Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лашине хӳме ҫумне кӑкарчӗ те ман пата кӗчӗ, эпӗ ӑна чей ӗҫтертӗм; хурах пулин те, манӑн хӑначчӗ-ҫке-ха вӑл.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӳме ҫумӗпе утса пыратӑп та ҫапла, сасартӑк тем калаҫкаланине илтетӗп: пӗр сассине тӳрех уйӑрса илтӗм: вӑл чарусӑр Азамат сассиччӗ, хамӑр хуҫа ывӑлӗ; тепри вара сайрарах та хуллентерех калаҫать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Салтаксем хӳме ҫине улӑхса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, хурахсем чакса пыраҫҫӗ.
XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хурахсем вӗсем ҫине пӑшалпа, пистолетсемпе переҫҫӗ, алла пуртӑсем илчӗҫ, хӳме ҫине урнӑ пек тапаланакан салтаксене хирӗҫ ҫапӑҫма пуҫларӗҫ.
XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӗр ҫӗр аллӑ салтак вӑрмантан сиксе тухрӗҫ те, кӑшкӑрса хӳме патнелле вӑркӑнчӗҫ.Человек полтораста солдат высыпало из лесу и с криком устремились на вал.
XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Степан ҫӗр хӳме тӑрӑх уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ.
XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сӗм вӑрман варринчи пӗр ансӑркка айлӑмра ҫӗре чавса хӳме тата тӗкме тытса ҫавӑрнӑ пӗчӗк укреплени курӑнса тӑнӑ.
XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл кунта пурӑннӑ вахӑтра хӳме ҫуммипе лартса тухнӑ хурӑнсем халӗ ӳссе, пысӑк, лапсӑркка йывӑҫсем пулса тӑнӑ.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унтан колхозсем тунӑ, лайӑхрах пурӑнма тытӑннӑ, ачасем валли ҫак ача садне туса, ун тавра тирпейлӗн хӳме тытса ҫавӑрнӑ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ытлашши шутламасӑрах паллӑ: ҫак симӗс хӳме варринче ача сачӗн илемлӗ ҫурчӗ йӑтӑнса ларнӑ пулнӑ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Батарейӑн огневой позицийӗ темӗн пысӑкӑш улмуҫҫи садӗнче, кӑвак чултан купаласа тунӑ питӗ вӑрӑм та тӗксӗм хӳме хыҫӗнче пулнӑ.
22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Сан ҫине — чул хӳме ҫине шаннӑ пекех шанатӑп.
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Аркадий мопедне сӳнтерсе темле хӳме хыҫне пытанма васкарӗ.
Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив
Вӗсем пурте, хӳме витӗр пӑхса, пӑчланнӑ ачасене хисеплесе, хуллентерех сӑмахларӗҫ: хӑйсем юлашки хут ӑна курнӑ чухне вӑл мӗн-мӗн тунине тата Джо мӗн каланине асӑнчӗҫ.
17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӗр самантрах вӑл картишнелле чупса тухрӗ те индеец пек, урнӑ манерлӗ хӑтланма тапратрӗ: кӑшкӑрашрӗ, ахӑлтатса кулчӗ, арҫын ачасем хыҫҫӑн хӑваласа ҫӳрерӗ, шикленмелле хӑрушшӑн хӳме урлӑ тапа-тапа сикрӗ, пуҫхӗрлӗ утса ҫӳрерӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, тӗрлӗрен паттӑрла ӗҫсем туса хӑтланчӗ, хӑй пӗрмаях Бекки еннелле пӑхкаларӗ — вӑл пӑхать-ши, пӑхмасть-ши тесе шухӑшларӗ.
12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Арҫын ачасем пурте Тома шутсӑр кӗвӗҫрӗҫ, хӳме шуратнӑ чухне пуҫтарнӑ ырлӑхпа сарӑ тата хӗрлӗ билечӗсене улӑштарнӑ ачасем пуринчен те ытларах вӗчӗрхенчӗҫ.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл ҫуха вара хӳме пекех туйӑнать, ҫавӑнпа та директор ирӗксӗрех пӗрмай малалла ҫеҫ пӑхма пултарать, аяккалла пӑхас тесен, унӑн пӗтӗм пӗвӗпе ҫаврӑнма тивет.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унтан вӑл каллех ҫаврӑнса килчӗ те темӗнле майлӑ та хуҫкаланса, мӗн каҫ пуличченех хӳме ҫумӗнче ҫапкаланса ҫӳрерӗ.После этого он вернулся к забору и слонялся около него до самой темноты, ломаясь по-прежнему.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл урине алӑк сули ҫине ярса пуссан, Том йывӑррӑн сывласа илчӗ, анчах сасартӑк унӑн пит-куҫӗ ҫуталса кайрӗ: алӑк витӗр кӗрсе ҫухаличченех хӗрача каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те хӳме урлӑ кӑвак чечек ывӑтса ячӗ.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том хӳме урлӑ каҫрӗ те вӗҫтере пачӗ.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.