Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳссе (тĕпĕ: тӳс) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑн пекех Президент алӑ пуснӑ саккун вӗренӳ саккунне урӑх улшӑнусем тӳссе ирттернӗ.

Также подписанный президентом закон об образовании претерпел другие изменения.

Путин кӗмӗл медальсем тата шкул ачисене ӗҫ воспитанийӗ памалли указ ҫине алӑ пуснӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... sn-3375154

Вӗсем кӗрешӳре тем тӗрлӗ йывӑрлӑхсем те тӳссе ирттереҫҫӗ, ҫапах тӑшмана ҫӗнтерсех пыраҫҫӗ.

Help to translate

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Хӑй вӑхӑтӗнче вӑрҫӑ ачи пулнӑ май Марье аппа асап-тертне сахал мар тӳссе ирттернӗ.

Help to translate

Тӑванлӑха яланах упрасчӗ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%82a%d0 ... 81%d1%87e/

Туслӑ та ҫирӗп ҫемье кӑна кирек епле йывӑрлӑха та ҫӑмӑллӑнах тӳссе ирттерме пултарать.

Help to translate

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/

Чӑн пурнӑҫӑн хури-шуррине унӑн сахал мар тӳссе ирттерме тиврӗ.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ну, паллах ӗнтӗ, Унтрей те тӳссе тӑрайман вара — аллинчи кӗвентипе хирӗҫ панӑ.

Help to translate

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Тӳссе кӑна тӑр вара хӗрарӑм, ҫапса пӑрахма та пултарать ҫӑвӑр автан пысӑкӑш упӑшки!

Help to translate

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Тӑватӑ ҫул тем тӳссе те йӗпенмен куҫсенчен ахах тумламсем кусса тухрӗҫ…

Help to translate

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Юлашкинчен, хӗрӗн вӗтелекен куҫне текех тӳссе лараймасӑр, сӗтел хушшинчен сиксе тӑчӗ те пӳртрен тухса кайрӗ.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗнче терт-нушине пайтах курнӑ, тӳссе ирттернӗ.

Help to translate

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

Кашнийӗ хӑйӗн хуйхипе асапланнӑ, темиҫе тӗрлӗ йывӑрлӑх тӳссе пурӑннӑ.

Help to translate

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Эс ху та Наталь намӑсне тӳссе курмӑн-и?

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Варламовсем тӳссе курнине тӗпе хурса ҫырӗ-ха хӑҫан та пулин мӗн те пулин, анчах вӑл ҫӗнӗ япала пулӗ.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унта пӗр механизатор Варламов пек сарӑмсӑр вилет, ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн арӑмӗпе хӗрӗ кирек мӗнле ҫанталӑкра та уйри синкерлӗ вырӑна виҫӗ ҫул хушши уйӑхра пӗрре пӗр сиктермесӗр ҫӳреҫҫӗ, пӗри — упӑшкине, тепри ашшӗне асӑнса чечек ҫыххи хураҫҫӗ, ҫавна кура хайхи механизатора инкек умӗн эрех ӗҫтернӗ ҫын тӳссе ҫитереймест: «Эпех айӑплӑ пуль ҫӗр ҫинче пӗр ырӑ ҫын вилнӗшӗн, ӑна эрех ӗҫтерес ҫукчӗ ҫавӑн чух», — тесе тӗрӗссипе каласа кӑтартать, ӗсӗклесе йӗрет.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ан тив, радиопа ӳлӗмрен Сехмет Сантӑрккин ячӗ янратӑр, сӑлтавсӑр-мӗнсӗр инкек тӳссе вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ ҫын ҫӗнӗрен чӗрӗлтӗр.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӳссе ҫитереймерӗ Таранов, кулса ячӗ:

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ямаш Ваҫҫи лайӑх япалана хапсӑннине хам тӳссе курнӑ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ял пурнӑҫӗнчи ҫав пӑтӑрмахлӑ вӑхӑта тӳссе курман эсӗ, ҫавӑнпа урӑхларах калаҫатӑн.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сулагаевӑн кӑмӑлӗ, шухӑш-туйӑмӗ чӑнах хӑй каланӑ евӗрлех ӗнтӗ, ҫавна Таранов пӗрре мар тӳссе курнӑ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӳлӗмрен те ҫав инкекрен Турӑ хӑтартӑрччӗ сана — ман шӑллӑм шӑпине тӳссе курмалла ан пултӑрччӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed