивӗҫлӗ шайра тытса пыма мӗнле вӑй-хӑват ҫитерет-ши?

Help to translate

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Ҫук, чышкине чӑмӑртаса хакимсем хыҫҫӑн чупмарӗ Тукай, чи усал сӑмахсемпе вӑрҫса та юлмарӗ вӗсене.

Help to translate

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пӗтрӗ-и? — терӗ Северьян хӗр ача аллине хыттӑн чӑмӑртаса.

Help to translate

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку сӑмахсене илтсен халиччен ним чӗнмесӗр ларакан йӗкӗт, Сарыевӑн аслӑ ывӑлӗ, нар пек хӗрелсе кайрӗ те чышкисене чӑмӑртаса Бурнаш умне сиксе ӳкрӗ.

Help to translate

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сывпуллашнӑ пек туса, Павӑл хӗрарӑм аллине чӑмӑртаса илчӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ахтупай сӑмах тавӑрса калас вырӑнне ӑна тӗттӗмре хыттӑн чӑмӑртаса илчӗ.

Help to translate

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хуҫа Тукай чӑмӑртаса ыраттарнӑ аллине суллакаласа лаша пуҫӗнчи сӳс йӗвене хывса илчӗ (ӑна лашапа пӗрле пама юрамасть, унсӑрӑн килте лаша выльӑх ӗрчемест), ун вырӑнне Тукай аллинчи тем пек илемлетсе пӗтернӗ чӗн йӗвене тӑхӑнтартрӗ, сӑхман аркипе чӗркесе тытнӑ чӗлпӗре Нухрата пачӗ.

Help to translate

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ай тур, пичче, сана мӗнле тав тума пӗлем-ши? — терӗ ҫул ҫинче Альпи Ахтупая аллинчен чӑмӑртаса.

Help to translate

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шерпике, куракансене ытларах култарас тесе, чышкисене чӑмӑртаса, татах Ухтеркке патне виркӗнчӗ:

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку листана вӑл чӑмӑртаса лӳчӗркенӗ, курӑнать.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑй халӗ Ҫӗпӗрти правительство членӗ пулса ларчӗ, сутӑнчӑк! — хаҫата чӑмӑртаса ывӑтрӗ Алюнов.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Витя, Витя, ывӑлӑм, ачам! — кӑшкӑрчӗ Елюк, ачине чӑмӑртаса.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пач хускалмасӑр, пӑшалне шӑппӑн чӑмӑртаса — Стар ун тӗлӗнчен мӗлтлетсе иртнӗ сӑн-пите шухӑшӗнче сӑнарларӗ, унра хаярлӑхпа тӑнсӑрлӑх ҫуккишӗн самаях тӗлӗнет; ҫав сӑнра — ытти ҫын сӗмӗсемех, тӗмсӗлсе сӑнасан хӑйне евӗрлӗ илем те ҫук мар.

Неподвижный, тихо сжимая ружье, Стар мысленно рассматривал мелькнувшее перед ним лицо, удивляясь отсутствию в нем свирепости и тупости — то были обычные человеческие черты, не лишенные своеобразной красоты выражения.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Нимӗн те ӑнлантараймасӑр, ӑнлантарупа лӑпкӑлӑх шырамашкӑн аппӑшӗ патне васкавлӑн халех каймаллине пӗлсе, — унсӑрӑн ирччен вилсе выртать е ӑсран тайӑлать, — Джесси вырӑн ҫинче чӗркуҫленчӗ те ҫырӑва сӗтел сунтӑхне, минтер айне, кӗнеке хушшине пытарма пикенчӗ, ӑна тӗлсӗррӗн пӗрре кӑларать, тепре унта-кунта хурать; акӑ тинех хӑйне алла илчӗ, ҫырӑва чӑмӑртаса тытнӑскер, анкӑ-минкӗленнӗскер кравать ҫинчен тӑчӗ, тепӗртакран урайне анчӗ те пушмакне тӑхӑнчӗ.

Ничего не объясняя, зная лишь, что должна немедленно спешить к сестре за объяснением и успокоением, — иначе умрет до утра или лишится рассудка, — Джесси встала в кровати на колени и начала прятать письмо в стол, под подушку, в книгу, вынимая и перемещая его без цели, пока не опомнилась, тогда, стиснув письмо, она покинула кровать и надела туфли.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Чипер юлӑр, — терӗ вӑл Детрей аллине ҫирӗппӗн чӑмӑртаса.

— До свиданья, — сказал он, крепко пожимая его руку.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кӑкӑрӗ ҫумне пысӑк ҫыхха чӑмӑртаса тытса, — унран темиҫе кӗл чечек усӑннӑ, акӑ вӗсем ҫӗре ӳкрӗҫ, — иккӗмӗш Джесси савӑнӑҫлӑн хуравларӗ:

Прижимая к груди охапку, из которой уже свесились, а затем выпали несколько роз, вторая Джесси ответила:

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫапла пӗр авӑк аллисене чӑмӑртаса, шӑлне ҫыртса чӗри лӑпкӑн тапма пуҫличченех выртрӗ.

Так она лежала, стиснув руки и зубы, пока не улеглось сердцебиение.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed