Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Сион хӗрӗн чаплӑ илемӗ пӗтӗмпех сӳнчӗ; унӑн ҫулпуҫӗсем — улӑх тупайман пӑлансем пек; вӗсем, халтан кайнӑскерсем, хӑвалакан умӗнче пыраҫҫӗ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Халӑхӑм хӗрӗн хурлӑхӗ пирки хурланатӑп эпӗ, салхуллӑ ҫӳретӗп, хӑрушлӑх ҫавӑрса илчӗ мана.21. О сокрушении дщери народа моего я сокрушаюсь, хожу мрачен, ужас объял меня.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ман халӑхӑм хӗрӗн суранӗсене ячӗшӗн ҫеҫ сиплеҫҫӗ, «тӑнӑҫлӑх, тӑнӑҫлӑх!» теҫҫӗ те — тӑнӑҫлӑхӗ ҫук та.11. И врачуют рану дочери народа Моего легкомысленно, говоря: «мир, мир!», а мира нет.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пушхирти Селӑран ҫӗрӗн хуҫине Сион хӗрӗн тӑвӗ ҫине путексем ярса парӑр; 2. ӗнтӗ Арнон кӗре каҫҫи хӗрринче Моав хӗрӗсем йӑвинчен кӑларса ывӑтнӑран аташса ҫӳрекен кайӑк евӗрлӗ пулӗҫ.
Ис 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн пур ӗҫӳ ҫинчен те [Сион хӗрӗн хапхи умӗнче] пӗлтерсе тӑрас тесе эпӗ Ҫӳлхуҫа Турра шанса тӑратӑп.На Господа Бога я возложил упование мое, чтобы возвещать все дела Твои [во вратах дщери Сионовой].
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Патша хӗрӗн мӗнпур чапӗ — унӑн чӗринче; унӑн тумтирне ылтӑнпа тӗрленӗ; 15. чеченленӗ хӳхӗм тумпа ӑна Патша патне илсе каяҫҫӗ; ун хыҫҫӑн Сан патна хӗрсене, унӑн тус-хӗрӗсене, ертсе пыраҫҫӗ, 16. савӑнса, хавасланса пыраҫҫӗ, Патша керменне ҫитсе кӗреҫҫӗ.
Пс 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14-15. Эй Ҫӳлхуҫа, хӗрхенсемччӗ мана; хама курайманнисенчен эпӗ епле асап тӳснине курсамччӗ, — Хӑвӑн пур мухтавлӑ ӗҫӳ ҫинчен Сион хӗрӗн хапхи умӗнче пӗлтермешкӗн Эсӗ мана вилӗм хапхинчен кӑлартӑн: ӗнтӗ Эсӗ ҫӑлнӑшӑн савӑнам.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӗрарӑма илем кӗртес тесе мӗн тумаллине туса ҫитерсен, хӗрсене вуникӗ уйӑх хушши хатӗрлесен — шӑпах ҫак вӑхӑт хушши сӗрӗннӗ вӗсем: ултӑ уйӑх мирӑ ҫӑвӗпе, ултӑ уйӑх ырӑ шӑршӑллӑ ҫусемпе тата тӗрлӗ сӗрӗшпе сӗрӗнсен — 13. хӗрӗн Артаксеркс патша патне кӗмелли вӑхӑт ҫитнӗ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ Рагуила пӗлетӗп, Моисей саккунне хирӗҫлесе вӑл хӑй хӗрне ниепле те ют ҫынна парас ҫук; апла тӑвас пур, вӑл вилӗме тивӗҫлӗ пулӗччӗ; хӗрӗн еткерлӗхӗ никама та мар, сана тивмелле, тенӗ.
Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпӗ ун ҫинчен сӑмах пуҫарам, ӑна сана качча паччӑр; ҫав хӗрӗн еткерлӗхне сана пӳрнӗ, мӗншӗн тесессӗн ун ӑрӑвӗнче арҫын эсӗ анчах, хӗрӗ вара илемлӗ те, ӑслӑ та.
Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Шӑпах ҫав кунхине Миди ҫӗрӗнчи Екбатан хулинче Рагуил хӗрӗн Саррӑн та хӑй ашшӗн хӗрарӑм тарҫисенчен йывӑр сӑмах илтсе хурланмалла пулнӑ: 8. Сарра качча кайса ҫичӗ ара ҫитнӗ, анчах та усал сывлӑш Асмодей унӑн упӑшкисене арӑмӗпе хутшӑничченех вӗлерсе пынӑ.
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Баал-Ханан вилсессӗн ун вырӑнне Гадар патшана ларнӑ; ун хули Пау ятлӑ; арӑмӗн ячӗ Мегетавеель, вӑл Мезагав хӗрӗн Матредӑн хӗрӗ пулнӑ.
1 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Саул хӗрӗн Мелхолӑн вара хӑй виличчен те ача пулман.23. И у Мелхолы, дочери Сауловой, не было детей до дня смерти ее.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вооз каланӑ: Ноеминь анине илсессӗн, Моав хӗрӗн Руфӗн анине те туянма тивет вара, тӑлӑх арӑм вӑл; вилнӗ хурӑнташӑмӑрӑн ячӗ унӑн ҫӗрӗнче ан ҫухалтӑр тесе, санӑн унӑн арӑмне качча илмелле, тенӗ.
Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара, [хӗрӗн кӑмӑлне ҫырлахтарса,] Халев ӑна тури ҫӑлсемпе анатри ҫӑлсене панӑ.И дал ей [Халев по желанию ее] источники верхние и источники нижние.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Кам та кам ҫураҫман хӗре тӗл пулса ярса тытсассӑн, унпа пӗрле выртсассӑн, вӗсене асӑрхаса тытсассӑн, 29. хӗрпе выртнӑ ҫыннӑн хӗрӗн ашшӗне аллӑ [сикль] кӗмӗл памалла, хӗрӗ вара унӑн арӑмӗ пултӑр, мӗншӗн тесессӗн лешӗ ӑна пӑсӑка кӑларнӑ; хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑл арӑмӗнчен уйӑрӑлаймӗ.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Кам та кам авланса арӑмӗ патне кӗрет те ӑна курайми пулать пулсассӑн, 14. ӑна пӑсӑлнӑ хӗр тесе, унӑн ятне ярса: «эпӗ ҫак хӗре качча илсе ун патне кӗтӗм те унӑн хӗрлӗхне тупмарӑм» теет пулсассӑн, 15. кӗҫӗн ҫыннӑн ашшӗпе амӑшӗ хӗрӗн хӗрлӗх паллисене хуланӑн аслӑ ҫыннисем умне хапха патне илсе тухчӑр; 16. кӗҫӗн ҫыннӑн ашшӗ аслӑ ҫынсене калатӑр: хамӑн хӗрӗме эпӗ ҫак ҫынна качча панӑччӗ те, [халӗ] вӑл ӑна курайми пулнӑ, 17. ӗнтӗ вӑл [ун ҫинчен]: «эпӗ санӑн хӗрӳн хӗрлӗхне тупмарӑм» тесе ят ярса ҫӳрет; ман хӗрӗмӗн хӗрлӗх паллисем акӑ, тетӗр.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Асир ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Имнаран — Имна ӑрӑвӗ, Ишваран — Ишва ӑрӑвӗ, Верияран — Верия ӑрӑвӗ; 45. Верия ывӑлӗсенчен: Хевертан — Хевер ӑрӑвӗ, Малхиилран — Малхиил ӑрӑвӗ; 46. Асир хӗрӗн ячӗ Сара; 47. Асир ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: аллӑ виҫӗ пин те тӑватҫӗр ҫын.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Аҫу арӑмӗн хӗрӗн ҫарамасне, аҫунтан ҫуралнӑскерӗн ҫарамасне, ан уҫ; вӑл [аҫу урлӑ] санӑн йӑмӑку пулать, унӑн ҫарамасне ан уҫ; 12. Аҫу аппӑшӗн, йӑмӑкӗн ҫарамасне ан уҫ, вӑл санӑн аҫупа пӗртӑван.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Оливемӑн — Ана хӗрӗн, Исав арӑмӗн — пуҫлӑхӗсем ҫаксем.
Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.