Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир халӗ тӑкаклакан хаклӑ средствӑсем пӗтӗмпех харама каяҫҫӗ…Все драгоценные средства, которые мы расходуем сейчас, пойдут прахом…
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ун ҫинчен халех тунмасӑр каламалла, кайран, тем тери нумай ҫынсен ӗҫӗ харама кайсан, кая юлать.Лучше в этом признаться сейчас, чем позже, когда огромные усилия многих людей окажутся напрасными.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Театра сирпӗнтерсен, тӑрӑшни те харама кайӗ.А то все их труды пропадут, если немцам удастся взорвать театр.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Анчах вӗсем тӑрӑшни харама кайрӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Кунсӑр пуҫне, трассӑна куҫарнине пула сылтӑм енче тунӑ ӗҫсем пӗтӗмпех харама кайнӑ, сулахай енче ҫӗнӗ участоксем тумалла пулнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Анчах вӗсен ӗҫӗ харама кайман.
Пахчаҫӑпа унӑн ывӑлӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вӑл патшана каланӑ: «Ҫӗлӗке ан ваттар, ӗҫӗ харама каять, эпӗ ватмасӑрах унта мӗн чухлӗ кӗмӗлпе мӗн чухлӗ ылтӑнне пӗлӗп», — тенӗ.
Япала йывӑрӑшӗпе унӑн пысӑкӑшӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
— Ӗнтӗ тинех ман ӗҫ харама кайрӗ, урӑх нимӗнпе те ман патмалла килес ҫук вӑл: е юлташ еннелле кайӗ, е ӗрлекен ҫынсем урлӑ кайӗ, — тетӗп.
Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вӑл тертленсе ӗҫлени харама кайрӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Ҫулталӑк ҫурӑ харама ятӑм эпӗ Оклендра.
Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Анчах Парижра ытла та йывӑр хӗрарӑма, вӑл — ӗҫлет пулсан, сутӑнмасть пулсан аскӑнчӑка — харама.но очень трудно в Париже женщине, если женщина не продается, а служит.
Парижанка // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 93–96 с.
Бомбӑсем ҫурӑлнӑ сасӑ хӑлхара янӑраса тӑнӑ, анчах ку хутӗнче те ӗҫ харама кайни паллӑ пулнӑ.Грохот взрыва жил еще в ушах, но было ясное ощущение: впустую.
2. Тӑшманпа ҫапӑҫни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Анчах пени харама кайрӗ, вӑл хӑй хыҫҫӑн сарай алӑкне хупса лартрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Макӑрнине пула, вӑл эпир пӳлӗмрен тухса кайнине те сисмен, анчах пӳлӗм шӑпланнине туйсан пуҫне ҫӗклерӗ те, йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ, кӑшкӑрма чарӑнчӗ: никам та илтмесен, тӑрӑшни те харама каять-ҫке-ха.
Ывӑл // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
«Неушлӗ пирӗн ачасем юн тӑкни харама кайрӗ? — шухӑшлатӑп эпӗ. — Неушлӗ хамӑр ачасен пурнӑҫӗпе, ача амӑшӗсен, тӑлӑхсен тата упӑшкасӑр юлнӑ арӑмсен куҫҫулӗпе ҫӗнсе илнӗ мире сӗмсӗр те тискер ҫынсем аркатма пултарӗҫ?»
Автортан // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ырра пымарӗ иккен Кантюксем мӗн пани, пӗтӗмпе харама кайрӗ, харама…
ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кӗтни харама каймарӗ.
XXIII. Тавӑру черечӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шухӑшӗ пысӑкчӗ-ҫке Шерккейӗн, кӑҫал, ав, тыррине тӗрӗс-тӗкел пуҫтарса илнӗ пулсан, пӳрт лартаймӑп-ши тесе ӗмӗтленетчӗ, хӗлле вӑрман кӑларӑп та ҫуркунне пураса пӗтерӗп тетчӗ, — кӗтни харама кайрӗ, инкек ҫине синкек тупӑнсах пырать.
XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кӗтни харама каймарӗ: тутар Имете ҫӗклесе-ҫӗклесе илчӗ те ывӑтса яма тӑчӗ.Ждать пришлось недолго: татарин оторвал Имета от земли и приготовился бросить оземь.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Паллах ӗнтӗ, Америкӑна каякан ҫынсен, тӗрӗссипе каласан, нимӗнле уроксем те хатӗрлеме кирлӗ мар, ҫавӑнпа та унта чӑрманса ирттернӗ вӑхӑта туссем ахалех харама кайнӑ вӑхӑт теҫҫӗ.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.