Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухмарӗ (тĕпĕ: тух) more information about the word form can be found here.
Анчах эп ӗмӗтленнӗ пек килсе тухмарӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха патӗнче усал ӗҫ пулса иртнӗ хыҫҫӑн Кӗтерук ниҫта та тухмарӗ, ҫамрӑксен нимле вӑййи-куллине те хутшӑнмарӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук Ҫтаппанпа ӑмӑртса ҫулма урӑх тухмарӗ.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Авланнӑран вара пуҫламӑш хут арӑмӗ, вӑл аякри ҫултан таврӑннине сисмесӗр, картиш алӑкне уҫма тухмарӗ.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакна курса тӑнӑ Энтрей картишне тухмарӗ, алкум тӑрӑх кайса, крыльцапа урама тухрӗ.

Help to translate

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей Нӗркече кайса амӑшӗ тунӑ договора прахӑҫлаттарнӑччӗ те ӗҫ тухмарӗ.

Help to translate

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук калинкке алӑкӗнчен тухмарӗ, аслӑк хыҫӗпе ҫаврӑнса, пӳртӗн ҫурҫӗр енне пырса тӑчӗ.

Help to translate

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Темшӗн-ҫке вӑл паян Палас хӗррине, халӑх пуҫтарӑннӑ ҫӗре, тухмарӗ, ҫӗлӗкне пусарах лартрӗ те кил хушшинче чакаланма пуҫларӗ.

Help to translate

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Килте вӗсем ашшӗпе тата ҫамрӑк арӑмӗпе Саррие куштан та ӗмӗтсӗр пулнӑшӑн темиҫе хутчен вӑрҫса илчӗҫ, анчах ку сӑмах ҫын ҫине тухмарӗ.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Алттыш вӗсене ӑсатма тухмарӗ.

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чылайччен хистесе тӑчӗ мӑрса Туринкене, Кӑрмӑша тухса кайиччен унран мӗн те пулин ҫӗнни пӗлсе юлма тӑрӑшрӗ, лешӗ хӑйӗн сӑмахӗнчен тухмарӗ, ырри-усаллине нимӗн те каламарӗ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай вӗсене ӑсатма хапха умне те тухмарӗ.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Патшапа ун ҫывӑх ҫыннисем ларса пыракан мӑйракаллӑ ладья ҫула тухнӑранпа темиҫе ҫӗрте те чарӑна-чарӑна тӑчӗ, анчах Иван Васильевич ҫырана ниҫта та тухмарӗ.

Help to translate

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑйӑран кӑштах вӑкӑр тухмарӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Едигер хӑйӗн воинӗсемпе пӗрле ҫапӑҫма тухмарӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Улӑштарасса улӑштартӑмӑр та, анчах ҫук ҫав, ӗҫ тухмарӗ, пирӗн кӑвакарчӑнсем ют ҫӗрте пурӑнма килӗшмерӗҫ: Вадим панисем ман патран ун патне — Вӑрманкаса вӗҫсе кайрӗҫ, эп панисем ман пата вӗҫсе килчӗҫ.

Help to translate

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Унччен те пулмарӗ, ӑна икӗ кӑткӑ пӗр харӑс пырса ҫатӑрах ҫыртрӗҫ пулас, лӗпӗш вӗҫсе кайма хӑтланчӗ, ҫук, ӗҫ тухмарӗ, пӗр кӑтки урисемпе курӑкран ярса тытрӗ.

Help to translate

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Вӑл кӑшкӑрма хӑтланчӗ, анчах сас та тухмарӗ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Сасси унӑн ҫӑвар ӑш-чикки ҫунса типнипе пӗрре те хӑйӗнни пек тухмарӗ, аран ҫеҫ илтӗнчӗ.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Тормоз ҫине сасартӑк пуснипе руль ҫумне ҫапӑнса кӑкӑр шӑмми кӑшт ҫеҫ хӑйпӑнса тухмарӗ.

Help to translate

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed