Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрӗксем (тĕпĕ: тӗрӗк) more information about the word form can be found here.
Тӗрӗк патшалӑхӗ пӗтӗмпе юхӑнать, выҫлӑх та чир унӑн пӗтӗм инкеклӗхне хырса тӑкать, тӗрӗксем хӑйсемех ытла мӗскӗнле вилсе пӗтеҫҫӗ!» — тенӗ.

Турецкое государство вконец разорят, глад и мор будет окончанием сих бедствий, турки сами от себя погибнут жалостнейшим образом!»

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑлхарсем сӑрт-ту ҫамкине кӑна перетчӗҫ-ха, тӗрӗксем вара чӗрӗ ҫынсенех пере-пере пӑрахрӗҫ; пӑлхар хӗрӗ-хӗрарӑмӗ саккуна хирӗҫ юрланӑшӑн тӗрӗксем вӗсене мӑшкӑл кӑтартма тытӑнчӗҫ, шӑллӗсемпе пиччӗшӗсене пӗр хӗрхенмесӗр пере-пере вӗлерчӗҫ.

На стрельбу болгар но голым обрывам турки отвечали выстрелами в живых людей; на крамольное пение болгарок — изнасилованием их сестер и убийством их братьев.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗнтӗ ҫак юрӑсем вӗсем ӗмӗтленнӗ туйӑм пек кӑначчӗ-ха, тиркешнӗ тӗрӗксем нимӗн илтмене хывма пӑхрӗҫ.

Но все это были лишь платонические порывы, и, презирая их, турки делали вид, будто ничего не слышат.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Герцеговинӑ шӑпах тӗрӗксем ҫавӑрса илнӗ пӗтӗм ҫӗршывсене вут тӗртсе яракан хӗлхӗм пулать, тесе Горчаков хӑй каланӑ.

Сам Горчаков сказал, что из Герцеговины полетят искры, от которых вспыхнет пожар во всех турецких владениях.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗксем вӗсенчен кӑна хӑраса тӑрас ҫук, — килӗшрӗ унпа Смион хаджи, сулахай уринчи аннӑ чӑлхине хӑпартса.

Турки их не боятся, — согласился с ним Хаджи Смион, поправляя чулок на левой ноге.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Елхово патӗнче тытӑҫнӑ чухне тӗрӗксем Муратлийские персе амантнӑ та, вӑл Стара-планина туне кайнӑ, тӗрӗксем ӑна унта та йӗрленӗ, йӗрлекенсем хушшинче хӑш-пӗр пӑлхарсем те пулнӑ; Муратлийский ҫав пӑлхарсенчен ҫӑкӑр ыйтасшӑн пулнӑ, тумтирне улӑштарса тӑхӑнасшӑн пулнӑ.

Муратлийский был легко ранен турками в небольшой стычке у Элхова и ушел на Стара-планину, преследуемый турецкой погоней и даже иными болгарами, к которым обращался с просьбой дать хлеба и крестьянское платье, чтобы переодеться.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халлӗхе эпир пӗр тӑшмана ҫеҫ куратпӑр-ха, вӑл тӑшман — тӗрӗксем, вӗсене хирӗҫ ҫӗкленетпӗр те эпир.

Пока что мы видим только одного врага — турок и против них восстаем.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗрачан ашшӗ те ҫавӑнтахчӗ, тӗрӗксем ашшӗне ҫыхса пӑрахрӗҫ.

И на глазах у ее отца, которого они связали.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗксем ухмахсем-ҫке вӗсем, ху пӗлетӗн…

Турки ведь недогадливы, сам знаешь…

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗксем, паллах ӗнтӗ, Стефчова хисеплеҫҫӗ.

Понятно, что турки смотрели на Стефчова с одобрением.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗксем сана шанмаҫҫӗ тесе шухӑшлатна вара эс?

— Так ты думаешь, турки могут тебя заподозрить?

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Айӑплас тенӗ ҫынсене тунсах ан тӑччӑр тесе, тӗрӗксем кирек хӑҫан та ҫавӑн пек меслетпе пуҫласа яраҫҫӗ.

Подобную тактику турки иногда применяли по отношению к обвиняемым, чтобы расположить их к признаниям.

V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халиччен вӑл нихҫан та вилӗмлӗн ҫапӑҫса курманччӗ-ха, ҫак самантра тесен, ӑна пӑшаллӑ тӗрӗксем те шӑна евӗр нимӗне тӑман мӗскӗнсем пек кӑна курӑнчӗҫ.

Ему еще не доводилось биться не на жизнь, а на смерть, но в этот миг турки показались ему ничтожными, как мухи.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗксем ӑна шыраса кунта килчӗҫ тесех шухӑшланӑччӗ-ха вӑл, тинех шӑпам вӗҫне тухрӑм иккен тенӗччӗ.

Сначала он подумал, что турки пришли за ним и судьба его решена.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак сӗмсӗр тӗрӗксем мӗнле ирсӗр шухӑш тытнине мелник тавҫӑрса илчӗ ӗнтӗ.

Мельник давно понял, какой гнусный умысел скрывается за этим неуклюжим обманом.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗксем ҫывӑракан хӗрача енне аскӑнла пӑхса илчӗҫ.

Турки плотоядно уставились на спящую девочку.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Хамӑра та пӗчӗк чух тӗрӗксемпе хӑратнӑ… епле хӑрамӑн-ха, ҫӗр минне анса кайччӑрах ҫав тӗрӗксем, тупӑка выртсан та куҫӑм хупӑнас ҫук.

— Нас тоже турками пугали… да и как не пугать, разрази их господь! Семьдесят лет живу на свете, а, видать, до могилы покоя не найду:

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ҫывӑр, пепкеҫӗм, паппа ту, ҫывӑрмасан ак тӗрӗксем килӗҫ те илсе кайӗҫ!

— Спи, внучек, спи, а то турки придут и тебя заберут!

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсем Анатолири тӗрӗксем иккенне пӗлтӗм эп.

Это, как я узнал, анатолийские турки.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Тӗрӗксем ҫапла тунӑ ӑна, нумай пулмасть вӑл вӗсене хирӗҫ грексем майлӑ пулса ҫапӑҫнӑ-мӗн.

саблями турок, с которыми он незадолго перед тем воевал за греков.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed