Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпарнӑ (тĕпĕ: хӑпар) more information about the word form can be found here.
Янкӑр тӳпене хӑпарнӑ сар хӗвелӗн ҫут пайӑркисем ҫӗр ҫине ылтӑн ука пек ярӑмӑн-ярӑмӑн сапаланаҫҫӗ.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь ҫеҫ вӑрман хӳтлӗхӗнчен йӑпшӑнса хӑпарнӑ хӗвел хӑйӗн ҫутӑ та ӑшӑ пайӑркисене ним шеллемесӗр ҫӗр ҫине сапалать.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗресе хӑпарнӑ ҫиллине шӑнараймасӑр, куҫ тӗлне никам пулманшӑн тарӑхса, ула йыттине пырса тапрӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗресе хӑпарнӑ ҫиллине шӑнараймасӑр, ним калама аптраса, хапха умӗнче тӑрса юлчӗ вӑл.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анаталла пӑхсан, чи малтан, айлӑмра, Атӑла юхса кӗрекен шыв хӗрринче, хӗрлӗ кирпӗчрен тунӑ илемлӗ чиркӳ курӑнса кайрӗ, таҫта аякра, сылтӑмра, ҫӳллӗ ҫыран палӑрать, сулахайра куҫпа виҫейми тӑсӑлса каякан хура хӑмӑр вӑрман хыҫӗнчен тин ҫеҫ хӑпарнӑ хӗвелӗн ылтӑн урисем ӳкнипе тӗрлӗрен тӗспе йӑлтӑртатакан мӑнаҫлӑ та хӑватлӑ; шыв таҫта ҫитиех сарӑлса каять те горизонтра ҫухалать.

Help to translate

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар вӑраннӑ тӗле чылай ҫӳле хӑпарнӑ хӗвел ҫути пахча енчи чӳречерен кӗрсе кӑмака ҫине ӳкнӗ.

Help to translate

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗвел урам вӗҫӗнчи тирексенчен те ҫӳле хӑпарнӑ.

Help to translate

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрес патне хӑпарнӑ ҫынна ҫав йӗкӗт вӑрттӑн кӗтесрен икӗ кӗпҫеллӗ пӑшалӗпе тӳрех шаплаттарать, — терӗ те Мӗкӗте лаштах сывласа ячӗ.

Help to translate

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав вӑхӑтра Шаккур, хӑйпе пӗрле икӗ юлташне илсе, вӑрттӑн пусмасемпе ҫӳлти хута хӑпарнӑ, хуҫапа арӑмӗ ҫывракан пӳлӗме уҫса кӗнӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье хӑй ӗмӗрӗнче упӑшкипе чӗрре кӗрсе ятлаҫса курманскер, ӑна пӑхӑнма хӑнӑхнӑ, пыр тӗпне капланса хӑпарнӑ темле хытӑ япалана ҫӑтса ячӗ те ҫав самантрах мӑшт пулса тӑчӗ, унтан, шывланнӑ куҫӗсене саппун аркипе шӑлса, пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хуҫалӑхӑн тупӑш пайӗ хӑпарнӑ, ӗҫлекенсен шалу укҫи пысӑк пулни те ҫакнах ҫирӗплетет.

Help to translate

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Пӗрре, тӑри тӳпенелле явӑнса хӑпарнӑ пек, чуна ҫӗклентермелле уҫҫӑн илтӗнчӗ вӑл, тепре, хӗр хӳхлесе макӑрнӑ пек, хурлӑхлӑн янӑрарӗ.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тӑвалла хӑпарнӑ чух вырӑссем курмӗҫ-и пире?

Help to translate

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ямгурчей те нумай сӑтӑр тӑвӗ пире Хусан патне тӑвалла хӑпарнӑ чухне, унтан таврӑннӑ чухне пирӗн кӗтӳсене хӑваласа кайӗ.

Help to translate

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗнче уҫлӑхне ентешӗмӗр – Андриян Григорьевич Николаев пӗрремӗш хут вӗҫсе хӑпарнӑ.

Help to translate

Шуршӑлта вырнаҫнӑ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ мемориал комплексне 50 ҫул ҫитнӗ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/14/a-g- ... chll-memor

— Ытлашши пултӑмӑр, — терӗ Сарри мӑрса хӑнасем вӗсене асӑрхамасӑр хуланалла хӑпарнӑ чух.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Наместника систерсе хунӑ ӗнтӗ — Иван Васильевич тӑвалла хӑпарнӑ чухне Новоград Свияжскинче чарӑнса тӑма пултарать.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Атӑлпа хӑпарнӑ чухне тытса чаратӑп ӑна.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анатран хӑпарнӑ мӑрсасем каланӑ тӑрӑх, Энӗшпе Кӗтне тӑрӑхӗнче пур ҫӗрте те ялсем ҫунаҫҫӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кун шӑрӑхланса пырать, хӗвел ҫӳле хӑпарнӑ, — терӗ вӑл.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed