Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумлам the word is in our database.
тумлам (тĕпĕ: тумлам) more information about the word form can be found here.
Эп ун ятне те маннӑ иккен, «Мерчен тумлам» пек астӑваттӑм.

Help to translate

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Чӗрӳ ҫине сӑмахсерен Мерчен тумлам тумлатӑр.

Help to translate

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Пат ӳкрӗ Кирилл картусӗ ҫине иртсе пыракан хӗрӗн пӗрремӗш куҫҫулӗ — тумлам.

Help to translate

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

«Шыв кӳрсе кил-ха» тетӗн те чипер таса чух — ҫӑмӑл шӑмшаклӑскер йӑпӑр-япӑр чупса кайса килет: мӗнле пӗр тумлам тӑкмасӑр чӑп тулли витре киле ҫитернинчен ҫеҫ тӗлӗнсе тӑратӑн…

Help to translate

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тӗл-тӗл ҫеҫ, шыва тумлам ӳкнӗ пек, ҫип хулӑнӑш ҫавра хумсем кайӑк куҫӗ мӑчлатнӑ евӗр туха-туха сӳнеҫҫӗ.

Help to translate

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Атьӑр пӗрре паян тӑватӑ ҫул хушши капланса пынӑ, тумлам кӑлармасӑр чӑтнӑ мӗнпур хура куҫҫулӗ ӑшран тасатар!

Help to translate

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫӳлтен — те хурӑн тӑрринчен — пӗр тумлам патлатса ӳкрӗ те ҫӑкан ҫемҫе ҫулҫине шӑтарсах пӑрахрӗ.

Help to translate

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Унӑн вӑйсӑрланнӑ куҫӗнчен тӗрлӗрен хуйхӑ-суйхӑпа тахҫанах куҫҫуль сӑрхӑнса пӗтнӗ темле чун ыратсан та исленмен куҫран, темиҫе тумлам куҫҫуль пӑчӑртанса тухрӗ.

Help to translate

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Унтан ӑшра шухӑшларӑм: «Эх, аҫу курасчӗ сана. Мӗншӗн аҫу куҫӗ курмасть-ши? Тӗлӗнӗччӗ вӑл санран, хальхи пек ҫеҫ те савӑнмӗччӗ. Аҫу пекех сап-сарӑ эсӗ, йӑлтах аҫу эсӗ, аҫупа иксӗр икӗ тумлам сывлӑм пӗрчисем эсир», — терӗм.

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Пӗрисем кашни утӑмра эрех сутсан та вӑхӑтсӑр пӗр тумлам ӑша ярас ҫук, — терӗ малалла Лашманов.

Help to translate

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хушӑран ҫеҫ пат-пат тумлам пит-куҫа йӗп пек тӑрӑнать.

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тинӗсе ӳкнӗ тумлам ҫеҫ вӑл, никам асӑрхаман тумлам.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унтан ҫапла та шухӑшлатӑп: вӑрҫӑра та ҫапӑҫнӑ вӑл, анчах мӗншӗн пӗр тумлам хаярлӑх та ҫук-ха ун ӑшӗнче, тетӗп.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗлтӗр ҫуракипе кӗрхи ҫӗртме хушшинче виҫ тумлам ӳкрӗ-ши ҫӗр ҫине, ӳкмерӗ те-ши; тӑпра кӗл пек шуралса кайрӗ, типсе ҫуркаланчӗ; ҫӑка ҫулҫисем ҫу варринчех сарӑхрӗҫ, улӑх-ҫаранра пӗрре лайӑх ҫулмалӑх та курӑк ҫитӗнмерӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Улттӑмӗш ҫул тумлам та ӗҫместӗп, эрехне мар, сӑрине те.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Авангард Куҫмин хаяр сӑмахӗ мар, урӑххи шиклентерчӗ Таранова: «Ӗҫрӗм-ши тӗлӗкре эп эрех, пӗр тумлам та пулин лекрӗ-ши ӑша?»

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Варламов ман патра пӗр тумлам та сыпман.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эп санпа юнашар ларса пӗр тумлам эрех те ӗҫместӗп.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫырнипех пурнӑҫ йӗркине, унти ҫынсен кӑмӑлне тӑруках улӑштараймастӑн пулин те ҫырмалла, ҫырмалла тата ҫырмалла, вара тумлам тумла-тумла чула шӑтарнӑ тенӗ пекрех пулса тухӗ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ӑна пӗр тумлам юлмиччен сӑрхӑнтарсан ӑсран тайӑличчен ӳсӗрӗлӗп те хам вилнине хам сисмӗп.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed